Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене кӑҫал та тӑвасшӑн. малалла аталантарасшӑн. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Светлана Ананьева кӑҫал 25 ФАП уҫмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна та палӑртмалла: 2013 ҫултанпа пурӗ 128 ФАП ҫӗнӗрен хӑпартса лартнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара республикӑри кашни тӑваттӑмӗш фельдшер пунктне ҫӗнетнӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтерер, 46 ФАПра фельдшер ҫукчӗ. Вӑрнар районӗнче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Владимир Викторов министр коллегинче каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче «Мобильлӗ фельдшер» пилот проекчӗ ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пысӑк предприятисен хай вӑхӑтӗнче поликлиникӑсем пулнӑ-ха. Самани улшӑнса кайсан вӗсем хупӑнса пӗтнӗ. Унччен ӗҫленӗ сывлӑх пункчӗсем те паян пур ҫӗрте те ҫук. В.И. Чапаев ячӗллӗ савутра сывлӑх пунктне вара яланах ӗҫлеттернӗ. Талӑкӗпех ӗҫлекен предприятире ун пекки кирлине шута илсе тытса тӑнӑ ҫав пӳлӗмпех ҫырлахман, халӗ унта поликлиника уҫнӑ. Тухтӑрсем патне савут ӗҫченӗсем йӑпӑр-япӑр каяҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телекуравӗпе радиовӗн журналисчӗсем вырӑна тухсах паллашнӑ. «Хама начар туйрӑм та сывлӑх пунктне килтӗм», — каласа кӑтартнӑ журналистсене Владимир Порфирьев транспортировщик. Тепри юн пусӑмӗ хӑпарса кайнипе пулӑшу ыйтма пынӑ. Чирлӗ ҫынна эмел ӗҫтернӗ хыҫҫӑн виҫӗ кунлӑха пульница хучӗ ҫырса панӑ. Савутри поликлиникӑра фельдшерсем те, терапевтсем те, профпатолог та пур. Шупашкарти клиника пульницинчи тухтӑрсем те унта пырса ҫӳрӗҫ. Поликлиникӑра стоматологи пӳлӗмӗ уҫнишӗн те савут ӗҫченӗсем савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Сывлӑх
Пӗр хаҫатра нимӗҫ халӑхӗн паллӑ врачӗ ҫинчен интереслӗ информаци пичетленчӗ. Гомотоксикологи никӗслевҫи Ганс Рекович врач 1955 ҫултах организм шлаксемпе тулса ларнин теорине хатӗрленӗ иккен. Вӑл ҫав пулӑмӑн ултӑ стадине кӑларнӑ: 1-мӗш стади — хӑвна вӗҫӗмсӗр е час-часах ывӑннӑ пек туйни; 2-мӗш стади — пуҫ тата сыпӑсем ыраткаланине туйни; 3-мӗш стади — инфекци чирӗсем сырӑнма пуҫлани, час-часах шӑнса чирлени, дисбактериоз, артритсем, простатит тата ыт. те; 4-мӗш стади — ӳт ҫине ӳссе ларнӑ хӑрушӑ мар япаласем: паппиломӑсем, кератомӑсем, кистасем, полипсем, аденомӑсем; 5-мӗш стади — эндокрин тата нерв тытӑмӗсен ӗҫӗ пӑсӑлни, катаракта, глаукома, инфарктсем, инсультсем; 6-мӗш стади — иммунитет вӑйлӑ чакни, усал шыҫӑсем. Пысӑк шайлӑ врачсем шухӑшӗпе кашни чирӗн мӗнле те пулин сӑлтав пур иккен тата нумай чирсен сӑлтавӗ — организм шлаксемпе вараланни, тулса ларни. Анчах организма сиенлӗ япаласенчен тасатас вырӑнне хӑшпӗр ҫынсем таблеткӑсем нумай ӗҫеҫҫӗ пулас — хӑвӑрт сывалмӑпӑр-ши тесе. Ку шухӑшсене мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? |
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне пациента паян вертолетпа илсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки халиччен Чӑвашра пулман. Вертолетпа килнӗ ҫын Хусанти клиники пульницинче сипленнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут иртнӗ. Пулӑшу кирлӗ арҫыннӑн ҫурӑм шӑммин мӑй патӗнчи пайӗ аманнӑ. Пациента санитари вертолечӗпе илсе килнине Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ ырланӑ, хӑш-пӗр сурансене вӑхӑтра пулӑшу кӳни питӗ паха пулнине каланӑ. Хусанти пациента кӗтсе илме Чӑваш енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Енсем мӗнле калаҫса татӑлнине пӗлместпӗр те, анчах республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Викторов «Русские Вертолетные Системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) компанин пайташӗпе Альберт Галиаскаровпа тӗл пулнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем «Санитари авиацине атаоантарасси» проекта сӳтсе явнӑ. Раҫҫейӗн 34 субъектӗнче пурнӑҫа кӗрекен проект ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлавне хальхи вӑхӑтри шая кӑларасса шанаҫҫӗ. Санитари авиацийӗ хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн 34 регионӗнче, ҫав шутра Инҫет Хӗвелтухӑҫрисенче (Хабаровск тата Камчатка крайӗсенче, Амур тата Магадан облаҫӗсенче, Якут Республикинче, Чукотка автономи округӗнче), пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи кадр ыйтӑвне ҫитес ик-виҫ ҫулта татса пама ӗмӗтленеҫҫӗ. Отрасльти ӗмӗт-шухӑшпа, малашлӑх плансемпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче Владимир Викторов министр паллаштарнӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Владимир Викторов кадрсен ыйтӑвне ҫитес 2-3 ҫулта татса парасшӑннине каланӑ. Хальлӗхе алла яхӑн ФАПра специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Вӑрнар районӗнче вӑл енчен лару-тӑру уйрӑмах йывӑр. Унта «Мобильлӗ фельдшер» проект ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Вӑл муниципалитетра пуҫламӑш звенори кадр ыйтӑвне татма пулӑшмалла. «Тухтӑрсене турттарма транспорт пур», — тенӗ Владимир Викторов министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пульница ыйтӑвне Пӑрачкавра сӳтсе явни Пӑрачкав район пульницине ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗмӗрле районӗнчипе пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, куншӑн пациентсем шар курмӗҫ. Унтан та ытларах — вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси лайӑхланӗ, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тӗрӗслӗҫ. Икӗ пульницӑна пӗрлештерес ыйтӑва ӗнер Пӑрачкав район администрацийӗн ларусен залне пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫынсем ыйту сахал мар панӑ. Вӗсемпе тӗл пулма кайнӑ республикӑн сывлӑх сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та, ыттисем те лӑплантарнӑ, пулӑшу пахалӑхӗ чакмассине шантарнӑ. Тӗп улшӑну Пӑрачкаври пульницӑн тӳри-шарине пырса тивет тенипе килӗшмелле. Сиплев учрежденийӗсене пӗрлештерсен вӗсен йышне чакарӗҫ. Ҫынсене вара малтанхиллех йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӗнӗ поликлиника хута яраҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма тытӑннӑ. Строительство лапамне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫитнӗ. Вӑл ӗҫ планӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ поликлиникӑра 4 тата 5 хут пулать. Унта васкавлӑ пулӑшу, врач умӗнхи пулӑшу, специалистсен уйрӑмӗн, функционаллӑ диагностика уйрӑмӗн тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех гинекологи, сиплев уйрӑмӗсем, кӑнтӑрлахи стационар, хӗрарӑмсен консультацийӗ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче медицинӑпа экономика канашӗн черетлӗ, иккӗмӗш, ларӑвӗ иртнӗ. Ку орган ҫак ведомствӑра ҫӗнӗ. Ӑна Владимир Викторов министра ларнӑ хыҫҫӑн вӑл пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ҫӗнӗлӗхе министерствӑрисем консультаципе канаш органӗ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл республикӑра сывлӑх сыхлавне аталантарас ҫул-йӗре палӑртмалли орган шутланать. Паянхи канашлӑва Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев хутшӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент ыйтӑвне халалланӑ ыйтӑва хускатнӑ май ертӳҫӗсен пӗлӳ шайӗ хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫлӗ пулмалли пирки калаҫнӑ. Ҫакна шута илсе республикӑн сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен аслӑ звенори кадрсене «Менеджмент в здравоохранении» (чӑв. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент) программӑпа вӗрентме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ҫулсенче ҫынсен сывлӑхне диспансеризаци ирттерсех тӗрӗслеме пуҫларӗҫ. Ҫапла туни чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӗрӗсленӗ 126 пин ытла ҫынран 219-шӗн усал шыҫӑ пуррине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 70 проценчӗн йывӑр ҫак амак I-II стадире иккен. Кун пек чире вӑхӑтра тупса палӑртсан чире ӑнӑҫлӑ сиплес шанчӑк самай пысӑккине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Диспансеризаци тухнисенчен 60 проценчӗ апат тӗрӗс мар ҫинине палӑртнӑ. Халӑхӑн 45,1 проценчӗ шыҫӑнса кайнӑ. Артери пусӑмӗпе 32,7 проценчӗ асапланать. Йӑпӑр-япӑр хускану туманни те ҫынна сиен кӳрет: кун пеккисем — кашни пиллӗкмӗш ҫын. Гиперкликемипе халӑхӑн 8,5 проценчӗ аптӑрать, 7,6% пирус туртать, 2,5% эрехпе айкашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |