Сывлӑх
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Шупашкарти тухтӑрсем эрехпе наркӑмӑшланнӑ арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ача икӗ ҫулта кӑна-ха. Ку кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ачана, эрехпе наркӑмӑшланнӑскере, Шупашкарти пӗр пульницӑн реанимацине вырттарнӑ. Ҫав пульницӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачана ахаль палатӑна куҫарнӑ, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Икӗ ҫулти ача эрехпе мӗнле наркӑмӑшланнӑ? Хальлӗхе тӗпчесе пӗлеймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта нумаях пулмасть сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнченпе ӗҫлекен ку пӳлӗмре сывлӑхшӑн усӑллӑ темле япала та пур: велотренажер, типӗ бассейн, ҫемҫе пукансем тата ытти те. Сенсор пӳлӗмӗне ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе те усӑ курасшӑн. Унта хӑйӑрпа тата шывпа ӗҫлемелли сӗтелсем те вырнаҫтарнӑ. Утмалли мобиль текен япала та пур унта. Пӳлӗме чи малтан 2-мӗш класра вӗренекен ачасене илсе кайса кӑтартнӑ. Любовь Адюкова педагог ку пӳлӗм ачасене самай усӑ кӳрессе шаннине палӑртать. Сенсор пӳлӗмӗн алӑкӗ шкулта вӗренекенсем валли кӑна мар, унта тӑрӑшакансем валли те уҫӑ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшне те унта кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульницине тӗпрен юсамашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вырӑнти халӑх кӑна мар, Ҫӗмӗрле хулипе районӗнчен те пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ. Халӗ пульницӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта тӑррине ҫӗнетеҫҫӗ, урайне сараҫҫӗ. Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ уйӑхра инфекци корпусӗ тӗппипех ҫӗнелӗ: фасадне, чӳречисене улӑштарӗҫ, ҫӗнӗ сантехника лартӗҫ, пӑрӑхсемпе пралуксене улӑштарӗҫ, сӗтел-пукан туянӗҫ. Строительство ӗҫӗсене 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Сӑмах май, инфекци уйрӑмӗн ҫуртне 1974 ҫулта хута янӑ. Юсав вӑхӑтӗнче пациентсене кӳршӗ районсем йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявӗ умӗн ырӑ ӗҫ тунӑ. Вӗсем «Донор кунӗ» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ. Кашни тумлам юн ҫын пурнӑҫне ҫӑлать. Ку профессире вӑй хуракансене ҫакна ӑнлантарма кирлӗ мар ӗнтӗ: ҫӑлавҫӑсем хӑйсемех питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Юн пама килекен кашни ҫыннах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Донортан 450 миллилитр юн илеҫҫӗ. Юлашки 5 ҫулта 50 ытла ҫӑлавҫӑ донор пулнине палӑртмалла. Вӗсем ыркӑмӑллӑх акцийӗсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче кашнинчех юн паракансем нумайланса пыраҫҫӗ. 2011 ҫултанпа ҫӑлавҫӑсем акцие тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унтанпа вӗсенчен 400 ытла хутчен юн илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.
Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать. Ҫапах кашни аптекӑнах ҫынсем кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ… Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ. Нумаях пулмасть, ҫак кунсенче, юлташӑм чирлерӗ. Иксӗмӗр аптекӑналла ҫул тытрӑмӑр. Пӗр эрне маларах хам та пырпа аптӑраса ӳкнӗччӗ те ӑна «Амброксол» туянма сӗнтӗм. Ара, вӑл хаклах мар-ҫке-ха. Аптекӑна кӗтӗмӗр. «Чи йӳнӗ хаксем» тесе ҫырнине. «Ладушка» текеннине. Халӑхра унта йӳнӗ тесе калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна хирӗҫлет. Фармацевтран ҫак эмеле пама ыйтрӑмӑр. Пур тет, анчах темле «гексал» тесе ҫырни. |
Сывлӑх
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑх йышлӑ пухӑннӑ акци иртнӗ. «Тухтӑрпа пӗрле уҫӑлса ҫӳретпӗр» акцие нумай ҫын хутшӑннӑ. Акцие час-часах ирттереҫҫӗ. Ӑна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Паянхи акцие 7,5 пин ҫын тухнӑ. Акцие хутшӑннисен йышӗнче учрежденисенче, предприятисенче, организацисенче ӗҫлекен ушкӑнсем пулнӑ. Старта тухас умӗн шӑм-шака ҫемҫетмелӗх кӑштах зарядка тунӑ. Ҫул ҫинче ӑшӑнмашкӑн икӗ «кухня» йӗркеленӗ. Унта вӗри чейпе сӑйланӑ. Акци вӑхӑтӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр урамра транспорт ҫӳреймен — ҫула пӳлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗршыв Правительстви ҫирӗп тӗрӗслеве илни пирки ӗнер Кировра иртнӗ канашлура Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ пайтаҫи Михаил Бабич каланӑ. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес ыйтупа ҫыхӑннӑ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Сергей Краевой, Раҫҫей Генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев, Наци медицина палатин президенчӗ Леонид Рошаль тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Пухӑннисем паянхи пурнӑҫра пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсен калӑпӑшӗ вӗсене уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе тӳр килменнине палӑртнӑ, хӑш-пӗр пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсене уйрӑммӑн укҫа-тенкӗ уйӑрмалли пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Бабич сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне кирлӗ пек шайра оптимизацилеменнине палӑртнӑ. «Регионсенче харпӑр хӑй йышӑннӑ методикӑпа килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене оптимизацилеме пуҫланӑ, ӑна пула вара хӑш-пӗр ял пачах та объектсемсӗр тӑрса юлнӑ. Раҫҫей Президенчӗ федераци шайӗнче учрежденисене оптимизацилесси пирки методика йышӑнма тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри пульницӑсенче сестрасен приемӗн пӳлӗмӗсене уҫма палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемшӗн меллӗ пулӗ. Ҫӗнӗлӗхе «Пациент ячӗпе» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртӗҫ. Пациентсене йышӑннӑ чухне направлени ҫырса парасси, анализсене тишкересси, рецептсем ҫырса парасси нумай вӑхӑт йышӑнать-ҫке-ха. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вара тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳме палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсене пырса тивет. Пульницӑра чирлисене «сортировка» тӑваҫҫӗ. Медаппасем камӑн тухтӑр патне каймаллине палӑртаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ пульницӑра медаппасем урлӑ специалист патне ҫырӑнма пулать. Паллах, ку тухтӑр сӑнаса тӑнӑ чухне иртет. Ҫапах ку унӑн вӑхӑтне перекетлеме май парать. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек йӗркене Шупашкарти пур поликлиникӑра та пурнӑҫа кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ тӗп тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӑваш Енри пульницӑсенчи тӗп тухтӑрсен шалӑвӗ ҫулталӑкра 5 миллиона ҫывхарнӑ. Пуҫлӑхсем ун чухлӗ укҫа илни ахаль тухтӑрсене тӗлӗнтерет пулӗ те, анчах хӑш-пӗр регионта тӗп врачсем тата нумайрах илеҫҫӗ-мӗн. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫӗршывӑн 17 регионӗнчи шурӑ халатлисен шалӑвӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп тухтӑрпа ахаль медицина ӗҫченӗн ҫулталӑкри шалӑвӗ хушшинчи уйрӑмлӑх 4 хутран пуҫласа 200 хут таран пулнине асӑрханӑ халӑх фрончӗн хастарӗсем. Чӑваш Енре, Калмӑк Республикинче, Карелинче, Хакас Республикинче, Брянск, Воронеж, Орлов, Пенза облаҫӗсенче тата Камчаткӑра тӗп тухтӑрсен ҫулталӑкри шалӑвӗ 5 мимллиона ҫывхарнӑ. Тувара 65 миллионтан иртнӗ, Тутарстанра 24–25 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ ачасене малалла пулӑшать. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 11-ти Захар Романова пулӑшу кирлӗ. Вӑл карланкӑн папилломатозӗпе чирлет. Захара операци темиҫе хут та тунӑ. Анчах сиплев вӗҫленмен-ха. Сывалмашкӑн пулӑшу кирлӗ ӑна. Кун валли 5542 номер ҫине «дети» тесе ҫырса ямалла. СМС ҫыру яма 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Захар мӗн ҫуралнӑранпах йывӑррӑн сывлать. Карланкинче яланах папилломӑсем ӳсеҫҫӗ те сывлав ҫулне пӳлеҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхра реанимацие лекнӗ вӑл. Анчах операцисем тусан та лару-тӑру улшӑнман. Ӑна Мускаври тухтӑрсем сиплеме пуҫланӑ. Ку таранччен ӑна 40 ытла операци тунӑ. Кашнине — наркозпа. Халӗ карланкине ятарлӑ пӑрӑх лартнӑ. Захар шкулта дистанци мелӗпе вӗренет. Унӑн сывалас шанчӑк пур. Анчах укҫа кирлӗ — 3 209 468 тенкӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 552 968 тенкӗ уйӑрӗҫ, «Пӗтӗм тӗнчери финанс клубӗ» банк 280 тенкӗ парӗ. «Пӗрремӗш канал» 2 миллион ытла тенкӗ пухма палӑртнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК 50 пин тенкӗ пухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |