Сывлӑх
![]() Семинар хыҫҫӑн. Шупашкара ҫитес вӑхӑтра йывӑр чирлӗ ачасене ҫӑлӑнӑҫ пама ятарлӑ аппаратсем кӳрсе килӗҫ. Ҫав аппаратсене ытти чухне усӑ курнӑ оборудовани пулӑшайми пулсан ҫеҫ парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен ПТРК пӗлтерет. Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ Сергей Степаненко Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май республикӑри тухтӑрсем валли йӗркеленӗ вӗренӳ семинарне хутшӑннӑ тата сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Владимир Викторовпа тӗл пулнӑ. Сергей Степаненко республикӑра ачасене ҫӑлмалли ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма сӗннӗ. Вӑл ӳпкене искусствӑлла майпа нумай вӑхӑт сывлаттаракан аппарата ылмаштарма май парать. «Пирӗн респираторлӑ пулӑшу меслетне аталантармалла. Чӑваш Енре ӗҫе чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем вӑй хураҫҫӗ. Меслете ӗҫе кӗртме условисем пур», — тенӗ Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Иртнӗ эрнере иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче медицина учрежденийӗсене пӗрлештерес ыйтӑва та тишкернӗ. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивессине эпир иртнӗ уйӑхра систернӗччӗ-ха. Чӑн та, ку сӑмах тӳрре килчӗ: сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, диспансерӑн Шупашкарти пушанакан ҫуртӗнче профиль ача сачӗ уҫма е ватӑсем валли хоспис йӗркелӗҫ. Улатӑрти, Етӗрнери психиатри пульницисем республикӑн психиатри пульниципе пӗрлешӗҫ. Анчах районсенчи уйрӑмсем малтанхиллех ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Улшӑнӑвӗ, тӗпрен ислен, пульницӑсене ертсе пыракансене ҫеҫ пырса тивмелле-мӗн. |
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хальхи вӑхӑтра пӗтӗмпе 528,4 пин ҫынна прививка тунине пӗлтернӗ. Грипран асӑрханмалли препаратсем ҫителӗклӗ пулнине асӑннӑ вӑл. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов регионта пурӑнакансенчен 42,8 процентне прививка туни, ун пекки юлашки ҫулсенче пулманнине палӑртнӑ. «Патшалӑх халӑхӑн сывлӑхне упраса хӑварассишӗн чылай пулӑшу уйӑрать. Кӑтарту ырӑ енне улшӑнассине шанатпӑр», — тенӗ вӑл сӑмаха пӗтӗмлетсе. Предприяти-организацисем хӑйсем патӗнче тӑрӑшакансене грипран прививка тума вакцина сахал мар туяннӑ. Ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыраканнисем ҫаксем: Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «Газпром трансгаз Чулхула», «ЭЛАРА», «ЧЭТА» предприятисем, «Канашский» ӑратлӑ савут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре грипран прививка тӑвас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 522017 ҫынна прививка тунӑ. Ку республикӑра пурӑнакансен 42 проценчӗ. Пӗр эрнере ОРВИпе чирлекенсен 3,6 процент чакнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗччен 4817 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, унчченхи эрнепе танлаштарсан, 3,6 процент пӗчӗкрех. 0-2 ҫулсенчи ачасен хушшинче чирлекенсем ытларах. Ваттисем те самай чирлеҫҫӗ – кӑтарту 19 процент хӑпарнӑ. Ытти ӳсӗмри ҫынсем сахалрах чирлеҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта ОРВИпе аптӑранӑ 163 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вирус инфекцине 28 ҫынра тупнӑ. 22 ҫыннӑн – парагрипп вирусӗ, 6-шӗн – аденовирус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗк. Кӑтарту 720 миллилитрпа ҫеҫ танлашать. Норма — 748 миллилитр. Кунашкал ҫанталӑк чӗре чирӗпе, гипертонипе, гипотонипе нушаланакан ҫынсемшӗн япӑх. Сывӑ ҫынсем те сывлӑх хавшанине туйма пултараҫҫӗ: ҫывӑрас килет, пуҫ ҫаврӑнать, вӗчӗрхентерет. Ҫавӑнпа ҫак тапхӑрта специалистсем юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Кӗҫӗр Кострома облаҫӗнче циклон пулӗ. Ҫавна май Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленет. Ҫурҫӗр иртсен вӑл 718 миллилитрпа танлашма пултарать. Кунашкалли юлашки хутчен 2011 ҫулта пулнӑ. Ырантан атмосфера пусӑмӗ ӳсме пуҫлать, шӑматкун тӗлне йӗркене кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри онкодиспансерта усал шыҫҫа генетика шайӗнче тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Чир аталаннипе аталанманнине диспансерӑн иккӗмӗш хутӗнче тӗрӗсленсе пӗлме пулать. Ҫыннӑн геномне (молекулярлӑ генетика тӗпчевӗ) генсенче мутаци пуррипе ҫуккине пӗлме май парать. «Паян эпир сывӑ ҫыннӑн онкологи генетика шайӗнче пуррипе ҫуккине, усал шыҫӑ мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине пӗлме пултаратпӑр. Онкологи пур тӑк химиотерапи вӑхӑтӗнче хӑш эмел витӗмлӗ пулнине те палӑртаятпӑр», - тенӗ Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лиди Воропаева. Унччен кунашкал диагностикӑна тума ытти региона каймалла пулнӑ. Халӗ вара хамӑр патрах тӗрӗсленме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ паллиативлӑ уйрӑм чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хупӑнать. Вӑл Республикари онкологи диспансерӗн уйрӑмӗ шутланать. Уйрӑмра 30 ҫын вырнаҫайнӑ. Унта онкологи патлогийӗ ҫук ҫынсене тӳлевлӗ вырттарнӑ. Паллиативлӑ уйрӑма мӗншӗн хупаҫҫӗ-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Энгельс урамӗнчи ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ. Тӑватӑ хутлӑ пульницӑна «СервисСтройПроект» тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна авариллӗ лару-тӑрура тесе йышӑннӑ. Ҫавна май уйрӑма Гладков урамӗнчи паллиативлӑ пулӑшу паракан уйрӑмпа пӗрлештерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр койкӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнчи уйрӑма парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ. Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре укҫа-тенке перекетлес тесе Республикӑри психиатри пульницине реорганизацилесшӗн. Ку проекта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче пичетленӗ. Психиатри пульницине Улатӑрти психиатри пульниципе тата Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульниципе пӗрлештерме палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илес тӗк, вӗсен кредитор умӗнче парӑмсем пур. Республикӑри психиатри пульницин – 15,2 миллион, Улатӑрти психиатри пульницин – 1,7 миллион, Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульницин 1,5 миллион тенкӗ парӑм. Администраципе хуҫалӑх персоналӗсен штачӗсене кӗскетсе ҫулсерен 3,4 миллион тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хулари икӗ сиплев учрежденине пӗр-пӗрин ҫумне пӗрлештерессине пӗлтернӗ. Ача-пӑчан Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ тата 3-мӗш номерлӗ пульницисем пӗрлешӗҫ. «Реорганизацин тӗп тӗллевӗ – халӑха пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси, ертӳҫӗсен шутне чакарасси. Анчах медиксем епле ӗҫленӗ, малашне те ҫавӑн пекех тӑрӑшӗҫ. Икӗ учрежденин ертӳҫисенчен пӗри ҫеҫ ӳлӗмрен сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗн пуҫлӑхӗ пулма пултарать, тепӗр ертӳҫӗн урӑхларах ӗҫсем пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар, вӗсем мӗнле сипленме ҫӳренӗ, малашне те ҫав учрежденисенех кайӗҫ. Икӗ учреждение пӗрлештерсен ӗҫлекенсен йышӗ 1603 ҫын пулӗ», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |