Сывлӑх
![]() Тухтӑрсене те хускану кирлӗ Медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр офисра ларакансем валли хӑнӑхтарусен комплексне шухӑшласа кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем «Здоровье на рабочем месте «Начни с себя!» (чӑв. «Хӑвӑнтан пуҫла!» ӗҫ вырӑнӗнчи сывлӑх) корпоратив программине пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑн та, пӗр вырӑнта ларса ӗҫлемелли професси паян чылай. Компьютер умӗнче вӑхӑта ирттерекенсене хускану уйрӑмах ҫитмест. Капла чухне физкультура минучӗ ирттерни те тем пек паха тесе шухӑшлаҫҫӗ тухтӑрсем. Шупашкарти ача-пӑчан 1-мӗш пульницинче, Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче, Елчӗк районӗнчи пульницӑра шурӑ халатлисем тӗрлӗ хускану тӑвассине йӑлана кӗртнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тӗп врач тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрова Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать. Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем. Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ. Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче пациентсене тӑватӑ пульница йышӑнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри кардиологи диспансерӗ алӑкне уҫӗ. Унта мероприяти ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен иртӗ. Республикӑри наркологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ 8-14 сехетсенче пулӗ. Унта 9 сехетре реабилитаци центрӗнче «Прокурорпа – право сехечӗ» иртӗ. Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин консультаци поликлиники те уҫӑ алӑксен кунӗ 8-13 сехетсенче ирттерӗ. Хулари 7-мӗш пульница уҫӑ алӑксен кунне 14 сехетчен йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ. Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем. Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ. Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ. Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫал Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче инфекци пульници хута ярӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпусӑн проектне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ инфекци пульнцинче 56 пациент валли вырӑн пулӗ. Сӑмах май, паян Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче шӑпӑрлансем валли 140 вырӑнлӑ стационар ӗҫлет. Иртнӗ ҫул инфекци стационарне пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ 16 процент ӳснӗ. Пациентсенчен ытларахӑшӗ унта ӑнсӑртран лекет. Чылайӑшӗ – пӗчӗк ача. Вӗсенчен 43,7 проценчӗ – ҫулталӑк тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене медицина тытӑмне аталантармашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Регионсенче хыснаран укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки РФ Правительствин Председателӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 6 миллиард тенке ҫӗршыври 69 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫана пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе аталантарас тӗллевпе уйӑраҫҫӗ. Документпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 31 миллион та 694 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Регионсен хыснинчен вара ку тӗллевпе 29,5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Психотерапевта шанакансем йышланаҫӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем хушшинче психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтакансем йышланнӑ. Апла пулсан, анӑҫри ҫӗршывсенче анлӑ сарӑлнӑ ҫак йӑла пирӗн тӑрӑха та майӗпен ҫитсе пырать теме май пур. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ку енӗпе пӗлтӗр епле ӗҫленине тишкернӗ те чун ыратӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем халӑха кирлине пӗтӗмлетнӗ. Министерствӑн психиотерапи енӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Калинина доклад тунинчен психотерапевтсем патне иртнӗ ҫул ҫынсем 40,5 пин ытла хутчен кайни паллӑ. Республикӑра 16 специалист йышӑнать. Вӗсенчен самайӑшӗ амбулаторинче ӗҫлет. Халӑх психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтни ҫак специалистсене шанма пуҫланине, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тата «Русфонд» пӗрлехи акцие малалла тӑсать. Вӗсем чирлӗ ачасене операци тумашкӑн укҫа пухма пулӑшаҫҫӗ. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырса ямалла. Куншӑн 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Ку укҫа чирлӗ ачасене сыватмашкӑн кайӗ. 3-ри Лерӑна пулӑшу кирлӗ. Вӑл ури ҫинче тӑраймасть. Амӑшӗ ӑна йывӑррӑн ҫуратнӑ. Ача тӳрех кӑшкӑрса яман. Унӑн чӗри аран тапнӑ. Лерӑна реанимацие вырнаҫтарнӑ, унта вал 3 эрне выртнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пуҫ мимине юн нумай кайнӑ. 6 уйӑхчен вӑл йӗркеллех аталаннӑ. Кайран ҫаврӑнма, пуҫне ҫӗклеме пӑрахнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех тухтӑрсем патне чупнӑ. Диагноза тӳрех лартман. ДЦП… Ҫакна каярахпа ҫеҫ пӗлнӗ. Ачана Шупашкарта, Хусанта сипленӗ. Анчах витӗмӗ сахал. Лерӑна сиплев кирлӗ. Ку вара хаклӑ — 199620 тенкӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кун пек укҫа ҫук. «Коммерсант» хаҫат тата «Русфонд» 168620 тенкӗ пухӗ. Тепӗр 31 пин тенкӗ ҫитмест. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырни Лерӑна сывалма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |