Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче талӑкӗпех ӗҫлекен васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Энтри Пасар ялӗнче вырнаҫнӑ.

Пункт ҫак тӑрӑхри ҫынсене кӑна мар йышӑнӗ. «Атӑл М-7» ҫул ҫинчен шӑнкӑрав килсен те тухтӑрсем медпулӑшу пама васкӗҫ. Энтри Пасарӗнче кунашкал пункта ахальтен уҫман. Ҫак ҫул ҫинче аварисем час-часах пулаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ пунктри бригада вара инкек вырӑнне часах ҫитме пултарӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре кунашкал васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ пӗрре кӑна.

Тухса ҫӳрекен бригадӑра виҫӗ ҫын ӗҫлет: икӗ медик тата водитель. Вӗсен навигаторпа планшет пур. Ку пӗлмен вырӑнсене часрах ҫитме май парать. Ҫул ҫинче япӑх пулса кайсан та пункта кӗрсе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма май пур.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри районсемпе хуласенче пӗрремӗш пулӑшу паракан онкологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Пӳлӗмсене уйӑрмашкӑн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу алӑ пуснӑ.

«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, районсемпе хуласенчи пульницасем республикӑри онкологи диспансерӗ валли пӳлӗмсем уйӑрса парӗҫ. Вӗсем регионти мӗн пур район пульницинчех пулӗҫ. Ҫавӑн пекех хуласенчи сыватмӑшсенче те ӗҫлӗҫ. Сӑмахран, Канашри медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти П.Н. Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче, хулари 2-мӗш пульницара, хулан тӗп пульницинче, хулан 1-мӗш клиника пульницинче, хулари клиника центрӗнче тата Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен куҫса ҫӳрекен 5 ФАП туянӗ. Тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ.

Кӑҫал пӗрремӗш ФАП Красноармейски районӗнчи Именкассинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна Республика кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

2019 ҫул вӗҫлениччен республикӑра 50 ФАП уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫуррине кӑҫал хута ярӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2018 ҫулта куҫса ҫӳрекен пилӗк фельдшерпа акушер пункчӗ туянма палӑртнӑ. Вӗсем халӑх сахал пурӑнакан ялсене ҫитӗҫ, пулӑшу парӗҫ.

Сӑмах май, халӗ Чӑваш Енре 526 ФАП ӗҫлет. Ҫӗнӗ ФАПсене 2013 ҫулта хута яма тытӑннӑ, 5 ҫулта 155 ҫӗнӗ пункт тунӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Тухтӑрсем диспансеризаци тухмалли пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Анчах ӗҫлекен ҫыннӑн сывлӑхне епле тӗрӗслемелле? Канмалли кунсенче пульницӑсем те хупӑ-ҫке. Ытти чухне ӗҫрен ыйтса кайма йывӑртарах.

РФ Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухма палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене диспансеризаци тухмашкӑн канмалли кун памалла. Проекта ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.

Ӑна ырласа йышӑнсан ӗҫлекен ҫын кашни виҫӗ ҫулта тӳлевлӗ пӗр кун диспансеризаци тухмашкӑн илме пултарӗ. Анчах куна урӑх тӗллевпе усӑ курма юрамасть.

Аса илтерер: диспансеризацие 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна 18 ҫултан аслӑрах, ӗҫлекен тата ӗҫсӗр ҫынсен тухма ирӗк пур.

 

Сывлӑх
Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн
Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн

Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.

Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.

Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.

Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.

 

Сывлӑх

«Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ». Ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Республикӑра ҫапла йышӑннӑ пулсан та диспансерти тухтӑрсем капла утӑма ырламаҫҫӗ иккен. Аптӑранипе вӗсем Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн вице-спикерӗ Николай Федоров патне ҫыру ҫырнӑ.

«Чӑваш Енре халӑха эндокринологи пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑх йӗркеленӗччӗ. Малашне ҫавна пӑрахӑҫлаттарасшӑн», – ӑнлантарнӑ эндокринологсем ҫырура. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта эндокин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑрасси Чӑваш Енре 33,1% ӳснӗ, сахӑр диабечӗпе — 8,7%, чир-чӗр аталанасси – 7,1%. Ҫавна май эндокринологсем медицинӑн ҫак тытӑмне уйрӑммӑн ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Николай Федоров Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева эндокринологсем ыйтнине ӑша хывма чӗнсе ҫыру ҫитернӗ.

 

Сывлӑх

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хирургсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ. Хусанта тухтӑр ҫӗҫҫи айне выртма тивнӗ 49 ҫулти ҫыннӑн гипофиз аденоми пулнӑ. Шыҫӑ пысӑккине кура вӑл суккӑрланнӑ.

Регионсем хушшинчи клиникӑпа диагностика центрӗнче иртнӗ операцие пӗтӗм Раҫҫейри хирургсем пӑхнӑ. Тинӗс леш енчи тухтӑрсемпе Хусанти медицина ӗҫченӗсен тӑрмашӑвне ятарлӑ вӗренӳ центрӗнче сӑнама-вӗренме май килнӗ.

«Шыҫӑ питӗ пысӑккине кура вӑл ыйхӑ артерине сиенлетнӗ. Ҫав артерипе пуҫ мимине юн пырса тӑрать», – ӑнлантарнӑ операци тӗллевне АПШри Питтсбург университечӗн медицина центрӗн нейрохирургӗ, профессорӗ Пол Гарнер.

Операцие эндоскопи мелӗпе ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗлӗкхилле касса тӑман, ҫӗнӗ йышши майпа усӑ курнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи ҫумӗнчи консультаци центрӗ ҫумӗнче ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе кайӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗҫӗн ҫулхи чирлӗ ачасене пулӑшма йӗркеленӗскер пулӗ.

Асӑннӑ ача пахчинче хальхи вӑхӑтра «Академия для родителей» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗн академийӗ) ӗҫлет. Унта кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта ҫеҫ 80 ытла ҫемье тӗрлӗ пулӑшу ыйтма пынӑ.

Центр специалисчӗсен тӗп тӗллевӗ шутӗнче ашшӗ-амӑшне ачасен аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартасси. Занятисенче теори пӗлӗвне ӑша хывтарнипе пӗрлех чирлӗ ачасене пурнӑҫра епле пулӑшмалли ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑраканскерсемпе ашшӗ-амӑшӗн мӗнле тытмаллине, мӗн тумаллине вӗрентеҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Шахматла вылякансен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран ахаль ҫынсенчен вӑрӑмрах, вӗсем ҫичӗ-сакӑр ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ку виҫе 14 ҫул таранах пысӑк. Кун пирки ӑсчахсем нумай пулмасть PLoS One журналта статья пичетлесе пӗлтернӗ.

«Эпир шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫӗ кӗскерех пулни пирки калакан халапӑн тӗрӗсмарлӑхне кӑтартрӑмӑр. Чӑннипе вӗсем ахаль ҫынсенчен самай ытларах пурӑнаҫҫӗ — хӑш-пӗр чухне ку виҫе нормӑран 14 ҫултан та иртет. Ку уйрӑмах Раҫҫейре палӑрать — ҫынсен вӑтам пурнӑҫӗ кӗске чухне», — ҫапларах пӗлтерет статьяра Мельбурн (Австрали) университетӗнчи ӑсчах Филипп Кларк. Хӑйсен тӗпчевӗнче вӗсем 1200 шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫне тӗпченӗ. Ҫав шута пурнӑҫран уйрӑлма ӗлкӗрнисем те кӗнӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри «Мед-Клиник» центр республикӑра пурӑнакансем патне шӑнкӑравласа тӗрӗслев витӗр тӳлевсӗр тухма йыхравланӑ. Анчах ҫакӑ йӗркесӗрлӗх иккенне монополипе кӗрешекенсем ҫирӗплетнӗ — ара, ку Реклама ҫинчен калакан саккуна пӑсни пулать-ҫке.

«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, клиника ӗҫченӗсем интернетра пур телефон номерӗсемпе усӑ курса Чӑваш Енре пурӑнакансем патне шӑнкӑравланӑ, «Наци сывлӑхӗ – сывӑ наци» программӑпа килӗшӳллӗн организма тӗрӗслеме пымашкӑн йыхравланӑ. Анчах, ФАСӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчесе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хайхи абонентсем хӑйсем патне мӗн те пулин рекламӑласа шӑнкӑравлама ирӗк паман. Клиникӑн асӑрхаттарӑва ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пурнӑҫламалла та уйӑхӑн 17-мӗшӗччен кун пирки монополипе кӗрешекенсене хут ҫырса пӗлтермелле.

Палӑртмалла, енчен те асӑрхаттарнине шута хумасан медицина центрне штрафлама пултараҫҫӗ. Унӑн виҫи вара должноҫри ҫынсемшӗн — 12-20 пин тенкӗпе, юридици сӑпачӗсемшӗн 300-500 пин тенкӗпе танлашать.

 

Страницӑсем: 1 ... 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, [131], 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, ...173
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть