Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ. Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ. Халӗ пирӗн республикӑра астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс иртет. Комисси ларӑва пухӑнса ӗҫсене хакланӑ-ха, анчах юрӑхлине тупайман. Ҫавна май конкурса документсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑратма пулать. Кун пирки ЧР Элтепер Администрацийӗн патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче. Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kalendargoda.com сайтри сӑн Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ. Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине халалланӑ пӗрлехи информаци ресурсӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлесе кайӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2021 ҫула шӑпах ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халаллама йышӑннӑ. Сайта йӗркелесе пыракана конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Саккас параканӗ – ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Ҫӗнӗ проект ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытма пулӑшӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 10 пайран тӑрӗ. Пӗри медиацентр пулӗ. Унта галерейӑна, хыпарсене, тӗп мероприятисем пирки информаци вырнаҫтарӗҫ. Сайта кӗрекенсен те сӑнӳкерчӗксем, видео вырнаҫтарма май пулӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсем уйрӑм пайра пулӗҫ. Сайтра истори факчӗсемпе, архив докуменчӗсемпе паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ сӑнӳкечӗкӗ Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче «ГАЗель» машинӑран телефон ҫухалнӑ. Водитель напарникӗпе пӗрле лавкка умӗнче тавар пушатнӑ, салона питӗрме манса кайнӑ. Вӑрӑ ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Хайхискер хуҫи куриччен салонри телефона йӑкӑртнӑ. Анчах ӑна видокамера асӑрхаса юлнӑ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫынна Мускавра тытса чарнӑ. Ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн телефон вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vybratpravilno.ru сайтри сӑн Сирӗн раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫулта, ӗҫлес килет-и? Ахӑртнех, ҫук. Анчах календарьте вӑл ӗҫ кунӗ шутланать. РФ президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлессипе ӗҫлемессине регионсене татса пама ирӗк панине каланӑ. Эппин, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫула канмалли кун тума пултарать. Ҫавна май вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче сасӑлав ирттерет: раштавӑн 31-мӗшӗнче канмалла-и е ҫук-и? Паянхи кун тӗлне унта хутшӑннисен 90 проценчӗ ҫак кун канасшӑн пулнине пӗлтерсе сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен промышленность туризмне аталантаракан ҫӗршыври пилотлӑ 10 регионтан пӗри пулса тӑрӗ. Асӑннӑ проекта хутшӑнма малтанласа республикӑри темиҫе предприяти ҫеҫ кӑмӑл тунӑччӗ. Вӗсем ҫаксемччӗ: «Букет Чувашии», «АККОНД», «Промтрактор», «ЭКРА», «Ҫеҫпӗл» предприятисем, Шупашкарти пӑрӑх савучӗ, «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ. Халӗ тата ытти предприяти те, пурӗ 15 ытла, хӑйӗн хӑвачӗпе туристсене паллаштарма хатӗррине пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, туристсене Чӑваш Енри савутсене чӗниччен промышленность туризмӗ валли палӑртнӑ маршрутсене экспертсем хаклӗҫ. Унтан турагентсем ӗҫе кӳлӗнейӗҫ. Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, промышленность туризмӗ тупӑш илмелли ҫӑлкуҫсенчен пӗри. Тупӑшран илнӗ налук вара республикӑра юлӗ. Промышленность туризмӗ производствӑна ҫамрӑк кадрсене те илӗртме май парасса шанать вӑл. Инвесторсем пирки те ҫавнах каламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Президент пернинаталь центрӗнче ҫуралнӑ йӗкӗреш хӗрачасене амӑшӗпе пӗрле киле кӑларнӑ. Пепкесем чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Муркаш районӗнчи ҫак ҫемье халӗ нумай ачаллӑ пулса тӑнӑ. Вӗсен ултӑ хӗрача тата пӗр арҫын ача. Аслӑ виҫӗ хӗрӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӗрачапа арҫын ача ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Арӑмӗ те, упӑшки те пысӑк ҫемьерен, ҫавӑнпа иккӗшӗ те нумай ача пирки ӗмӗтленнӗ. Мӑшӑр ҫамрӑклах пӗрлешнӗ, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Аслисем ав кӗҫӗннисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.youtube.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви предприятисен пуҫлӑхӗсем пулма кадр резервне кӗртмелли кандидатсене шыраса тупнине пӗлтернӗ. «Агро-Инновации» хысна учрежденийӗн пулас ӗмӗтлӗ ҫыннӑн агропромышленность комплексӗн отраслӗсенчи специальноҫлӑ пулмалла тата ҫав енӗпе 3 ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ пулмашкӑн кадр резервне Николай Васильева кӗртнӗ. «Нива» вӗренӳ центрӗн пуҫлӑхӗ пулмалли ҫынна та кадр резервне кӗртессине пӗлтернӗ. Ӑҫта вӗренни, ӗҫ опычӗ «Агро-Инновации» предприяти валли пекех: АПКра ӗҫлеме юрӑхлӑ пӗлӳ тата 3 ҫултан кая ӗҫ опычӗ пулмалла. Кун пек ҫын тесе Николай Якимов тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |