Сывлӑх
![]() gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ. Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тедрос Гебреисус. Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ. ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ. ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ. «Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлейри участок пульницинчи уйрӑмсен заведующийӗсене штата чакарасси ҫинчен уведомленисем панӑ сӑмах ҫав тӑрӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫав хутра хайхисен должноҫӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗш хыҫҫӑн пӗтерессине систернӗ имӗш. Ҫӗнӗ хыпара илтнисем Ишлей пульницине хупаҫҫӗ тесе пӑлханса кайнӑ. Ку ыйтупа пуш уйӑхӑн 18-мӗшӗнче Ишлейри культура ҫуртне халӑх зал тулли пуҫтарӑннӑ. 200-е яхӑн ҫын пулнӑ. Халӑха пухма районти коммунистсем те ҫине тӑнӑ. Пухӑва Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин ертсе пынӑ. Ҫынсем ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинчен мӗншӗн никам килмен тесе кӑсӑкланнӑ. Пухӑва Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Михаил Алексеев хутшӑннӑ. Штата чакарас тенӗ йышӑнӑва пӑрахӑҫланине пӗлтернӗ вӑл. Уйрӑм заведующийӗсем унчченхиллех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() google.com сайтри сӑн Чӑваш Енре коронавирусран страхлама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «ОВАС Страховани» компани пурнӑҫлать. Страхлавпа килӗшӳллӗн, коронавируспа чирлесе вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем 1 миллион тенкӗ таран страховка илееҫҫӗ. Пандеми сарӑлнӑ май Раҫҫейри страхлав компанийӗсем ятарлӑ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Полис строкӗ – 1 ҫул. Диагноза ҫирӗплетсен компенсаци 20, 50 е 100 пин тенкӗпе танлашать. Ку хӑш программӑна суйланинчен килет. Страховкӑна сиплев, тухтӑр шырани, амбулатори сиплевӗ, эмелсен хакӗсем кӗреҫҫӗ. Аса илтерни пӑсмӗ: ҫак тапхӑрта алла уйрӑмах лайӑх, тӑтӑш ҫумалла, медицина маски тӑхӑнмалла, ҫын ҫӳрекен вырӑна тухмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пӗр ҫын коронавируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра та, Фейсбукра та пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫын чикӗ леш енчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пульницӑна кайнӑ, сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Вирус тупнӑскере сипленме вырттарнӑ. Вӑл хӑйне япӑх туймасть. Ют ҫӗршывра пулнӑскере Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Коронавирус ҫаклатнӑ ҫынпа ҫывӑх пулнисен сывлӑхне те тӗрӗсленӗ. Вӗсем чирлӗ маррине палӑртнӑ. Паян пирӗн республикӑра коронавируса сарассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб черетлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ пулассине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫулталӑка пӗтӗмлетӗвӗ Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртмеллеччӗ. Унта районсемпе хуласенчи шкулсенче, пултарулӑх ҫурчӗсенче, музейсенче, клубсенче, вулавӑшсенче, архивсенче, таврапӗлӳ ӗҫӗпе тимлекен ытти учрежденипе организацире тӑрӑшакансене йыхравланӑччӗ. Анчах вӑл пуху пулмӗ. Ҫакӑн пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева паян Фейсбукра асӑрхаттарнӑ. «Шупашкарта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ (COVID-19) сарӑлас хӑрушлӑх пуртан Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ каярах иртӗ», — ҫапларах ҫырса хунӑ вӑл хыпарта. Пухӑва хӑҫан пухӑнассине каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Олег Николаев Коронавирус инфекцийӗ пирки халӗ мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Чылай ҫӗршыва кайма чарчӗҫ. Туристсем ҫавна пула тарӑхса хӑйсен блогӗсемпе социаллӑ ушкӑнсенчи страницӑсенче ҫыраҫҫӗ. Коронавирус инфекцийӗнчен асӑрханас ыйтӑва Чӑваш Ен Правительствинче тунтикунсерен иртекен ирхи канашлура та хускатнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ку чир пирки халӗ питӗ нумай информаци, ҫав вӑхӑтра суя хыпар та, сарӑлнине пӗлтернӗ. Аптекӑсенче медицина маскисем ҫитмесҫӗ тесе халӑх пӑшӑрханать. Пӗр хут усӑ курмалли маскӑсене Чӑваш Ене кӳрсе килес ыйтӑва Раҫҫейӗн Промышленность тата суту-илӳ министерствипе ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Куншӑн республикӑри профиль министерствисем яваплӑ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре маска ҫителӗклех кӑлараҫҫӗ. Теприсем дефицит пек юри кӑтартаҫҫӗ, рынокра спекуляци сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksary.etagi.com сайтри сӑн Тӗнчере коронавирус анлӑ сарӑлнӑ май ҫӗршывсенче ку тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫей Европӑри ҫӗршывсемпе вӑхӑтлӑха авиаҫыхӑну тытма пӑрахасшӑн. Сӑмах май, Италире короновируспа чирленӗ тӗслӗх нумай. Инфекци чирӗ ересрен сыхланас тӗлӗшпе Роспотребнадзор кӗсье телефонӗсене, гаджетсене общество вырӑнӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн дезинфекцилеме сӗннӗ. Ку сӗнӗве ведомствӑн сайтӗнче те пичетленӗ. Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, телефонсене кашни кун антисептикпа тасатмалла. Уйрӑмах – пит ҫине лекнӗ вырӑнтине. Телефонӑн чехол пур тӑк ӑна хывсах антисептикпа сӑтӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Коронавирус инфекцине тупса палӑртнӑ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем валли Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче эпидемиологсем ҫынсен ыйтӑвӗсене 8 (8352) 58-24-48, 58-51-66 телефон номерӗсемпе йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма тата асӑннӑ инфекци сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен таврӑннисем пирки хыпарлама Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 26-14-14. Паян, сӑмах май, коронавирус ыйтӑвӗпе Чӑваш Енре пысӑк канашлу иртнӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе аптӑракансем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр шкулти темиҫе ача тата вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Ирхи 9 сехет тӗлӗнче 20 ҫынна: 18 ачапа 2 вӗрентекене — пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӗсен амакӗ вар-хырӑм инфекцине аса илтернӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн 10 бригади пырса ҫитнӗ. Пульницӑна 14 вӗренекенпе икӗ ҫынна илсе кайнӑ. Сакӑр ача хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче выртать, икӗ вӗрентекенпе 6 ача — васкавлӑ медицина пульницинче. Тӑватӑ ача килте сипленет. Ачасемпе вӗренекенсем мӗнпе чирленине палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Ку ыйтупа Роспотребнадзорӑн управленийӗ те ӗҫе кӳлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |