Сывлӑх
![]() Вячеслав Александров депутат Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси республикӑра епле шайра-ха? Мӗншӗн хӑш-пӗр пульницӑна йышӑнӑва кайнӑ хыҫҫӑн юлашки вӑхӑтра тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳни мӗн хака ларни пикри хут ҫырса пама тытӑннӑ? Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем яланах нумай. Пульницӑна кайсан шурӑ халатлисен кӑнттамлӑхӗпе тӗл пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫипе Вячеслав Александровпа сӳтсе явма май пур. Кун пеккине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ туса парать. Ҫитес уйӑхра, раштавӑн 10-мӗшӗнче, парламент хаҫачӗ депутатпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Ыйтусене ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен 8(8352) 28-85-07 тата 62-82-00 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Маларах шӑнкӑравласан та тем мар — Александров депутат вӗсене «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем «Донор эрнелӗхӗ» акцие хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем Республикӑри юн илекен станцие 8-12 сехетсенче пыма пултараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци университетри «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» акципе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна ҫамрӑксене донор пулмашкӑн илӗртме йӗркелеҫҫӗ. Ҫул ҫитнӗ, Чӑваш Енре регистрациленнӗ кашни яш-хӗр донор пулаять. Унӑн юн пама юраманнине кӑтартакан сӑлтавсем пулмалла мар. Паян юн илекен станцие дизайнерсем тата математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗсенче вӗренекенсем пынӑ. Ыран экономика тата химипе фармацевтика факультечӗсем килӗҫ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче строительсемшӗн, журналистсемшӗн тата инженерсемшӗн алӑк уҫӑ. Тепӗр кунхине машиностроени, историпе географи, энергетика тата электротехника факультечӗсем юн парӗҫ. Донор эрнелӗхне информатикӑпа шутлав техникин, ют чӗлхе, ӳнер, управлени, юрдици факультечӗсем вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патшалӑх шучӗпе Крымра каннисем Чӑваш Енри сусӑрсем сывлӑха Крым тӑрӑхӗнче ҫирӗплетеҫҫӗ. Патшалӑх шучӗпе курорта кайма ҫӗршыв хыснинчен Чӑваш Ене 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Раҫҫейри Крымра чи малтан каннисенчен пӗри — Арибзян Багаутдинов. «Унта питӗ лайӑх сиплентӗм», — тенӗ вӑл. Лайӑхпа асра юлни шутӗнче сакси пылчӑкне, бишофит ваннине, углекислӑ ваннӑна, массажа, лайӑх апатлантарнине, хӑтлӑ номерсене палӑртнӑ. Ҫыннисем кӑмӑллине те асӑрханӑ арҫын. Чӑваш Енрен патшалӑх шучӗпе курорта Рудольф Рахимов та лекнӗ. Крымран ҫак икӗ арҫын туслашса таврӑннӑ. Халӗ вӗсем пӗр-пӗринпе час-часах курнӑҫаҫҫӗ. Канма кайма путевкӑна кӑна мар, ҫул укҫине те патшалӑх саплаштарать. Ҫак программӑпа Чӑваш Енри 329 ҫын сипленӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министерстви унти чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен, вар-хырӑм, нерв тытӑмӗн тата шӑмӑсен чирӗсенчен сиплекен санаторисене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 8-мӗш ача пахчи Ача-пӑчан сывлӑхне ҫирӗплетекен центрпа телекӗпер ирттернӗ. Экранӑн пӗр енне 8-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем ларса тухнӑ, тепӗр енне — тухтӑр патӗнче сиплекен вӗсен тантӑшӗсем. Скайпсӑр пуҫне ҫыхӑну йӗркелеме опытлӑ методистсемпе психологсем пулӑшаҫҫӗ. 20 минутра ачасем пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӑхса йӑл кулаҫҫӗ, пӗрне пӗри ҫепӗҫ сӑмах калаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе ача пахчи пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ центрта ырласах йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, ача пахчи сывлӑх сыхлавӗн тӗрлӗ учрежденийӗпе килӗштерсе ӗҫлет иккен. Хальлӗхе икӗ телекӗпер кӑна ирттернӗ-ха. Ӑна ӳлӗмрен те йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи ветерансен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче (малтанхилле каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) пурӑнакансене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме шурӑ халатлисене вырӑна чӗнсе илеҫҫӗ. Кун пирки Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен районти центрпа районти тӗп пульница ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Нумаях пулмасть Кӳкеҫри тухтӑрсем Шорккара пулнӑ. Унта Светлана Пушкина терапевтпа Светлана Игнатьева медсестра пынӑ. Вӗсем грипран епле сыхланмалли, чирӗн малтанхи паллисем, унран епле сыхланмалли пирки ӑнлантарнӑ. Ватӑсем патне пынӑ-пынах вӗсем ыйтӑвӗсене хуравланӑ, юн пусӑмне виҫнӗ, ытти сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна халалланӑ вунӑкунлӑх иртет. Шупашкар районӗнче ВИЧ-инфекциллӗ 36 ҫын пурӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакна пула 6 ҫын вилнӗ. СПИД стадине пула 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Канаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче те ВИЧ-инфекципе чирлекен нумай. Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ тӑватӑ амӑшӗ ача ҫуратнӑ. Пурте сывӑ. Республикӑра кӑҫалхи 9 уйахра 124 ВИЧ-инфекциллӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнче. Шупашкар район пульницинче Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн медӗҫченсем валли семинар иртӗ. Чӳкӗн 24–25-мӗшӗсенче Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли центрта та Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсем инфекционистпа, дерматологпа, психологпа канашлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем пульницӑра сипленни мӗн хака ларни пирки пӗлсе тӑма пуҫлӗҫ. Сипленнӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫакна кӑтартакан хут ҫырса парӗҫ. Анчах хальлӗхе пур ҫӗрте те мар. Обязательнӑй медицина страхованийӗн федераци фончӗ сӗннипе ку проекта Раҫҫейӗн темиҫе субъектӗнче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ мӗн хака ларни пирки Чӑваш Енре Республикӑри клиника, Республикӑри ача-пӑча клиника, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула тата Канашри район пульницисенче пама тытӑннӑ. Хак пирки ҫырнӑ справкӑсене тухтӑр патне кӗрсе тухнӑ, тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн шӑрҫалӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗлӗх ытти сиплев учрежденине те ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ курманнисен кунне халаллӗҫ. Ҫак кун кирек кам та куҫ епле курнине тӳлевсӗр тӗрӗслеме, офтальмолог тухтӑрпа канашлама пултарать. Кунашкал акци Шупашкарта час-часах иртет. Ҫак пульницӑрах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче те ҫакӑн пек акци иртнӗ. Ун чухне ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ ҫивӗчлӗхӗн кунне халалланӑ. Ҫак кун специалист патӗнче 50 яхӑн ҫын тӗрӗсленнӗ. Пациентсем рефрактометри, периметри, тонометри, биометри, ультрасасӑ витӗр тухнӑ. Ҫапла майпа 11 ҫыннӑн гиперметропи пулни ҫиеле тухнӑ, тепӗр 11-шӗ миопипе чирлӗ. 9 ҫынӑнне катаракта тупса палӑртнӑ. Тепӗр 5 ҫыннӑн та чирӗ ҫиеле тухнӑ. Тухтӑрсем 12 ҫынна тӗплӗ калаҫмашкӑн чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сахӑр диабечӗпе кӗрешмелли кун. Ӑна 1991 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗпе Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ йышӑннӑ. Ку куна уяв тесе йышӑнмалла мар. Ӑна сахӑр диабечӗн хӑрушлӑхӗ пирки ҫынсене каласа кӑтартассине ӳстерес, чиртен асӑрхаттарас, ӑна аталанма парас мар, чирлисен пурнӑҫ пахалӑхӗпе пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес тӗллевпе туса хунӑ. Эрнекун Республикӑри эндокринологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти 139-мӗш Стрелоксен дивизи урамӗнчи 7-мӗш ҫурт) «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. «Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирхи 8 сехетре врачсен консультацийӗнчен пуҫланать. Йышӑнура эндокринолог, ача-пӑча эндокринологӗ, невролог, офтальмолог, акушер-гинеколог, эндокринолог-подиатр пулӗҫ. Вӗсем 12 сехетчен пырӗ. Глюкоза шайне пӗлме ирхи саккӑртан пуҫласа вуннӑччен 105-мӗш пӳлӗмре юн пама пултарӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен сахӑр диабечӗ пирки лекцисем вулӗҫ, викторина ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ грипа хирӗҫ кӗрешекен «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн ҫынна япӑх пулма пултарасса пӗлтернӗ. Халӗ 120814 вакцина серине ҫаврӑнӑшран кӑларнӑ. Тулӑсем мӗншӗн сисчӗвленнӗ-ха? Ҫакна йӑлтах Чӑваш Республикинчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн тунӑ. Республикӑра «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн 8 студента япӑх пулнӑ. Халӗ Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ медпулӑшури стандартсене пӑхӑнассине тӗрӗслес енӗпе мероприятисем ирттерет. Ҫав серири вакцинӑпа малалла та усӑ курма юранине пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |