Раҫҫейре
![]() Альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер. «Жизнь в движении» блогер тунӑ сӑн Архангельск облаҫӗнчи Афанасовски ял патӗнче тӳлевлӗ кӗпер вырнаҫнӑ имӗш. Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет. Хакӗсем те пӗчӗкех мар — тетелте вырнаҫтарнӑ сӑнсене ӗненес пулсан, джип евӗрлӗ машшинпа пӗр енне каҫма 360 тенкӗ тӳлемелле. Каялла каҫма — тепӗр ҫавӑн чухлӗ. Тракторсемпе тиев машинисенчен тата та ытларах илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юлашки вӑхӑтра хаксене татах та хӑпартнӑ — ҫакна Раҫҫее санкцисем чӑрмавсем кӳнипе сӑлтавланӑ. Кӗпер «Кенозерье» (Кена ятлӑ юханшыв юхса тухакан кӳлӗ) наци паркне каякан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн. Ӑна вырӑнти «Норд-Лес» компани пантонсенчен туса хатӗрленӗ. Кӗпер вӑрӑмӑшӗ — 150 метр. «Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ). Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ. Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() кпрфсарапул.рф сайтри сӑн Ялсенчи почта уйрӑмӗсенче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсем пама, эмелсем сутма тытӑнасшӑн. Ку проекта хӑҫан пурнӑҫлама тытӑнассине хальлӗхе пӗлтермен. Ку тӗллевпе ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна ЧР экономика министрӗ Дмитрий Краснов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ - цифра министрӗ Кристина Майнина. Палӑртмалла: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑха эмел туянма, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчен справка тата выпискӑсем илме, нумай функциллӗ центра документсем яма май туса памалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче кантарӗҫ-и? РФ Патшалӑх Думинче ҫак ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫак кунсенче кантарма «Ҫӗнӗ ҫынсем» фракци вице-спикерӗ Владислав Даванков сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫу уйӑхӗнче кантарни ҫынсене пахча ӗҫӗсемпе аппаланма май парать. «Ҫак вӑхӑта кӗркунне пирӗн апат пултӑр тесе халаллани лайӑх» - ҫапла палӑртнӑ вӑл, ҫак тапхӑрта ҫынсем пӗр-пӗринпе ытларах хутшӑнма пултарнине те каланӑ. Аса илтерер: календарьпе килӗшӳллӗн, ҫу уйахӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 7-10-мӗшӗсенче канмалла. Эсир мӗнле шухӑшлатӑр: ҫу уйӑхӗнче 10 кун канмалла-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() www.cheblvz.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ликерпа водка завочӗ «Россграмм Rossgramm» тавар паллине регистрацилеттересшӗн. Ун пек заявкӑна вӑл Роспатента ҫитернӗ. Тавара паллине йышӑнсан пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм тӗнчери классификацийӗн 33-мӗш номерлӗ класӗпе регистрацилӗҫ. Вӑл йыша, тӗпрен илсен, эрех-сӑра, тӗрлӗ эссенципе экстрактсем, байцзю, сакэ, ром, виски, анис тата чие эрехӗ, ликёр, пыл эрехӗ, сидра кӗреҫҫӗ. Сӑмах май каласан, маларах Раҫҫейре «Россграм» социаллӑ сете хута ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() © РИА Новости / Наталья Селиверстова Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта. Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() catherineasquithgallery.com сайтри сӑн Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнчен аслӑ шкула ӑҫ пухма кӗнӗ чухне «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» паллӑн кирек хӑш тӗсне те шута илӗҫ. Ку абитуриентсене хушма балсем илме май парӗ. Палӑртмалла: унччен ГТОн ылтӑн паллисене ҫеҫ шута илнӗ. Малашне вара кӗмӗл тата пӑхӑр паллӑсем те хушма балл пухма пулӑшӗҫ. Куншан миҫе балл хушса парӗҫ? Кӑна вӗренӳ организацийӗ хӑй палӑртӗ. Сӑмах май, «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри вӑй-халпа спорт комплексӗ пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 8 ҫул ҫитнӗ. Ӑна РФ Президенчӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурс пуҫланать. Унта пирӗн чӑваш юманӗн ҫӗнтерес шанчӑк пур. Апла уншӑн сасӑламалла. Палӑртмалла: Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман 2020 ҫулта ҫак конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 371 ҫулта тесе шутлаҫҫӗ ӑсчахсем. Сасӑлав www.rosdrevo.ru сайтра иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Хальхи вӑхӑтра конкурса хутшӑнакан йывӑҫсен списокне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗ-йывӑҫа палӑртӗҫ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа вара ҫав йывӑҫ ӳсекен регионта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Малашне пуйӑҫра медицина маски тӑхӑнмасан та юрать. Ку инҫе ҫула каякан пуйӑссене пырса тивет. Кун пирки Раҫҫей чукун ҫулӗ пӗлтерет. Малашне проводниксем пассажирсен ӳт температурине виҫмӗҫ. Ҫавӑн пекех вакун-бисторсенче, вакун-ресторансенче социаллӑ дистанцие пӑхӑнмалла мар. Ҫапах хальлӗхе унчченхи пекех пуйӑса дезинфекцилӗҫ. Уйрӑмах – алӑксене, алӑк хӑлӑпӗсене, порученьсене. Сӑмах май, Мускавра нумаях пулмасть маска режимне пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() kkm.cloudrfid.ru сайтри сӑн Раҫҫейри налук служби лавккасенче чек паман чухне явап тыттарассине вӑхӑтлӑха пӑрахӑҫланӑ. Мӗншӗн? Лавккасенче касса ленти ҫитмест-мӗн. Кун пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ. Ҫыннӑн лавккара чек ыйтма ирӗк пур. Анчах малашне сутуҫӑ ӑна памасть пулсан явап тыттармӗҫ. Ку вӑхӑтлӑха кӑна паллах. Малтан вара куншӑн 10 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра лавккасем электрон чек ҫине куҫӗҫ. «Про Город» хаҫата Надежда Кузнецова усламҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, чек ленти 3 хут хакланнӑ. Унччен пӗр упаковка 220 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ – 650 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |