Сывлӑх
![]() Республикӑри тухтӑрсем умне тӗллев лартнӑ: ветерансене Ҫӗнтерӳ кунӗччен тӗрӗслемелле, сывлӑхне ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсен бригадисем вӗсем патне киле пыраҫҫӗ. Хӑшне сиплев кирлӗ — пульницӑна илсе каяҫҫӗ. Вӗсене ветерансен госпитальне те вырттараҫҫӗ. Чылай ветерана тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Чи малтанах вӑйлӑ чирлекенсем патне кайнӑ. Республикӑра 20 пин яхӑн ветеран пурӑнать. Диспансеризаци кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен 3 проценчӗ кӑна сывлӑхне ӳпкелет. Госпитальте ҫулсерен 2 пин ытла ҫын сипленет. Унта кашни ветерана сиплес пулсан темиҫе ҫул кирлӗ. Ҫавӑнпа ку ӗҫпе руспубликӑри мӗнпур пульница ӗҫлет. Госпитальте сипленмелли направленисене районсем тӑрӑх салатаҫҫӗ. Вырӑнти тухтӑр вара стационара кама вырттармаллине йышӑнать. Нина Люкшинова вӑрҫӑра медсестра пулнӑ. Халӗ вӑл ав хӑй госпитальте сывлӑхне ҫирӗплетет. Вӑл Сталинград ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. 17-рискер вӑрҫӑ хирӗнче аманнӑ салтаксене сӗтӗрнӗ. Унччен вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи кашни мероприятие хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Халӗ 90-рискер йывӑртарах пулнине пӗлтерет. Тухтӑрсем вара кашни ветерана Ҫӗнтерӳ кунӗнче уява ҫитме пулӑшасшӑн, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Толя Чернов «Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Чӑваш Ен» ПТРК чирӗ ачасене пулӑшать. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Толя Чернов чӗре чирӗпе аптӑрать. Ӑна операци тумалла. Анчах ҫемьен укҫа ҫук. Ӑна ҫынсем пулӑшма пултараҫҫӗ. «5541» номер ҫине ДЕТИ сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ҫеҫ ямалла. Толя чирлӗ ача пек курӑнмасть. Выляма, чупма юратать. Анчах амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача ун чухне шуралса каять, алли сивӗнет. Амӑше ывӑлне ун пек чухне пулӑшма тӑрӑшать. Толя «Хӗрлӗ калпак» юмаха чӑвашла вуласа панине питӗ килӗштерет. Амӑшӗ яланах юнашар. Толя час-часах чирлет. Арҫын ача чӗрепе чирлине ҫуралсанах пӗлнӗ. Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем те ҫакна ҫирӗплетнӗ. Операци тумашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Чир хӑйех иртсе кайма пултарасса пӗлтернӗ. Анчах чир парӑнман. Халӗ операцие пӗр тӑхтамасӑр тумалла. Ӑна патшалӑх укҫипе те тума пулать-ха, анчах черет кӗтмелле. Тольӑн вара вӑхӑт ҫук, тӑхтама юрамасть. Операци валли 213650 тенкӗ кирлӗ. 5541 номер ҫине СМС ямашкӑн 75 тен кӑна, анчах пус ҫумне пус хушсан укҫа пухӑнатех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак кунсенче пирӑн республикӑра «Шура салтак тӳми» уйӑхлӑх пырать. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланнӑскере ӑна Туберкулезпа кӳрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна, вӑл — паян шутланать, халалланӑ. Шӑп та лӑп ҫак кун, 1882 ҫулта Берлинта Роберт Кох тухтӑр хӑрушӑ ҫак чирӗн бациллине тупса палӑртнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пуш уйӑхӗн 24-мӗшне Туберкулезпа кӗрешмлели пӗтӗм тӗнчреи кун тесе йышӑннӑ. Салтак тӳмине элем вырӑнне йышӑнни ӳпке тасалӑхне пӗлтерет. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта вӑл ӗнер пулнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ ҫав кун тепре пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, акан 4, 11, 18-мӗшӗсенче иртмелле. Диспансер Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 4 ҫуртӑн «В» корпусра вырнаҫнӑ. Акан 11-мӗшӗнче Канашри Люксембург урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пульницӑсенче йышӑнӗҫ. Паян ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен «Туберкулез профилактики тата сиплевӗ» хӗрӳ лини те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑматкун Республикӑри кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Чӗре тухтӑрӗсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерес кӑмӑллӑ мӗнпур ҫынна пӑхнине пӗлтереҫҫӗ. Сӗнӳ-канашпа кӑна пулӑшман вӗсем, чӗрене электрокардиограмма туса тата ультрасасӑпа тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен каланӑ меслетпе вӗсем юн тымарӗсене те пӑхнӑ. Шурӑ халатлисем ҫынсене чире шала ярасран епле асӑрханмаллине, чирлисене епле сипленмеллине ӑнлантарнӑ. Юн пусӑмне килте виҫсех тӑмаллине те аса илтернӗ. Тӗрӗс апатланни, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Чӗрепе тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансен холестерин виҫине те тӗрӗслеттерме манмалла мар. Мӑнтӑрланни те сиен кӑна кӳнине шута илсен сивӗтмӗш енне сахалтарах туртӑнмалли куҫкӗрет. Уҫӑ алӑксен кунӗнче 200-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑвашри тухтӑрсене Остесинтезӑн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн ертӳҫи, профессор, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Сергей Сергеев ӗҫлеме вӗрентнӗ. Вӑл Республикӑри клиника пульницин травматологӗсене йывӑр операцисем тума хӑнӑхтарнӑ. Ун пек чухне операции тӑвакан специалист тӗлӗнмелле ӑста пулни кӑна ҫителӗкӗср иккен, анестизиолог-реаниматологсем ыратнине туйми пулакан эмеле тӗплӗн суйлама пӗлнинчен те нумай килет. Травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Федоров пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сергеев профессор остеиосинтеза Gamma-шӑнӑрпа сипленӗ. Шӑмма пациент ытти чире пула хуҫнӑ иккен. Кунсӑр пуҫне вӑл этем инсульт хыҫҫӑнхи операцие тӳссе ирттернӗскер лекнӗ. Апла пулин те профессор операцие ӑнӑҫлӑ ирттерме мйа упррине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, эмелсене тӳлевсӗр илме тивӗҫ ҫынсен списокне чиновниксем тӑснӑ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин пушӑн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, кун валли хыснаран 10 миллиард тенкӗ кирлӗ. Хушупа килӗшӳллӗ, кӑҫал пушӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа эмелсене тӳлевсӗр е ҫур хакпа ҫаксем илме пултараҫҫӗ: Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем, федераци министрӗсем, правительство аппарачӗн ӗҫченӗсем, Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе ӗҫченӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсемпе ӗҫченӗсем, Конституци тата Аслӑ судсен судйисем, Раҫҫейӗн чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ посолӗсем, субъектӑн аслӑ должноҫри ҫынсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ҫумӗнчи Раҫҫей элчисем, Тӗп суйлав комиссийӗн элчисемпе аппаратчикӗсем, ҫынсен правине хӳтӗлекен элче тата унӑн аппарачӗ, Генпрокуратурӑри, Следстви комитетӗнчи, Шут палатинчи аслӑ должноҫсене йышӑнакан ӗҫченсем тата вӗсен ҫемйисем. Ҫавӑн пекех ҫӳлерех асӑннӑ должноҫсенчен пенсие кайнӑ чиновниксем те ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, «Ленинград блокадинче пурӑннӑ ҫынна» паллӑна тивӗҫнисем, Ленинградри госпитальсемпе пульницӑсен ӗҫченӗсем, Чернобыльти радиацие тӳснисем, СССР, РФ Геройӗсем, концлагерьте пулнисем, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫеҫ усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем Крымри санаторисенче реабилитаци витӗр тухма пултарӗҫ. Шкул ачисем те Севастополе кайса паллӑ уйлӑхсенче канӗҫ. Ҫапла Чӑваш Ен Крымпа медицина тытӑмӗнче те килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки Михаил Игнатьев унта ӗҫпе кайсан калаҫнӑ. Крымри медицинӑна халӗ пулӑшу кирлӗ. Унти учрежденисем Раҫҫей стандарчӗсем ҫине куҫаҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен пулӑшма хатӗр. ЧР сывлӑх министрӗ каланӑ тӑрӑх, Крымри специалистсем, тухтӑрсем пирӗн республикӑна килсе кунти опытпа паллашӗҫ. Пирӗннисем Крыма кайса курма та хатӗр. Крымсене Травмотологи, ортопеди, эндопротезировани центрӗ тата Куҫ микрохирургийӗ интереслентерме пуҫланӑ. Трамотологи центрӗнче пӗлтӗр Крымри темиҫе пациент сипленнӗ. Халӗ вӗсем хӑйсем патӗнче те кунашкалли тума шухӑшлаҫҫӗ. Крыма каякан ачасем Севастополь хулипе паллашӗҫ. Герой хула вӗсене патриотлӑх воспитанийӗ пама пулӑшӗ. Халӗ маршрута палӑртса хунӑпа пӗрех ӗнтӗ. Республикӑран пӗрремӗш ушкӑн ҫуркуннехи каникулта кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Марина Сафонеева Улатӑрта пурӑнакан 6 ҫулти Марина Сафонеева сайра тӗл пулакан чирпе аптӑрать. Кун пеккисене «хрусталь ачасем» теҫҫӗ. Унӑн шӑмми час-часах хуҫӑлать, ҫавна май тӑтӑшах гипспа ҫӳреме тивет. Марина питӗ савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ача. Пазл хӑвӑрт пуҫтарать. Выляма юратать. Шел те, унӑн диван ҫинче ҫеҫ куҫса ҫӳреме тивет. Пӗчӗскер ырату мӗнне ҫуралнӑранпах пӗлет. Унӑн шӑммисем амӑшӗн варӗнчех сиенленнӗ. Ҫуралнӑ чухне 8 аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ, 1-мӗш уйӑхрах пӗҫҫине сиенлетнӗ. Пӗчӗк Маринӑн шӑмми мӗн чухлӗ хуҫӑлнине никам та пӗлмест — нумай. Вӑл амӑшӗпе час-часах Мускава сипленме ҫӳрет. Усси пур. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗн ура ҫине пӗрремӗш хут тӑнӑ. Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Марина каллех пӗҫҫине хуҫнӑ. Сколиоз та пуҫланнӑ. Халӗ хӗрача утаймасть, тухтӑрсем операци тума сӗнеҫҫӗ. Пӗчӗк Маринӑна операци тумалла. Клиника сахал ыйтмасть — 900 пин тенкӗ. «Коммерсант» тата rusfond.ru сайт 710 пин тенкӗ пухнӑ. Пӗр компани 140 тенкӗ куҫарса пама шантарнӑ. 50 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ӑна пулӑшас тесен 5541 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ямалла. Хакӗ — 75 тенкӗ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Глаукомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кунпа килӗшӳллӗн Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем иртӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн ҫынсем пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен куҫри юн пусӑмне скрининг мелӗпе тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Пациентсене Хулари 1-мӗш клиника пульницинчи сывлӑх центрӗнче (Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 46-мӗш ҫурт), васкавлӑ медпулӑшу пульницин сывлӑх центрӗнче (Университет урамӗ, 24-мӗш ҫурт), Хулари П.М.Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче (К.Иванов урамӗ, 14-мӗш ҫурт) йышӑнаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Республикӑри клиника офтальмологи пульницинче те (Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) тӗрӗсленме пулать. ЧР Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кунсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӗрӗсленме пулать. Уҫӑ алӑксен кунне глаукомӑна тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. 51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма, тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре мобильлӗ маммографи комплексӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкар районӗнче. Унти ҫынсем нарӑсӑн 26-мӗшӗччен тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Маммографи комплексӗнче 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем тӗрӗсленеҫҫӗ. Усал шыҫӑ пирки иккӗленӳ ҫуралсан вӗсене Республикӑри онкологи диспансерне яраҫҫӗ. Маммографи комплексӗнче тӗрӗсленес тесен малтан ФАП фельдшерӗ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ е участковӑй специалист патӗнче ҫырӑнмалла. ЧР Сывлӑх министерстви 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен ҫулсерен маммографи тӗрӗслевӗ витӗр тухмаллине аса илтерет. Ку ӗҫ 10 минута ҫеҫ тӑсӑлать. Унтан маммографи комплексӗ Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пулӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, маммографи комплексӗ пур района та ҫитме палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл районсенче ҫулла варриччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |