Республикӑра
![]() equipnet.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑнӑ. Хӑй вара ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе укҫа ӗҫлесе илнӗ. Хайхискер Канашра Раҫҫей чукун ҫулӗн филиалӗнче тӑрӑшнӑ, пӳлӗмсене тирпейленӗ, ҫунӑ. Куншӑн ӑна укҫа тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑрса тӑватӑ уйӑх пособи илнӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 24 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна кӗҫех Канашри миравай суд пахса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче, Сосновкӑра, нумай функциллӗ культурӑпа кану центрне тӑвасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ унӑн проектированийӗ тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Проектировщике 6,1 миллион тенкӗ пама хатӗр. Культура учрежденине Майя Костина ячӗллӗ шкул ҫумӗнче тума палӑртнӑ. Тӗслӗх вырӑнне Ставрополь крайӗнчи Изобильный хулинчи культура аталанӑвӗн центрӗн проектне илӗҫ. Проект тата ӗҫ документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлӗҫ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moment-istini.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн айӑпланӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 11 ҫулти хӗрне вӑл лайӑх пӑхман. Ача санитари тӗлӗшӗнчен хура пӳртре пурӑннӑ, вӗренме, канма, ҫывӑрма условисем пулман. Ку кӑна мар, хӗрачан куллен апат ҫиме те май пулман. Ӳсӗр ашшӗ унпа тӑтӑшах хирӗҫнӗ, хӗненӗ. Ку тӑрӑ шыв ҫине епле майпа тухнӑ-ха? Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ӑна ашшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва хускатнӑ. Тавӑҫа судра пӑхса тухнӑ чухне ашшӗ хӗрне хӗнени пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан опекунпа пурӑнать. Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑйӗн айӑпне йышӑннине шута илсе ӑна 280 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен. «АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ. «АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ. Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() don24.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫын килте ларсах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те ҫур миллионсӑр тӑрса юлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пӑтӑрмахӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа килте ларсах ӗҫлесе илме сӗннӗ-мӗн. Анчах малтан укҫа тӳлесе хумалла имӗш. Тупӑш нумай тума пулать тени арҫынна илӗртнӗ. Ҫавӑнпа вӑл пӗр шухӑшламасӑрах темиҫе кун ҫав ҫын каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗр кунхине хайхискер тупӑш хӑҫан пулассипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ ҫыннӑн шӑрши-марши те юлман, пач ҫухалнӑ. Унччен вӑл ҫур миллион тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/kugesi.online сӑнӳкерчӗкӗ Хуҫасӑр йытӑсем йышланса кайнине Кӳкеҫ ҫыннисем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра юлашки кунсенче вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Килсӗр-ҫуртсӑрскерсен ушкӑнӗ урам тӑрӑх чупнине ҫак йӗркесене авторӗ хӑй те асӑрханӑччӗ. Хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвӗ ытти ял-хулара та пур. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Вӗсене усрамалли пӗртен-пӗр вырӑн — Шупашкарта. Халӗ вӗсем валли приют тӑвас шанчӑк пур. Паян ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере муниципалитетсем хушшинчи приютсем тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kleo.ru сайтри сӑн 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, илемлӗ кунра – 21.01.2021 – республикӑра 44 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫак кун кӗҫнерникуна лекни те пӗлтерӗшлӗ пулман. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникун Чӑваш Енре 44 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Шупашкарти Мускав районӗнче 8 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 6 мӑшӑр, Шупашкарти Ленин районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче – 5-шер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Шупашкарти Калинин районӗнче 4 мӑшӑр ЗАГСа утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1tulatv.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм унран укҫа сӑптӑрса илме тытӑнсан прокуратурӑна кайнӑ. Ара, унӑн нимӗнле парӑм та пулман-ҫке-ха. Суд приставӗсем унӑн хушаматне тепӗр хӗрарӑмӑннипе пӑтраштарса янӑ-мӗн. Иккӗшӗн те пӗр пек хушамат, ят, ашшӗн ячӗ пулнӑ. Ку кӑна мар, ҫак хӗрарӑмсем пӗр ҫулта, пӗр кунра ҫуралнӑ. Прокуратура ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӗрарӑмран чӑнах та ним сӑлтавсӑрах укҫа сӑптӑрнӑ. Укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Куншӑн айӑплӑ ҫынна вара явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() social.riafan.ru сайтри сӑн Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк кӑларнӑ. Арҫын ун пек операцие темиҫе хутчен тӳснӗ ӗнтӗ. Вӑл унччен те кашӑк ҫӑтнӑ. Ку вара – 10-мӗш хут. Ҫапла майпа арҫын пульницӑна лекес тесе хӑтланнӑ-мӗн. Вӑл тӗрмере ларать. Кашӑк ҫӑтса янӑскере Улатӑрти пульницӑна конвойпа илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем операци туса унӑн хырӑмлӑхӗнчен кашӑк кӑларнӑ. Халӗ пациентӑн сывлӑхӗ йӗркеленсе пырать ӗнтӗ. Специалистсем асӑрхаттараҫҫӗ: мӗнле те пулин япала ҫӑтсан ҫын вилме те пултарать! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |