Политика
![]() Олег Николаев Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе РФ Патшалӑх Думине суйламалли кандидатсем хушшинче (тата тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен иккӗшӗн: Анатолий Аксаков тата Александр Капитонов — хушшинче) хӗрӳ тупӑшу пынине РФ Тӗп суйлав комиссийӗн сайчӗ урлӑ суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем кӗҫӗр ҫӗрӗпех сӑнаса тӑчӗҫ пулӗ. «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) фирмӑн пуҫлӑхӗ Александр Капитонов — «Партия роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) парти пайташӗ, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин. Суйлавҫӑсенчен ытларахӑшӗ ҫапах та Анатолий Аксакова РФ Патшалӑх Думине суйланма тивӗҫ тесе шухӑшларӗҫ. Вӑл пӗр мандатлӑ округпа мала тухса республика интересне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тепӗр пайташӗ те РФ Патшалӑх Думине лекнӗ. Ку вӑл — парти списокӗпе суйлава тухнӑ Олег Николаев. Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗнче асӑннӑ партирен виҫӗ депутат пулӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Игорь Моляков тата Сергей Семенов тепӗр созывра та чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пулса юлӗҫ. Маларах асӑннӑ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думине кайнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма ун вырӑнне кама шанассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. |
Политика
![]() Шупашкарта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла валли вырӑн пур-ха. Эпир «Яблоко» ( чӑв. Панулми) парти пирки калатпӑр. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ парти агитаци валли куб евӗрлӗ каркассем усӑ курать. Сӑмах май каласан, ун пеккине республикӑри ҫӗрулми «баронӗ», вӑл «Слава картофелю» хуҫалӑха ертсе пырать, Александр Капитонов та усӑ курать. «ПАРТИЯ РОСТА» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи те суйлава хутшӑнать. Вӑл та Шупашкарти МТВ чарӑнура паян ирпе куб евӗр реклама вырнаҫтарнӑччӗ. Маларах каланӑ «Панулми» активисчӗ куба кунсерен урӑх вырӑна куҫарса ҫӳренине пӗлтернӗ. Вӗсен ун пекки икӗ баннер-мӗн. Суйлав умӗнхи рекламӑна вырнаҫтарма асӑннӑ парти ыйтнине хула администрацийӗ ырламан имӗш, ҫавӑнпа Шалти ӗҫсен министерствине ҫырупа ҫитнӗ. Унтисен хуравӗн копине парти агитаторӗсем пӗрлех чиксе ҫӳреҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Артемьев коммунист Олег Николаева майлӑ 9-мӗш номерлӗ суйлав округӗпе Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланма кандидата тӑнӑ Николай Артемьев коммунист суйлава хутшӑнмассине пӗлтернӗ. Хӑйӗн кандидатурине вӑл «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пайташӗшӗн Олег Николаевшӑн илнине пӗлтернӗ. Николай Артемьев коммунист хӑйне шанакансене Олег Николаева суйлама чӗнсе каланӑ. Коммунист хӑйӗн кандидатурине илнӗ хыҫҫӑн кӗрешӳ кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен вӑл округра харӑсах икӗ партин республикӑри уйрӑмӗсен ертӳҫисен тупӑшма тивет. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин тӗп конкуренчӗ «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак икӗ кандидатсӑр пуҫне унти округпа списокра либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Ольга Угабаева пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑвашра суйлав пирки нумай калаҫнӑ. Ҫакна «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд асӑрханӑ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен, хӑйне никама пӑхӑнман, коммерцилле мар организаци тесе пӗлтерекен фонд регионсенчи иртнӗ уйӑхри социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхне тишкернӗ май кӗпӗрнаттӑрсем (Чӑваш Енре — Элтепер) суйлав кампанине епле хутшӑннине те сӑнанӑ. Федераци шайӗнче пӗр тӗрлӗ каланӑ вӑхӑтрах вырӑнсенче пуҫлӑхсем тӗрлӗрен тытни сисӗннӗ. Самар облаҫне ертсе пыракан Николай Меркушкина тата Липец облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Олег Королева фонд эксцентристла каланипе палӑрнӑ тесе хаклать. Чулхула облаҫӗн ертӳҫи Валерий Шанцев тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) пайташӗсене тапӑнса калаҫнӑ. Михаил Игнатьев «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗсемпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мероприятисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗмӗпе хӑпартса лартнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне уҫма, республика правительствин ларӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хутшӑннине, республикӑн Тӗп суйлав комиссине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумне тата Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине лартнине асӑнса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре суйлав епле иртнине пӑхса тӑма Мускавран офицерсен десанчӗ килсе ҫитнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Суйлав саккунӗсене пӑсни пирки шалти ӗҫсен органӗсене ҫӑхавласси Чӑваш Енре ытла та йышлӑ-мӗн. Ҫавна курах Мускаврисем кунтисем хӑйсен вӑйӗпе йӗрке туса ҫитереймеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ-ши — ҫӗршывӑн тӗп хулинченех йӗрке хуралҫисене ярса панӑ. «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) юхӑм йӗркеленӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви нихӑш партинне те, сӑвӑн пекех уйрӑм ҫыннӑнне те правине пӑсма парас маррине ӗнентернӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайташӗсене регионсене ярса пани пирки каласан, кун пек чыса (те кавычкӑра каласан тӗрӗсрех пулатчӗ ӗнтӗ) ҫӗршывӑн ултӑ регионне кӑна ӑсатнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав тематикипе Патӑрьелте суйлав иртет Патӑрьел районӗнче «На выборы — с родителями» (чӑв. Суйлава атте-аннепе) конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна йӗркеленин тӗллевӗсенчен пӗри авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен суйлава хастаррӑн хутшӑнтарасси тенӗ. Конкурса 1—11-мӗш классенче вӗренекенсем кӑна мар, 18—35 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑнайӗҫ. Ҫула кура конкурсҫӑсене тӑватӑ ушкӑна пайлӗҫ: 1—4-мӗш классенче вӗренекенсем, 5—8-мӗшне ҫӳрекенсем, 9—11-мӗш класра ӑс пухакансем тата 18—35 ҫулсенчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ. 1—4-мӗш класра вӗренекенсем валли «На выборы – с родителями!» (чӑв. Суйлава — атте-аннепе!) номинаци хатӗрленӗ. 5—8-мӗш классенче вӗренекенсем «Как я ходил на выборы с родителями» (чӑв. Эпӗ атте-аннепе суйлава кайни ҫинчен) ятпа сочинени ҫырӗҫ. 9—11-мӗш классене ҫӳрекенсен ӗҫне «На выборы – с родителями!» (чӑв. Суйлава — атте-аннепе) фото ӳкерӗнни тӑрӑх (ют чӗлхери сӑмахпа кӑна селфи теҫҫӗ) хаклӗҫ. 18-тан пуҫласа 35 ҫул таранхисен ӗҫсене «Выборы – это модно!» (чӑв. Суйлав — ку вӑл модӑлла) темӑпа информаци буклечӗ хатӗрлемелле. Конкурс ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран районти Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлеме тытӑннӑ. Call-центра республикӑри общество палатин ҫумӗнче хута янӑ. «Хӗрӳ линин» хӑтлавне Наци вулавӑшӗнче ирттернӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн Председателӗ Александр Цветков кунашкал центр пӗлтӗр республика Элтеперне суйланӑ чухне те ӗҫленине палӑртнӑ. Ку енӗпе Раҫҫейри 26 субъект хушшинче Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑн пулнӑ. Ҫӗршывӗпе унта килнӗ 1000 ыйтуран 168-шӗ Чӑваш Енри ҫынсенчен пулнӑ. Кӑҫал «хӗрӳ лини» ӗҫченӗсем заявкӑсемпе ыйтусене пӑхса тухма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. 62-35-86 номерпе шӑнкӑравласан специалистсем кирек мӗнле ыйтӑва та хуравлӗҫ. Суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснине те ҫак номерпех пӗлтерме пулать. Лини ун чухне талӑкӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫин Александр Цветковӑн паянхи пресс-конференцийӗнче «Ютуб» видеохостинг виҫӗмкун Канаш районӗнчи Шӑхасанти 2717-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗн пайташӗн Наталия Васильевӑн видеомелпе чӗнсе каланине вырнаҫтарнине, унта вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки асӑнса кайнине ӗнер эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта хӗрарӑм суйлав комиссийӗсен пайташӗсен суйлав саккунне пӑхӑнмалла тесе шухӑшланӑ май Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫинчен Элла Памфиловӑран пулӑшу ыйтать. Видеора чӗнсе каланинче асӑннӑ фактсене тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков Канаш районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн ертӳҫи Лия Арсентьева ячӗпе ыйтса ҫырнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Паян Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Унта эпир калакан видеочӗнӳ пирки те сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫин шучӗпе участокри комиссисем саккунпа килӗшӳллӗ ӗҫлеҫҫӗ. Суйлав комиссийӗн пайташӗ каланинче хӑрушши нимех те ҫук, пӗр япаланах кашни тӗрлӗрен ӑнланма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ютуб» видеохостинг виҫӗмкун Канаш районӗнчи Шӑхасанти 2717-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗн пайташӗн Наталия Васильевӑн видеомелпе чӗнсе каланине вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки асӑнса кайнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче суйлав комисси пайташӗсене ӗҫпе ҫыхӑннӑ канашлӑва чӗннӗ. Ҫавӑнта комисси пайташӗсене яваплӑ ҫуртсене пайласа панӑ, открепительнӑй удостоверени патне пымаллисен списокне те тыттарнине калать вӑл. Килсерен ҫӳресси суйлав комиссийӗн пайташӗн тивӗҫӗ мар тесе шухӑшлать Наталия Васильева. Раҫҫейри партисенчен пӗрин (ятне кунта асӑнмӑпӑр) мӗн чухлӗ сасӑ пухмаллине те каласа хунине пӗлтерет ҫав хӗрарӑм. Суйлав комиссийӗсен пайташӗсен суйлав саккунне пӑхӑнмалла тесе шухӑшланӑ май хӗрарӑм Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫинчен Элла Памфиловӑран пулӑшу ыйтать. Видеора чӗнсе каланинче асӑннӑ фактсене тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ӗнер Канаш районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн ертӳҫи Лия Арсентьева ячӗпе ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш чиновникӗсем валли этика кодексне хатӗрленӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн тепӗр ҫурринчен вӑя кӗрӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Этика кодексӗнче мӗн палӑртнӑ-ха? Унта ҫакнашкал пунктсем пур: 1. Граждан служащийӗсем ахаль ҫынсен тата юридици сӑпачӗсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе объективлӑ пулмалла. 2. Профессионал шайӗнче ӗҫлемелле. 3. Влаҫ ятне варалакан конфликтлӑ лару-тӑруран пӑрӑнмалла. 4. МИХсен ӗҫне хисеплемелле. 5. Ют ҫӗршывсенчи банксенче счет пулмалла мар. 6. Халӑх умӗнче калаҫнӑ чухне вӑл е ку тавар хакне ют ҫӗршыв валютипе асӑнмалла мар. 7. Тупӑш пирки вӑхӑтра пӗлтермелле. Ку мӑшӑра та пырса тивет. 8. Коррупци пирки Элтепере пӗлтермелле. 9. Усал сӑмахсенчен, тӳрккеслӗхрен пӑрӑнмалла, халӑхпа калаҫнӑ чухне пирус туртма юрамасть. 10. Профессионализм тӗслӗхӗ пулмалла. Ку – тулли список мар-ха. Ҫаксене пӑхӑнмасан Элтепер шанӑҫӗнчен тухнипе ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |