Политика
![]() Укҫа тӑвас тесе спирт та сутаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ. Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен. Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум. Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ. Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав иртсе кайрӗ. РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Леонид Черкесовпа Анатолий Аксаков каясси пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче вырӑнсене епле пайланӑ? Вӑл е ку партирен миҫе депутат пулӗ унта? Хальлӗхе списока ҫирӗплетмен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен 36 депутат пулӗ. КПРФ парти валли Патшалӑх Канашӗнче 3 вырӑн уйӑрнӑ. ЛДПР валли те ҫавӑн чухлех вырӑн пулӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен унта 2 депутат пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӑп суйлав комиссийӗ лару ирттерет Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫӗнӗ созывне унчченхи партисемех лекнӗ. Кун пирки республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнерхи ларура пӗлтернӗ. Ҫурлан 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче чӑваш парламентӗнчи мандатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ, либерал-демократсен партийӗ тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем хушшинче пайлассине пӗлтернӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче, аса илтеретпӗр, 22 мандата пӗр мандатлӑ суйлав округӗсемпе суйланнисем йышӑнӗҫ. Тепӗр 22-шне — парти списокӗпе ҫӗнтернисем. Парти списокӗнчисенчен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине 14 мандат лекӗ, коммунистсемпе либерал-демократсене — виҫшер, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫее» — иккӗ. Маларах эпир РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков хӑйсен партийӗнчен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне виҫҫӗн лекессине шаннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Вадим Николаев (сылтӑмри) «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри политика канашӗн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗнче Вадим Николаевах хӑварасшӑн. Ӑна вӗсем республикӑн Патшалӑх Канашӗнчен унта ҫирӗплетесшӗн. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем хӑйсен пухӑвӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче фракци йӗркелес тата РФ Федераци Канашне ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сенатора сӗнес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Аса илтерер, унччен Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен Вадим Николаев тата республикӑн экс-президенчӗ Николай Федоров, вӑл вице-спикер, пулнӑччӗ. Сенаторсенчен Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнӑ. Суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ тӑрӑх (татӑклӑ пӗтӗмлетӗве Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ҫак эрнери эрнекун тума палӑртать) ытларах сасӑ пухнисем хушшинче — Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Олег Николаев тата Анатолий Аксаков. Паянхи курнӑҫӑва Анатолий Акасаков хутшӑнайман иккен, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра. Чӑваш Ен Элтеперӗ суйлава саккунпа килӗшӳллӗ, уҫӑмлӑ, конкурентлӑ майпа иртнӗ тесе палӑртса хӑварнӑ. Суйлав компанийӗнче мала тухнисене Михаил Игнатьев конструктивлӑ ҫыхӑну тытма, вӑй-хала республика тата республика халӑхӗн ырлӑхӗшӗн пӗрлештерме чӗнсе каланӑ. Тӗлпулӑва республикӑри ытти тӳре-шарапа депутат та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Черкесов Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кам кайӗ? Сулава пӗтӗмлетнӗ. Кремльте пирӗн республикӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи Леонид Черкесов хӳтӗлӗҫ. Тӗп суйлав комиссийӗн пӗр пӳлӗмӗнче 12 ҫын пухӑнса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пулса Патшалӑх Думине каякан депутатсене ҫирӗплетнӗ. Канашри пӗр мандатлӑ округра Анатолий Аксаковшӑн 84920 ҫын сасӑланӑ. Ку 29,9 процентпа танлашать. Шупашкарта суйлавра Леонид Черкесов мала тухнӑ. Уншӑн 125456 ҫын сасӑ панӑ. Ку — 46,77 процент. Каласа хӑварас пулать, вӗсемсӗр пуҫне парти списокӗпе Патшалӑх Думинче пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов, Олег Николаев тата Алена Аршинова кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти 2063-мӗш суйлав участокӗнче Илья Иванов суйлав бюллетенне чӑвашла пама ыйтнӑ. Конституцири «Чӑваш Республикинчи чӗлхе саккунӗ пирки» 8-мӗш статьяпа килӗшӳллӗн, пирӗн республикӑра вырӑс тата чӑваш чӗлхисем патшалӑх чӗлхисем шутланаҫҫӗ. Анчах 4 бюллетеньрен 2-шӗнче ҫеҫ пуҫламӑшӗнчине чӑвашла ҫырнӑ. Ҫавӑнпа Илле Иванов тӑваттӑшне те илме хирӗҫленӗ, протест туса сасӑлама пачах килӗшмен. Унӑн шухӑшӗпе, бюллетеньсен йӑлтах чӑвашла та пулмалла. Унччен маларах Илле Иванов ӗҫтеш-журналистсене ҫакна ӳкерме чӗннӗ. Суйлав участокӗн председателӗ Людмила Рейнгольд ҫакна провокаци вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл журналистсене айӑплама тӑнӑ, участокри полицейские чӗннӗ. Анчах йӗрке хуралҫи Ивановӑн заявленийӗнче йӗркене пӑснине тупман. Илле Иванов ӑна комисси председателӗ кӳрентернӗ тесе акт ҫырнӑ. Вӑл тата унӑн арӑмӗ чӑвашла бюллетеньсем пама ыйтса заявлени ҫырнӑ. Комисси секретарӗ М.Рамская чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине туннӑ. Анчах комисси пайташӗсенчен пӗри Тутарстанра бюллетеньсене патшалӑх чӗлхипе пичетленине персе янӑ. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пӗлтӗр Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Константин Яковлев ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ. Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ 13 сехет те 36 минут тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх Ӗнер пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйланас тесе партисемпе вӗсен пайташӗсем тем пекех ҫине тӑчӗҫ: хӑйсене каҫса каясла ырларӗҫ, теприсене хурларӗҫ. Халӗ вара суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ (вӑл хытах улшӑнасси пирки иккӗленме кирлӗ мар) паллӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче 13 сехет те 36 минутра хыпарланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн республикӑри суйлавҫӑсен 50,74 проценчӗ сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗшӗн — 14,45 проценчӗ, либерал-демократсемшӗн — 12,83 проценчӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейшӗн» — 12,54 проценчӗ. Хӑш районта тата хулара суйлавҫӑсем хӑш партине ытларах кӑмӑлланине ҫак ӳкерчӗкрен пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |