Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Психика сывлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ пулӗ. Ҫавна халалласа республикӑра паян тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Вӗсенчен пӗрине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ тӗлӗнче йӗркеленӗ. «Психологический десант: время избавиться от стресса» (чӑв. Психологи десанчӗ: стресран хӑтӑлма вӑхӑт) ятлӑ акци 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехетчен тӑсӑлнӑ. Ун вӑхӑтӗнче кирек кам та кӑмӑл-туйӑма еплине, астуса юласлӑха тата ыттине тӗрӗслеттерме пултарнӑ. Медицина психологӗ пур сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче паян ирхи 10 сехетрен 13 сехетчен психика сывлӑхне ҫирӗплетмелли тренингсем йӗркеленӗ. Унта пациентсем кӑна мар, тухтӑрсем те хутшӑннӑ. Ыран 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Республикӑри психиатри пульницин диспансери уйрӑмӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ҫула кайичченхи пулӑшу... Чӑваш Ен ачасене килте паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пилотлӑ регионсен шутне лекнӗ. Ӗнер Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче ачасене паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен специалистсем валли икӗ кунлӑх семинар уҫӑлнӑ. Мероприятие «Детский паллиатив» (чӑв. Ача-пӑча паллиативӗ) ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленипе ӗҫлет. Фонда РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви субсидипе пулӑшать. Ҫӗнейми йывӑр амакпа аптӑракан ачасене пулӑшассипе кун пек семинар пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут иртет. Унччен ӑна ҫулталӑк каялла йӗркеленӗ. Семинарта республикӑн сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫӗршыври пилотлӑ 20 регион шутне ахальтен мар лекнӗ. Пирӗн тӑрӑхра ачасен паллиативлӑ уйрӑмне Раҫҫейре чи малтан тенӗ пек йӗркеленӗ, апла пулсан опыт та пур. Сӑмах май каласан, ыран — Хосписсен тата паллиативлӑ пулӑшӑвӑн пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑхри организацисенчен пӗринче маҫтӑрта ӗҫлекен ҫынна хӑйне пӑхӑнакана хӑрах куҫсӑр тунӑшӑн 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 36 ҫулти арҫын ятарласа сӑтӑр кӳмен-ха. Должноҫра лараканскер хӑйне пӑхӑнакан рабочие ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттарманшӑн ята кӗнӗ. Инкекӗ ака уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ. Тимӗр пӑралука чӗркекен рабочи куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах ӗҫе кӳлӗннӗ. Тимӗр сылтӑм куҫне лексе суккӑрлатнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле процессуаллӑ саккуна улшӑнусем кӗртнине кура маҫтӑра пуҫиле майпа айӑпламан, 15 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахнӑ. Кунта, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, явапли чунтан куляннине, унччен пуҫиле майпа айӑпланманнине, суранланӑ ҫынна укҫа-тенкӗпе пулӑшнине тата ытти хӑш-пӗр фактора шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене васкавлӑ пулӑшу ураписем ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ те хальхи самана ыйтнипе килӗшсе тӑраканскерсен уҫҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура валеҫнӗ. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, урапасене Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе уйӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров та урапасене пысӑка хурса хакланӑ. «Мӗн кирли вӗсенче йӑлтах пур», — ырланӑ тухтӑр васкавлӑ пулӑшу машинисене. Васкавлӑ пулӑшу 13 машини шутӗнче 1 реанимобиль те пур. Вӗсене пурне те кирлӗ медицина оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗрен ҫитнӗ урапасем Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсене тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ӑсаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре грипран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ, сити-менеджер тата ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та прививка тутарнӑ. Алла Самойлова прививка кампанине хӑйсенчен пуҫлама йышӑннӑ. Вӑл хӑйне прививка тутарса ыттисене тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку питӗ кирлӗ процедура. Сӑмах май, кӑҫал грипран 520 пин ҫынна прививка тума палӑртнӑ. Вӗсенчен 170 пинӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе республикӑна 175 пин доза вакцина килнӗ. Ку — аслисем валли. Ачасем валли вара 117,5 пин доза ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта хальлӗхе 9 пин ачана тата 14 пин аслӑ ҫынна прививка тунӑ. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку процедура ыраттармасть тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫулсерен Раҫҫейри 40 миллион ытла ҫын больничнӑй илет. Ку ыйтӑва социаллӑ ӗҫ хутшӑнӑвӗсене пӑхса тухакан ларура сӳтсе явнӑ. Малашне больничнӑй хута электронлӑ майпа илме май пулӗ. Ольга Голодец вице-премьер ирттернӗ ларура ку саккун проектне ырланӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫлекенсен, ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприятисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатать. Медицина учрежденийӗсемпе Социаллӑ страховани фончӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ярӗ. Ара, тухтӑра хут ҫырма вӑхӑт сахалрах кирлӗ пулӗ. Пациентсене сиплемешкӗн вара вӑхӑт нумайрах уйӑрма май пулӗ. РФ социаллӑ хӳтлӗх тата ӗҫлев министрӗн ҫумӗ Андрей Пудов каланӑ тӑрӑх, электрон больничнӑйсем виҫӗ пилотлӑ регионта ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ: Мускавра тата Астрахань, Белгород облаҫӗсенче. Ку сӑнава 150 организаци хутшӑннӑ. Кунашкал больничнӑй хута ҫур миллион ҫын илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта ШӖМӗн медсанчаҫӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑласса чылай кӗтнӗ. Ҫурта 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тума тытӑннӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2015 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Ун чухнех медицина хатӗр-хӗтӗрне туяннӑ. Халӗ ҫурта коммуникацисемпе сыпӑнтарнӑ, ҫавӑнпа пациентсене те йышӑнма пулать. Медсанчаҫре ҫар-тухтӑр комиссийӗ иртӗ, ҫак тытӑмра вӑй хуракансене, вӗсен ҫемйисене, унтан тивӗҫлӗ канӑва тухнисене психофизиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслӗҫ. Тытӑм ертӳҫи Сергей Неяскин Раҫҫейри виҫӗ регионта ӗҫлесен те кунашкал медсанчаҫ курманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Укол тӑвиччен сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ: Алина Петрова педиатр Республикӑри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче грипран укол тӑвасси малалла пырать. Шупашкар районӗнчи тухтӑрсем вакцинаци ирттернипе пӗрлех унӑн усси пирки халӑхпа калаҫу та ирттернӗ. Шурӑ халатлисем вакцина тӳнтер енӗ пирки, кама укол тутармаллах иккенне ӑнлантарса панӑ. Вакцинаци тутармаллах йыша 60 ҫултан аслисем, соматика чирӗпе аптӑракансем, час-час шанса пӑсӑлакансем, шкул ҫулне ҫитменнисемпе шкул ачисем, халӑха пулӑшу паракан вырӑнсенче ӗҫлекенсем кӗреҫҫӗ. Шупашкар районӗнче грипран «Гриппол плюс» тата «Ультрикс» препаратсемпе укол тунӑ. Иртнӗ эрне тӗлнех унта ултӑ пине яхӑн вакцинаци ирттерме ӗлкӗрнӗ. Тухтӑрсем шкулсемпе ача пахчисене тухса ҫӳренӗ, аслисене вара пульницӑна йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫал республикӑра наркотик хутӑшӗсене сутнӑшӑн 46 ҫынна уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ку кӑтарту савӑнтармасть, анчах Чӑваш Енре наркоманипе чирлӗ ҫынсен йышӗ чакса пынине пӗлтереҫҫӗ. Лару-тӑрӑва тата лайӑхлатасси пирки антинаркотик комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӗркеленӗ. Йӗрке хуралҫисем, тухтӑрсем, вӗрентекенсем, социаллӑ служба тата вырӑнти влаҫ ӗҫченӗсем пӗрле ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесен наркоманипе кӗрешме чылай ҫӑмӑлрах. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫын наркотик тата психотроплӑ хутӑшсене тутаннине тӳрех тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлтернӗ. Наркологи служби республикӑра 990 ҫынна «наркомани» диагноз лартнӑ. 2102 ҫын сиенлӗ ҫак хутӑшпа виҫине пӗлмесӗр айкашать. Паянхи кун тӗлне наркотикпа туслӑ ҫул ҫитмен 23 ача шутра тӑрать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту 35 процент чакнӑ. Пӗлтӗр шкулта вӗренекен 15 ҫултан аслӑрах 20 пин ача тестировани витӗр тухнӑ. Наркотик тутанма пултаракан ушкӑн йышне 102-ӗн кӗнӗ. Михаил Игнатьев вӗсен тӗлӗшпе тимлӗ пулмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӗнер кинезитерапи пӳлӗмӗ уҫнӑ. «Кинезитерапи» программӑн проектне пурнӑҫа кӗртме «Острова» (чӑв. Утравсем) ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнӑ. Вӑл пӳлӗме хатӗрлеме тата кирлӗ спорт хатӗрӗпе ятарлӑ оборудовани туянма укҫа уйӑрса панӑ. Фонд пулӑшнипех икӗ кинезитерапевта вӗрентсе кӑларнӑ, ашшӗ-амӑшӗ тата муковисцидозпа чирлӗ ачасем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫак залра сиплев физкультурипе занятисем ирттереҫҫӗ. Асӑннӑ амакпа чирлисем паян пирӗн республикӑра — 59 ҫын, ҫав шутран 34-шӗ — ачасем. Муковисцидоз — ламран лама куҫса пыракан ген чирӗ. Унпа аптӑракансен сывлӑш ҫулӗсем, вар-хырӑмӗ, тулаш секреци парӗсем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Кинезитерапи вара вӗсен амакне ятарлӑ упражненисем туса ҫӑмӑллатма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |