Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура ҫул-йӗр ҫинчи инкексем пирки те калаҫнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов унта каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкексенчен самайӑшӗнче ҫынсем васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем ҫитиччен вилеҫҫӗ. Ку вӑл «03» тытӑм майӗпен ҫӳренипе е машина ҫула кая юлса тухнипе ҫыхӑнман. Аварисем йывӑртан этем пурнӑҫӗ инкек вырӑнӗнчех татӑлать. Ҫапах та лӑплантаракан цифра та илсе панӑ министр: ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шучӗ кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 23,3 процент чакнӑ. Тата тепӗр цифра та палӑртнӑ: 100 пин ҫын пуҫне вӑтамран 10,2-ӗн леш тӗнчене ӑсаннӑ. Сӑмах май, пӗрремӗш пулӑшу кӳме ҫул-йӗр инспекторӗсене те вӗрентеҫҫӗ иккен. Владимир Викторов пульницӑна илсе ҫитернисенчен йывӑр суранланнӑ 230 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ. Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем. Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла. Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ. Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канаш районӗнчи икӗ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ. Калининри тата Сухайкассинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. ФАПсене кунта питӗ хӑвӑрт ҫӗклесе лартнӑ. Вӗсене кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫеҫ хута яма тытӑннӑ. Кӗҫех кунашкал савӑнӑҫ Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫитӗ. Кӑштахран унта та ҫӗнӗ ФАП уҫма палӑртнӑ. Сӑмах май, юлашки виҫӗ ҫулта Канаш районӗнче республикӑра пурнӑҫланакан тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 12 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ку – хальхисене, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнисене, шутламасӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтарту пӗрре те лӑплантармасть: ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 12,9 процент ӳснӗ. Кун пирки ВИЧ профилактики енӗпе иртнӗ канашлура ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 100 пин ҫын пуҫне 13,34-пе танлашнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 22,4-па танлашнӑ. Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ виҫӗ ҫул ӳссе пырать ӗнтӗ. Ҫапах пирӗн регион ку чир кӑтартӑвӗпе малтисен йышне кӗмест. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ВИЧ-инфекциллисен 57 проценчӗ – арҫынсем. Юлашки ҫулсенче ку чир аслӑраххисене ерет. Ҫак ушкӑна 30-39 ҫулсенчисем тата аслӑраххисем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кураври самант Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли. Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне вӗсем пациентсем пирки планшет урлӑ хыпар илӗҫ. Планшетсем васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене кӑҫалхи ака уйӑхӗнче килме пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫне пӗтӗм подстанцие ҫак хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсене ятарласа унпа усӑ курма вӗрентеҫҫӗ. Гаджетсем информацие онлайн-мелпе илме май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗске маршрут суйлама пулӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе кунашкал мелпе Мускаври, Питӗрти, Тутарстанри, Сарӑту облаҫӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсем усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ. Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн. Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ. Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать. Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ. Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |