Раҫҫейре
t.me/bbbreaking сайтран илнӗ скриншот Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 95 миллион ҫын кунсерен тӗнче тетелне кӗрет. Унта вӗсем вӑтамран 4 сехете яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пекмпӗлтернӗ «Mediascope» тӗпчев компанийӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ксения Ачкасова. Интернет аудиторийӗ ӳснине специалистсем аслӑ ҫулхисем те унта вӑхӑта ирттернипе сӑлтавлаҫҫӗ. «Ҫамрӑксем пирӗн унта», — тенӗ эксперт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
vk.com сайтри сӑн Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Танина Лорде «Россия» каналпа пыракан «Ну-ка, все вместе!» шоура жюри пайташӗ пулнӑ. Ку – вокал конкурсӗ. Унта хутшӑнакансен юрласа жюрие тӗлӗнтермелле, вӗсене пӗрле юрласа яма хӗтӗртмелле. Пирӗн ентеш конкурсра Раҫҫей эстрада юрӑҫисемпе Сергей Лазаревпа, Николай Баскаковпа пӗрле ӳкерӗнет. Унта пӗтӗмпе – 100 жюри пайташӗ. Танина Лорде хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти музыка училищинче тата Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институтӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ эрне варрине лекнӗрен пӗр кун кӑна кантараҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви ку уява Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ чухнехи пек ытти канмалли кунпа пӗрлештермен. Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем юнкун, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, канӗҫ. Ыран, ытларикун, кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ: 1 сехет сахалрах ӗҫлемелле. Уявпа ҫыхӑннӑ тепӗр канмалли кунсем ҫу уйӑхӗнче кӑна пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
dzen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ. Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ. Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ufa.mk.ru сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Федераци Канашне янӑ ҫырупа паллаштарчӗ. Унта хускатнӑ темӑсенчен пӗри – ӗҫленӗшӗн пӗр уйӑхра тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе /МРОТ/. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку виҫе 6,3 процент ӳснӗ. Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан чи пӗчӗк шалу 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла вӑл тӳрех 18,5 процент ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сарту хулинче ака уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Раҫҫейри ҫамрӑксен XXII Дельфы вӑййисем иртӗҫ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш художество шкулӗнче, Шупашкар муниципалитет округӗнчи Тутаркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти художество училищинче, Чӑваш Республикин культура институчӗпе колледжӗнче вӗренекенсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Федераци Канашӗнчи кунӗсем иртӗҫ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприяти унччен вунӑ ҫул каялла пулса иртнӗ. 2022 ҫулта вара Федераци Канашӗнче Валентина Матвиенко хутшӑннипе «Женщина в тылу. Подвиг. Любовь. Победа» (чӑв. Тылри хӗрарӑм. Паттӑрлӑх. Юрату. Ҫӗнтерӳ) пысӑк курав йӗркеленӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисене хисеп туса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте кӗпӗрнаттӑр парнине ҫӗнсе илессишӗн юланутҫӑсен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен юланутҫи ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртӑва Чӗмпӗр облаҫне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Юланутҫӑсен тупӑшӑвне Тутарстанран, Сарту тата Тамбов облаҫӗсенчен пырса ҫитнӗ. 2400 метрлӑ ӑмӑртура кӗпӗрнаттӑр парнине, 87 пин тенкӗ укҫана, Евгений Матьяновӑн «Арсенал» лаши тивӗҫнӗ. Евгений — 2-мӗш категориллӗ юланутҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Дмитрий Никитинӑн ӳкерчӗкӗ Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Ҫӑлавҫӑ – паттӑрсен ӗҫӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен кунне халалланӑ. Ку уява раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Конкурса тӗрлӗ регионти 266 ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсене жюри икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7-14 ҫулсенчисем тата 15-18 ҫулсенчисем. Иккӗмӗш ушкӑнра пирӗн ентеш пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл – Дмитрий Никитин, Кӳкеҫри лицейра 8-мӗш класра вӗренет. Димӑна ведомство дипломпа чыслӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Мускавра Хӗл Мучисен слечӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри асамҫӑ та хутшӑннӑ. «Раштава – ҫулҫӳрев» фестивале тӗрлӗ ргионти 14 Хӗл Мучи хутшӑннӑ. Кӑрлачӑн 5-7-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑх ҫӳренӗ, паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ, Ҫӗнӗ ҫулти йӑла-йӗрке пирки каласа кӑтартнӑ, Мускав ҫыннисемпе, туристсемпе сӑн ӳкерӗннӗ, ачасене парнесем панӑ. Пирӗн Хӗл Мучи слетра рекордсмен пулса тӑнӑ. Ҫакна Пӗтӗм тӗнчери «Интеррекорд» рекордсен регистрацийӗ паллӑ туса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |