Республикӑра
![]() drive2.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Хайхискер палламан ҫынпа калаҫса 450 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхи юптарма тытӑннӑ: такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илме хӑтланать-мӗн. Унтан «банк ӗҫченӗ» ку лару-тӑруран мӗнле тухмаллине каланӑ: кредит илмелле те саплаштармалла. Хӗрарӑм 250 пин тенкӗ кредит илнӗ те ӑна банкомат урлӑ телефон номерӗсем ҫине куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 18 операци пурнӑҫланӑ. Пушӑн 31-мӗшӗнче лешӗ каллех шӑнкӑравланӑ. Каллех кредит илме хӑтланаҫҫӗ-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе ҫав ӗҫсенех пурнӑҫанӑ. Хальхинче 200 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре ҫухалнӑ хӗрарӑма виҫӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӑрнар районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм, Иванова Людмила Анатольевна ятлӑскер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ хура. Кам та пулин ӑна курнӑ тӑк кун пирки йӗрке хуралне 102 е 8-835-372-50-02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑри журналистсене хисеплӗ ят парас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗсемпе тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. Асӑннӑ ыйтӑва ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗн Общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ. Унтисем шухӑша ырласа йышӑннӑ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине положени поектне хатӗрлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 38 ҫулти арҫын килте хӑй тӗллӗн газ колонки лартнӑ. Вентиляцие вара хупланӑ. Ку чутах пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 22 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑрав ҫитнӗ. Фельдшерсем ҫитсе тӑнӑ, алӑка вара никам та уҫман. Вӗсем часрах полици чӗннӗ. Вырӑна Равиль Талипов тата Александр Урослов патрульнӑйсем ҫитнӗ. Полицейскисем ҫитнӗ тӗле кил хуҫи алӑка уҫнӑ. Вӑл ҫемйи сӗремпе наркӑмӑшланма пултарни ҫинчен каланӑ. Йӗрке хуралҫисем хваттере кӗрсе чӳречесене уҫнӑ, 6-ри тата 17 ҫулти хӗрачасене, вӗсен 38-ти амӑшне васкавлӑ медпулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ. Вӗсем тӑнсӑр пулнӑ. Кил хуҫине вара полицейскисем хӑйсен машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ. Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать. Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш тӑрӑхӗнчи «Канаш» тата «Канаш Ен» хаҫатсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче йышлӑ вулаҫҫӗ. «Контактра» вӗсен 7,3 пин тус, «Пӗркласрисем» ушкӑнра — 5,6 пин, «Instagram»-ра — 5,3 пин. Унсӑр пуҫне «Яндекс Дзен»-ра тата Фейсбукра каналсем уҫнӑ. «ТикТокра» та хӑйсен тусӗсене шыраҫҫӗ. Канаш район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова тӗнче тетелӗсӗр хальхи вӑхӑтра май ҫук тесе шухӑшлать, ҫавӑнпа мӗнпур майпа тулли усӑ курма тӑрӑшнине пӗлтерет. «Пичет кӑларӑмӗсен, сайтӑн, халӑх ушкӑнӗсен аудиторийӗ пачах расна. Апла пулин те эпир хыпарсене кашни патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑн валли тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа усӑ куратпӑр», — тенӗ Людмила Шурекова «Чувашинформ.рф» сайта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ашшӗн пистолетне полицие пырса панӑ. Пӑшала 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ. Хӗрарӑм Руслан Думчев участковӑя килте ашшӗнчен юлнӑ Марголин пистолечӗ упранни пирки пӗлтернӗ. Вӑл саккуна пӑсса хӗҫ-пӑшал упранӑшӑн уголовлӑ майпа явап тыттарни пирки пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна полицие пама шутланӑ. Эксперт пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Марголин пистолетне 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ. Колибрӗ – 5,6 миллиметр. Унпа халӗ те усӑ курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа усӑ курайӗҫ. Ҫӗнӗ программӑн условийӗпе каярах паллаштарӗҫ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ. «ДОМ.РФ» акционер обществин генеральнӑй директорӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗлӗх ҫак уйӑх вӗҫӗччен уҫӑмланассине пӗлтернӗ. Регионти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи валли республика тата «ДОМ.РФ» ҫур миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр иккен. Пӗр ҫулта мар. 2024 ҫулччен. Программӑпа уйрӑм ҫурт-йӗр хӑпартма та усӑ курма май килессине шантараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑна 6,5 процент ставкипе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫурату сертфикатне электронлӑ формӑна куҫарма хатӗр. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал сертификатсем тухтӑрсен, пациентсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатаҫҫӗ. Документа ача кӗтекен тата пепке ҫуратакан хӗрарӑмӑн электронлӑ харпӑр карттӑран хатӗрлӗҫ. Ку ҫурату сертфикачӗсен талонсен реестрне автомат режимӗпе тума май парать. Кун пек документа пульницӑна пӗрле илсе каймалла мар. Сведенисем Социаллӑ страхлав фондӗнче, медицина организацийӗнче, страхланӑ ҫыннӑн харпӑр кабинетӗнче упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ «Ясна» этнокомплексра Турцири ТРТ патшалӑх телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ тӑватӑ кун ӗҫленӗ. Вӗсем чӑваш туйӗ пирки документлӑ фильм ӳкересшӗн. «Эткер» фолькор ансамблӗ тата этнокомплекс ӗҫченӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисем валли ятарласа чӑваш наци туйне туса кӑтартнӑ. Тури чӑвашсен йӑли-йӗркине туллин кӑтартма ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева пулӑшнӑ. Турци ҫыннисене хӗр тусӗсемпе сывпуллашнине, ашшӗ-амӑшӗ пил панине, ытти йӑлана кӑтартнӑ. Хӑнасене уйрӑмах «хӗр йӗрри» килӗшнӗ. Кӑларӑм режиссерӗ Хусейн Келич ӳкерӳ килӗшнине, ӑна Чӑваш Ен кӑмӑла кайнине палӑртнӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче эфира кӑларасшӑн. Ӑна «Ютуб» платформӑра та курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |