Раҫҫейре
Сӗнтӗрвӑрри проекчӗ Пӗчӗк хуласенче тата истори пӗлтерӗшлӗ тӑрӑхсенче хӑтлӑх кӗртме пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса кӑҫал Чӑваш Енри икӗ хула хутшӑнӗ: Канаш тата Сӗнтӗрвӑрри. Канашри проектра чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑх кӗртме сӗннӗ. Унта информаци стенчӗ, ярмӑрккӑ лапамӗ, кафе пулмалла. Сӗнтӗрвӑрринче вара "Патша тӑвӗ" проекта пурнӑҫласшӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑл хӗррине ҫав ту таранах илем кӗртесшӗн. Заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
"Раҫҫей 1" телеканалпа пыракан "Песни от всей души" кӑларӑма пирӗн ентеш Евгений Суханов хутшӑнӗ. Ӑна эфирта ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре курма май пулӗ. Сӑмах май, кӑларӑма хутшӑнкансем пысӑк сӗтел хушшине пухӑнаҫҫӗ, пултарулӑхӗ, ӗмӗчӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем халӑх юррисене тата хитсене шӑрантараҫҫӗ. Палӑртмалла: Евгений Суханов - Улатӑр хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗтӗм тӗнчери хими диктанчӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти формачӗ — куҫӑн тата онлайн. Хими диктантне мӗнле майпа ҫырассине унта хутшӑнакансем химдиктант.рф сайтра хӑйсем палӑртайӗҫ. Анчах малтан регистрациленмелле. Программӑна йывӑрлӑх енчен тӗрлӗ шайри 25 ыйтӑва кӗртнӗ. Вӗсене 45 минутра хуравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускаври «Хӗвелтухӑҫ» станцире «Аслӑ Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем» экспозици уҫӑлӗ. Унта Совет Союзӗн 70 Паттӑрӗ кӗрӗ. Ҫав шутра пирӗн ентеш Агриппина Алексеевна Янович та пулӗ. Вӑл 98 ҫулта. Агриппина Алексеевна – Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнчен. 17 ҫулта чухне ӑна Троцк хулине мобилизациленӗ, унта медсестрана вӗреннӗ. Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Ӑна «Ҫапӑҫура кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ӗнер "Раҫҫей 1" телеканалта эфира тухнӑ "Сто к одному" кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем "Йошкар-Ола" командӑра кӗрешнӗ. Пирӗн ентешсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейри вӗрентекенсем, кӳршӗ республикӑри хаҫат ӗҫченӗсене 312:264 шутпа ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн. Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов Чӑвашсен федераци наци культурин автономине малашне Леонид Черкесов мар, Раҫҫей Геройӗ, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни Николай Гаврилов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ҫынна Шупашкарта иртнӗ отчетпа суйлав съездӗнче палӑртнӑ. Леонид Черкесов автономие 2017 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унччен ку должноҫра Геннадий Федоров пулнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен тулашӗнче 300 пин ытла чӑваш пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
spb.rpa-mu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫамрӑк ученӑйсене хӑш регионта аванраххине палӑртнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетиччен хӑш регионта ҫамрӑк ӑсчахсем ытлараххине, вӗсем влали грантсемпе конкурссем йӗркеленине, ҫурт-йӗр программисем ӗҫленине шута илнӗ. Рейтинг ҫапарах йӗркеленнӗ: пӗрремӗш вырӑнта — Кузбасс, иккӗмӗшӗнче — Новгород облаҫӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Калуга облаҫӗпе Пушкӑртстан, тӑваттӑмӗшӗнче — Оренбургпа Тӗмен облаҫӗсем, пиллӗкмӗшӗнче — Брянск облаҫӗ, улттӑмӗшӗнче —Севастополь, ҫиччӗмӗшӗнче — Омск облаҫӗ, саккӑрмӗшӗнче — Ханты-Манси автономи округӗ, тӑххӑрмӗшӗнче — Карели тата Пенза облаҫӗ. Чӑваш Республики вуннӑмӗш йӗркере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
krd.zoopassage.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Новые люди» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫынсем) фракци РФ Патшаӑх Думине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче канассипе ҫыхӑннӑ саккун проектне сӗннӗ. Асӑннӑ парти хастарӗсем кӑрлач уйӑхӗнчи вӑрӑм канмалли кунсен шутне чакарса ҫу уйӑхӗн 1-9-мӗшӗсенче ытларах кантарасшӑн. Асӑннӑ фракци кӑрач уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗсенче ҫеҫ канмалла, ун вырӑнне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах канма май пултӑр тесе шухӑшлать. Саккун проектне ытти депутат ырласан ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах ӗҫлеттермӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
/vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Росгвардин спецназӗнче пӗртен-пӗр хӗр вертолётпа вӗҫет. Анастасия Апасейкина аслӑ лейтенант — Росгвардин спецназӗн авиаотрячӗн штурманӗ. Вӑл — Чӑваш Енрен. Анастасия «Ми-8» вертолётпа вӗҫет. Ача чухнех Настя штурвал пирки ӗмӗтленнӗ. Унӑн ашшӗ ҫар авиатехникӗ пулнӑ май «МиГ-25» истребительсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ. Анчах ун чухне хӗрсене авиаци училищине вӗренме илмен. Настя Чӑваш патшалӑх университетне экономиста вӗренме кӗнӗ. Кайран хӗр вырӑнти аэроклуба ҫырӑннӑ та парашютпа темиҫе хутчен те сикнӗ, «Як-52» самолётпа тата «Cessna-172» спорт самолёчӗпе вӗҫсе курнӑ. Омскри вӗҫевпе техника колледжне хӗрсене вӗренме илессине пӗлсен Анастасия тем пекех савӑннӑ. Вӗренме кӗрес кӑмӑллисем саккӑррӑн ҫеҫ пулнӑ. Хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тхунӑ пикене Росгвардин Тутарстанри сумлӑ авиаотряда ӗҫлеме илнӗ. Ӗҫтешӗсем пикене малтанах шанмасӑртарах йышӑннӑ, анчах тӑрӑшуллӑ хӗр пултарнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
www.pnp.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗ Урам шӑлакансен вӗренсе тухма тивӗ. Вӗсене урам шӑлмалли тата юр тасатмалли машнӑсемпе ӗҫлеме вӗрентсе кӑларӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан професси стандарчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ҫӗнӗ профстандарт ултӑ ҫула пырӗ. Унчченхине, 2015 ҫулта йышӑннине, халӗ пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫе 18 ҫултан аслӑрах, 9 класран кая мар пӗлӳ илнисене йышӑнма юрать. Ӗҫе вырнаҫакансен ӗҫ сыхлавӗпе тата пушар хӑрушсӑрлӑхпе вӗренмелле тата инструктаж витӗр тухмалла. Унсӑр пуҫне медицина тӗрӗслевӗ те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |