Сывлӑх
![]() Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та сире пӗлтернӗччӗ. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ. Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен. Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин хирургӗсем операци тунӑ чухне пӗр тытӑмлӑ портпа усӑ курма тытӑннӑ. Мӗнле ҫӗнӗлӗх-ха ку? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хирургсем пациентӑн хырӑм хӑвӑлӗнче пӗчӗк касӑк ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Кӑна лапароскопи мелӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Унччен тухтӑрсен видеооптика тытӑмне, хирурги инструменчӗсене кӗртмешкӗн сахалтан та виҫӗ шӑтӑк тумалла пулнӑ. Ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса тунӑ операци хыҫҫӑн вара пациентсен ӳчӗ ҫинче суран йӗрӗ юлмасть. Хальлӗхе ҫакнашкал икӗ операци пурнӑҫланӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, пациентсем операци хыҫҫӑн хӑйсене аванах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Республикине федераци хыснинчен ВИЧ-инфекципе тата В, С гепатитсемпе кӗрешекен антивируслӑ препаратсене туянмашкӑн укҫа ҫитнӗ — 50,2 миллион тенкӗ. Пӗлтӗр антиретровируслӑ терапипе ВИЧ-инфекципе чирлӗ 426 ҫын усӑ курнӑ. Ку сиплеме палӑртнисен 100 проценчӗ, шутра тӑраканнисен — 35,5%. Вӑхӑтра сипленни ҫын вилес, сусӑрланас хӑрушлӑха чакарать, пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Федераци бюджетӗнчен укҫа вӑхӑтра уйӑрни асӑннӑ ҫак чирсемпе нушаланакансене пулӑшӗ. Кӑҫал ВИЧ-инфекципе чирлӗ 450–500 ҫынна сиплеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Антон Михеев Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти коопераци институчӗн бухгалтери учечӗпе прикладной информатика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Антон Михеев электроприводлӑ пандус патентланӑччӗ. Антон шухӑшласа кӑларнӑ япала кӳмесене нумай хутлӑ ҫуртсенче хӑпартма пулӑшать. «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк изобретатель — 2013» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн каччӑна I степеньлӗ Хисеп хучӗпе чысланӑ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Антон Михеева «Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе чыслӗҫ. «Хӗрӳ чӗре» — социаллӑ-культура пуҫарӑвӗсен фончӗн ҫӗнӗ проекчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — пулӑшу кӗтекен ҫынсене пулӑшма хатӗррисене тупса палӑртасси, вӗсене тав тӑвасси. Фонд проекта Раҫҫейӗн вӗренӳ тата аслӑлӑх министерствипе, хӳтӗлев министертсвипе, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача правине хӳтелекен уполномоченнӑйӗпе тата общество организацийӗсепе, фондсемпе пӗрле пурнӑҫлать. «Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чыслӗҫ. Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп кӗнекине кӑларӗҫ. Унта палла тивӗҫнӗ ҫынсене, вӗсен пурнӑҫӗнчи историсене кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юн парасси — хисеплӗ тивӗҫ Кӑҫалтан пуҫласа хисеплӗ донорсене 11 728 тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ӑна ятарлӑ палла тивӗҫнисем илме пултарӗҫ. Чӑваш Енре 4 011 ҫынна «СССР хисеплӗ донорӗ» тата «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» паллӑпа чысланӑ. Хисеплӗ донор ятне илес тесен юна 40 хутран кая мар, плазмӑна — 60 хутран сахал мар памалла. Ҫак ята кашниех илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хальхи вӑхӑтра медицина чылай вӑйлӑ аталанать. Пӗчӗк виҫепе тата вӑхӑтсӑр ҫуралакансене те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кашни тӑваттӑмӗш ача ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ҫитерейменнине пула вилет иккен. Ку цифрӑна нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ канашлура Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртса хӑварнӑ. Кипкери ачасен вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ пирӗн республикӑра пӗлтӗр 4,8-па танлашнӑ. Ахаль ҫыншӑн ку вӑл уҫӑмлӑ цифрах мар-ха. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫакӑ аван кӑтарту пулнине палӑртать — ҫак енӗпе Чӑваш Ен шӑпӑрлансем вилессипе пӗчӗк цифрӑллӑ виҫӗ регион шутне кӗртнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиникинче пӑралуксӑр ӗҫлекен ультрасасӑллӑ диссектор килсе ҫитнӗ. Килсе ҫитнӗ кӑна мар-ха. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне унпа икӗ операци тума та ӗлкӗрнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хирургинче унтан ирттерекен аппарат тӗнчере те ҫук. Пирӗн республикӑри пульницӑсенчен ӑна пуринчен малтан хута янӑ иккен. Ҫӗнӗ йышши хирурги приборӗ шалти органсен тӗртӗмне асӑрханса уйӑрма май парать. Ультрасасӑ вара тӗртӗмсене массаж та тӑвать, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пур енлӗн сывӑ ҫын ҫук, тӗплӗн тӗрӗслеменисепе кӑна сыввӑн курӑнаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллисем хӑш чух. Халӗ пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, республикӑра та ҫынсене тӗплӗ тӗрӗслесси пырать. Пӗлтӗр, сӑмахран, Чӑвашра 231,4 пин ытларах ҫынна диспансеризаци витӗр кӑларнӑ. Ку процедурӑран пӑрӑнакансем те тупӑннӑ иккен-ха: ун пекксиене 1142 ҫын тесе пӗлтерет республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви. Хӑш-пӗр ӗҫрен пульницӑна ыйтса каясси тем тӑрать те, тен, хайъисен кайма май килмен-ши?.. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн инфекцилле мар чирсемпе аптӑрас хӑрушлӑх 68,3 процентӑн пуррине асӑрханӑ. Ҫав шутран 70 проценчӗ тӗрӗс мар апатланать иккен. Ӳт-пӗве пиҫӗхтерменнисем, хускалма юратманнисем — 26 процент. Юн пусӑмӗ пысӑккисемпе 26 проценчӗ аптӑранине палӑртнӑ, мӑнтӑррисем — 14 процент. Эрех виҫеллӗ ӗҫменнипе те чир-чӗр сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ — Рак чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫав ятпа республикӑри онкологи диспансерӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Тухтӑрсен алӑкӗ ҫав тӗллевпе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен уҫӑ тӑрӗ. Асӑннӑ пульницӑри тухтӑрсем патӗнче консультаци илес текенсен малтан черете ҫырӑнма кирлӗ мар — пырса черет йышӑнмалла. Онколог-врач направлени парсан унтах ультрасасӑ тата рентген тӗрӗслевӗсем ирттерӗҫ. Тухтӑр патне лекес тесен диспансерӑн регистратурине пымалла. Поликлиника Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Тӗрӗсленес текесен паспорт тата полис илме манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ. Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |