Сывлӑх
![]() 123ru.net сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ кунсерен чакса пырать. Паян вӗсен списокне тепӗр 55 ҫын кӗнӗ, ӗнер 58 ҫынччӗ. Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 5 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 4915 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2830-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 23 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Вилнисен йышӗ ҫавӑн пекех: 28 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Аса илтерер: ӗнер кӑшӑлвирусран виҫӗ ҫын вилнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлехе вӗсем пирки тӗплӗн пӗлтермен-ха. Ҫапла майпа ку инфекцирен пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 28-а ҫитнӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, кашӑлвируспа чирлисен йышӗ кӑшт сахалрах – 58 ҫын кӑна хушӑннӑ. Ӗнер 62 ҫынччӗ. Ку таранччен 4860 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 2807 ҫын сывалнӑ, юлашки талӑкра 40 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Раҫҫейре талӑкра 6800 ҫын чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирус парӑнмасть-ха. Пӗр талӑкра унпа чирлӗ 62 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл чир алхасма пуҫлансанах пӗр ҫын тупӑннине те тем пулнӑ пек хыпарлатчӗҫ, йышӑнатчӗҫ. Ӑҫтан, кам вӑл тесе шавлама тытӑнатчӗҫ. Халӗ асӑнакан цифрӑсене ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫав тапхӑрта пирӗн республикӑра пурӗ 4802 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑна стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (пурӗ 2767) сывалнӑ ӗнтӗ. Халӗ кӑшӑлвируспа пирӗн тӑрӑхра 2010 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра пульницӑран 50 ҫынна кӑларнӑ. Усал вирус алхасма тытӑннӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 25 ҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра чару мерисене кӑштах ҫемӗҫтерчӗҫ. Маска тӑхӑнма, социаллӑ инҫӗше пӗрех пӑхӑнма хушаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ. Шел те, ӑна халӑхпа савӑнӑҫлӑн палӑртма май килмерӗ. Уява Хӗрлӗ Чутай районӗнче тата Шупашкарта палӑртнине шута илсе унта та, кунта та хӑш-пӗр кану объектне уҫрӗҫ-ха. Анчах халӑхпа мар. Тӳре-шарапа журналистсем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус лӑпланса пӗтменнипе ҫыхӑннӑ. Ӗнерех Шупашкарта Чӑваш Ен аталанӑвӗн стратегине тишкерчӗҫ. Мероприятисене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Уява хутшӑннӑ тӳре-шара маскӑсӑр пулнине чылайӑшӗ асӑрхарех ӗнтӗ. Социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла тенине те вӗсем ӑша хывман. Юнашар утрӗҫ, ҫуммӑн тӑрса калаҫрӗҫ. Тӳре-шара та, вӗсен мӑшӑрӗсем те, депутатсем те, журналистсем те. «Правда ПФО» ҫырнӑ тӑрӑх, самай пысӑк вырӑн йышӑнакансем хушшинчех ҫав вӑхӑтра чирлекенсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() veved.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе ҫав ҫын миҫере тата мӗнлерех пулни паллӑ мар-ха, кун пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ҫапла майпа 25 пациент пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 4740 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ, 2717 ҫын, сывалнӑ. Юлашки талӑкра 112 ҫын сывалнӑ. Аса илетер: республика кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Ефимов Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейре Пирогов орденне ҫирӗплетнӗ. Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче унпа тухтӑрсене чысланӑ. Ҫак ордена Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Сергей Ефимов асӑннӑ пульницӑра 35 ҫул ӗҫлет, инфекци уйрӑмне 19 ҫул ертсе пырать. Вера Алексеева тӑрӑшнипе пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли 75 койка хатӗрленӗ. Вӑл унти тухтӑрсене пандеми вӑхӑтӗнче ӗҫлеме вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zastavki.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнӗ. Унччен 2 ҫын инфекцие парӑнтарайманни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашкинчен вилнӗ пациент, арҫын, 34 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнӗ чи ҫамрӑк пациент. Унччен маларах вилнӗ икӗ пациент 45-ре тата 86 ҫулта пулнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 4612 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сипленеҫҫӗ, 2558-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() belaruspartisan.by сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен руспубликӑра 4541 ҫын инфекциленнӗ. 23 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. 2538 ҫын сывалнӑ. Юлкашки талӑкра 32 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Эппин, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ майӗпен чакса пырать теме пулать. Раҫҫейре те ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленет. Юлашки талӑкра 7728 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗме палӑртнӑ. Кӗҫех хӑш-пӗр лавкка, кафе уҫалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tourprom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр икӗ пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Халӗ официаллӑ даннӑй ҫапларах: ку таранччен инфекцие парӑнтараймасӑр 23 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Чирлисен йышӗ 4472 ҫынна ҫитнӗ. Федераци информцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку талӑкра килте сипленекен 82 ҫын сывалнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирусран 2506 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус анализне пӗр вӑхӑтра 7 талӑкран пуҫласа 15 кун таран кӗтме тивнине пӗлтернӗ. Ҫын сывалсан та вӑл тепӗр икӗ эрне пульницӑра вырӑн йышӑннине, ӗҫе тухайманнине палӑртнӑ. «Мана «Химпром» гендиректорӗ хаклӑ 20 специалиста ӗҫре кӗтсе илейменнине, тахҫанах сипленнӗ хыҫҫӑн та вӗсем инфекци уйрӑмӗнче тытӑнса тӑнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. Ыйтӑвӗ ҫакӑнта пулнӑ. Санэпидцентр хӑвачӗ кунне 400 анализ тума май панӑ, ӑна кунне 600 пурнӑҫланӑ, анчах Сывлӑх сыхлав министерствин 6 лабораторийӗнчен кунсерен 1000 анализ ҫитнӗ. Паллах, ӗлкӗреймен. Ҫав вӑхӑтрах СПИД центрӗн тата кожвендиспансерӑн оборудованийӗ анализа тӗрӗс пурнӑҫлама май панӑ, вӗсене ҫӗнӗрен тӗрӗслемесен те юранӑ. Медучреждение анализсем хӑвӑртрах ҫитме пуҫласанах сипленнӗ пациентсен шучӗ хӑвӑрт ӳснӗ. Ятарлӑ пульницӑсемсӗр пуҫне республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви йывӑр мар чирлисене килте сипленме май туса парать. Ҫавӑнпа та цифрӑсене улталаса кӑтартман», – ӑнлантарнӑ Олег Николаев Александр Белов журналиста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |