Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлтӑрчӑк» /выр. «Звездочка»/ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран упӑшки урлӑ 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар. Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() autizmy-net.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шкулта вӗренекен ачасене вӗренӳ учрежденийӗнче апатланма патшалӑх укҫа уйӑрать. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑха пула килте вӗренекенсем те пур. Вӗсене вара апатшӑн хыснаран пӗр пус та лекмен. Ҫак кӑлтӑка пирӗн республикӑра халӗ пӗтернӗ. Ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче асӑннӑ категорие кӗрекен ачасене те апатланнишӗн компенсаци пама тытӑнма йышӑннӑ. Сывлӑха пула шкула каяйман, килте вӗренекен ачасене кунсерен 138 тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫана вӗсен ашшӗ-амӑшне пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрнине шута илсе парӗҫ. Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра чире пула 13 ача килте вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kpravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ вӑрҫӑ ачисене коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫӑмӑллӑх парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, асӑннӑ категорие кӗрекенсене республика ертӳҫисем коммуналлӑ пулӑшушӑн 25 процент сахалтарах тӳлеттерес йӗркене йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пая каймалла. Заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрремӗш хут ҫырса памалли вӑхӑт юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ. Коммуналлӑ пулӑшупа парӑм пухӑнса кайнине судпа ҫирӗплетнӗ пулсан ҫӑмӑллӑха памасан та пултараҫҫӗ. Вӑрҫӑ ачисен патшалӑх паракан пӗр ҫӑмӑллӑхпа ҫеҫ усӑ курма юрать. Кунта, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене, ҫавӑн пек ытти категорие кӗрекенсене асӑнма пулать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вӑрҫӑ ачисем — 60 пин ытла ҫын, вӗсенчен 95 проценчӗ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшупа усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Варпуҫ ялӗнче пурӑнакан 24 ҫулти Вастеев Александр Андреевич ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ кирек ӑҫталла та кайма пултарнӑ. «Вӑл асламӑшӗнчен таса кроссовка ыйтнӑ, паспорта илнӗ те тухса кайнӑ. Эпир шутланӑ тӑрӑх, вӑл ҫуран кайнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ытлах калаҫман ҫын. Унӑн пӗр тус пур, анчах вӑл та ӑҫта иккенне пӗлмест», - тенӗ тӑванӗсем. Каччӑ хура шорты, хура футболка тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ. Уйрӑм паллӑ пур: мӑйӗ ҫинче ҫӗвӗ йӗрӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре ҫуралнӑ, «Forbes» журнал малашлӑхлӑ тесе шухӑшлакан Георгий Соловьевпа тӗл пулнӑ. Георгий Skyeng онлайн-шкул йӗркелесе янӑ. Проекта тӑван кӗтесре пурнӑҫа кӗртме каччӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейре физика учителӗ пулса ӗҫленӗ Валерий Горбенко хавхалантарнӑ. «Валерий Викторович мана нумай вӗрентнӗ. Ӑна пула эпӗ физика енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтертӗм. Хӑй вилес умӗн вӑл мана кунта та физика вӗрентекен кирлӗ тесе каланӑччӗ, килсе пулӑшма ыйтнӑччӗ. Ҫавна май эпӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра ачасемпе преподавательсем валли курс йӗркелес шухӑш тытрӑм», — каласа кӑтартнӑ ҫамрӑк. Георгий Соловьев Шупашкарти 3-мӗш лицейре вӗреннӗ. 2007 ҫулта Мускаври физикӑпа техника институтне вӗренме кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл программист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата тӗп пайӗсенче машинӑсем валли ҫӗнӗ парковкӑсем пурӗ 10 ҫӗрте уҫӑлнӑ. Вӗсем ӑҫта пулассине «Уҫӑ хула» порталта халӑх шухӑшне шута илсе палӑртнӑ. «Хулари парковка вырӑнӗсене йӗрке пултӑр, меллӗх тата хӑрушсӑрлӑх хуҫалантӑр тесе йӗркелетпӗр. Вырӑна ҫитсен машинӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшламалла марри меллӗ пулнипе килӗшетӗр пулӗ», — шухӑшлать Алексей Ладыков сити-менеджер. Малтанхи уйӑхра парковкӑсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Кайран тӳлевсӗр сехет упранса юлӗ. Тӳлевлӗ парковкӑсем ҫӗршыври 30 ытла хулара пур: Мускавра, Питӗрте, Воронежра, Белгородар, Рязаньте, Тулӑра, Калугӑра, Тверьте, Чулхулара, Хусанта, Пермьре, Краснодарта, Ставропольте, Дон ҫинчи Ростовра, Екатеринбургра, Тӗменте, Курскра, Сочире, Красноярскра, Севастопольте, Ярославльте, Новосибирскра, Махачкалара, Ӗпхӳре. Ун пеккисем Омскра, Волгоградра, Самарӑра тата ытти хулара та уҫӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр ҫынна чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Хальхинче ку списока халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракансем тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе икӗ ҫынна чысланӑ: Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӑн уйрӑмӗн специалистне Людмила Буковининӑна тата Чӑваш Республикин ӗҫлӗх центрӗн пайӗн пуҫлӑхне Елена Горбатовӑна. «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Светлана Павлова, РФ Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Ирина Семенова тата Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Вӑрмар районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Семёнова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев социаллӑ пулӑшу паракан сферӑн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Эсир — шанчӑклӑ та тимлӗ пулӑшуҫӑсем, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнисене эсир пулӑшатӑр, пӗчченлӗхрен хӑтаратӑр, ыранхи куна шанма вӑй-хӑват паратӑр. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси — патшалӑхӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Эсир ырми-канми ӗҫлени социаллӑ политика ыйтӑвӗсене татса пама, ачаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышши мелсемпе пулӑшма, социаллӑ контрактсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Ку ӗҫре сирӗн тивӗҫӗр вышкайсӑр пысӑк», — тесе ҫырнӑ саламра республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнче 79 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл хавшакрах пулнӑ, питӗ япӑх илтнӗ, лайӑх курман, ҫухалса кайма пултарнӑ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна талӑкран шырама тытӑннӑ. Вӗсем вӑрмансенче, уй-хирте, пӗвесемпе юханшыв хӗрринче шыранӑ. Ватӑскере ҫӑлма ӗлкӗреймесен те пултарнӑ-ҫке-ха, унӑн сывлӑхӗ япӑх пулнӑ. Ҫӗрле те шырав ӗҫӗ чарӑнман. Ҫур ҫӗр иртсен такамӑн сассине илтнӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ урӑх ҫын пулнӑ. Ӑна хӗрӗ патне леҫнӗ те каллех шырама пуҫланӑ. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, ҫӑварӗ типнӗ. Анчах чи кирли – вӑл чӗрӗ пулни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |