Политика
![]() Итлемен пуҫлӑхсене Юрий Васильева итлеттерме ыйтнӑ Ку пӑтӑрмах Чӑваш Енӗн улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ вӑхӑтӗнче ӗнер пулса иртнӗ. Сесси пынӑ вӑхӑтра, кун йӗркинчи тӗп ыйтусене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн депутатсене сӑмах парсан, трибуна умне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков тухнӑ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем харӑс тӑрса тухса утнӑ. Ҫак самантра ҫӗнӗ спикер Валерий Филимонов сӑмах та шарламан. Оппозици шутланакан маларах асӑннӑ ҫав парти пайташӗ Сергей Семенов кӑна Игорь Моляков политика хӳтӗлесе сӑмах илнӗ. Вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильевич ячӗпе чӗнсе каланӑ май ҫынсене партие кура уйӑрмалла маррине, пурте социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татасшӑн ҫуннине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Бадаева республикӑн ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа Чӑваш парламенчӗн спикерӗ пулма Патшалӑх Канашӗн сессийнче паян Валерий Филимонова суйланине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха. «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ ҫак ҫынпа калаҫма-хутшӑнма тивнисем ун пирки ыррине кӑна каланине палӑртмалла. Анчах хальхинче сӑмахӑмӑр ун пирки мар. Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессине, спикера суйличчен, ҫулпа чи аслӑ депутата ертсе пыма шанаҫҫӗ. Ҫапла ку чыса 70 ҫулхи Елена Бадаева, вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать, тивӗҫрӗ. Анчах парламент ертӳҫине палӑртмалли сасӑлав процедуринче вӑл кӑштах пӑтрашӑнса илнине пула сасӑлава икӗ хутчен ирттерчӗ. Спикер пулма сӗннӗ пӗртен-пӗр кандидатшӑн, Валерий Филимоновшӑн, пӗрремӗш хутӗнче 37-ӗн сасӑларӗҫ, иккӗмӗшӗнче — хӗрӗхӗн. |
Политика
![]() Надежда Прокопьева текех министр мар Паян Чӑваш Енӗн юстици министрне Надежда Прокопьевана ӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчи ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫынна Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче парламентӑн Аппаратне ертсе пыма шаннӑ. Апла пулсан, эпир маларах пӗлтернӗ пекех пулса тухрӗ. Надежда Прокопьева Мускаври Ломоносов ячӗллӗ аслӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине 1987 ҫулта ваккатран тытӑннӑ. Росреестр тытӑмӗнче, РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗнче те тӑрӑшнӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Аппарат ертӳҫинче самай ӗҫленӗ 64 ҫулхи Анатолий Ухтияров пурне те тав туса сывпуллашнӑ май алӑ усса лармассине, урӑх ӗҫре тӑрӑшма кӑмӑл пуррине палӑртрӗ. Валерий Филимонов спикер ӑна парламентра яланах хапӑл пулассине ӗнентерчӗ. Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумне Ирина Семенована лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев тата Юрий васильев (сылтӑмри) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче Элтепер Администрацийӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫав тытӑмра ӗҫлекен Юрий Васильева ҫирӗплетнӗ. Юрий Егорович ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗнче — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать. Юрий Васильева элчӗне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва регион ертӳҫи Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. 134-мӗш номерлӗ ҫав хушӑвӑн иккӗмӗш пунктӗнче 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 148-мӗш номерлӗ хушӑва пӑрахӑҫлассине каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн юстици министрӗ Надежда Прокопьева парламентра текех элчӗ пулмӗ. Сӑмах май каласан, Надежда Прокопьева республикӑн Патшалӑх Канашне куҫасси пирки сӑмах ҫӳрет. Унта вӑл парламентӑн Аппарачӗн ертӳҫи пулать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Валерий Филимонов Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ иртет. Унти чи пӗлтерӗшлӗ те кӑсӑклӑ ыйтусенчен пӗри спикера суйласси пулчӗ. Парламента ертсе пыма Валерий Филимонова лартма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паян ку должноҫе ӑна шанса пачӗҫ. Спикер кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков унчченхи созыври ертӳҫӗнех, Юрий Поповах, хӑварма сӗнчӗ те, анчах Ю. Попов хӑйӗн кандидатурине илессине, унччен ку должноҫе ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗннине, анчах вӑл килӗшменнине палӑртрӗ. Ҫапла вара депутатсенчен хӗрӗхӗшӗ спикер пулма сӗннӗ пӗртен пӗр кандидатшӑн, республикӑри «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗшӗн Валерий Филимоновшӑн, сасӑларӗ. |
Политика
![]() Юрий Кручинин Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов малашне ку тивӗҫе пурнӑҫламассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Вячеслав Викторович шӑпӑрлансемшӗн чупса ҫӳресе ывӑннишӗн мар, республикӑн Патшалӑх Канашне депутата суйланнишӗн пӗчӗккисен хӳтӗлевҫин пуканне пушатӗ. Чӑваш Енӗн правительствинче паян иртнӗ канашлура Михаил Игнатьев ачасене Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй та хӳтте илейрессине палӑртнӑ. Ҫӗршывра Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтерес юхӑм пур иккен. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырни тӑрӑх хакласан, пирӗн патра ҫак икӗ хӳтӗлевҫӗ аппаратне пӗрлештерес шухӑш сисӗнет. Этем правине хӳтӗлессипе хальхи вӑхӑтра Юрий Кручинин ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Филимонов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йыхравӗн вӑхӑтӗнче спикера Валерий Филимонова лартма пултараҫҫӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва ыран, Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче, тӑвӗҫ. Валерий Филимонов кандидатури пирки унта-кунта вӑрттӑн калаҫнинчен тухнӑ сӑмах мар. Республикӑри «Фармация» предприяти пуҫлӑхне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн паянхи пухӑвӗнче спикера сӗнме йышӑннӑ. Унӑн ҫумӗсем пулма парти пайташӗсем унчченхи созывра та ҫав должноҫе йышӑннӑ Николай Малова тата Республикӑн Тариф службин ертӳҫине Альбина Егорована сӗннӗ. Комитетсен ертӳҫисене те парти пайташӗсем хӑйсен хушшинче палӑртнӑ. Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекеннине малтанхи йыхравра та ҫав комитета ертсе пынӑ Николай Малова сӗннӗ, хысна енӗпе ӗҫлекеннине — Альбина Егорована, социаллӑ ыйтусемпе — Вячеслав Рафинова, экономика политикипе тата АПКпа — Сергей Павлова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Унта пӗр депутатӑн полномочине вӑхӑт ҫитиччен пӗтерме, теприне «халӑх тарҫин» удостоверенине тыттарма йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Пӗрлехи суйлав кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, регионсенчи саккунсем йышӑнакан влаҫа (Тӗрлӗ регионта ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку органа Патшалӑх Канашӗ теҫҫӗ) тата вырӑнти хайтытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйларӗҫ. Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ Леонид Васильев Сиявӑри 7-мӗш округпа суйланнӑ Ирина Дубинкинӑна депутат пулнине ӗнентерекен хут тыттарнӑ. Ряпинӑри 5-мӗш округпа депутата унччен суйланнӑ Василий Новичкова полномочисӗр хӑварнӑ. В. Новичков тӗлӗшпе мӗншӗн апла йышӑннине район администрацийӗн сайтӗнчи пысӑках мар хыпарта асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Коршунов Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнӗ. Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланчӗ. Депутатсен вара патшалӑх службинчи вырӑнта ларма юрамасть. Александр Коршунова министрӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассине паян республика Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Александр Коршунов Агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пырать. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче те ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ Сергей Павлов та вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сулахайри Вячеслав Рафинов Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов малашне ку тивӗҫе пурнӑҫламӗ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма суйланӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцине ертсе пыма шаннӑ. Ку йышӑнӑва парти пайташӗсем авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ йӗркелӳ ларӑвӗнче татса панӑ. Фракци ертӳҫине палӑртмалли сасӑлава вӑрттӑн ирттернӗ. Унта Вячеслав Рафиновшӑн ытларах сасӑ пухӑннӑ. Ӑна фракцире пулӑшса пыма Ҫӗнӗ Шупашкар округӗпе депутата суйланнӑ Сергей Михеева шаннӑ. Депутата суйланнӑ Вячеслав Викторович унччен йышӑннӑ пукан — Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй — патшалӑх должноҫӗ шутланать. Депутата саккун патшалӑх службинче ӗҫлеме ирӗк памасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |