Республикӑра
![]() bitnovosti.com сайтри сӑн Етӗрне районӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл хӗрне ҫӗҫӗпе суранлатнӑ. Куншӑн суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӗрӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачине воспитани паман-мӗн, килтен тӑтӑшах тухса кайнӑ, темиҫе кун ҫухалса ҫӳренӗ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Судья прокуратура шухӑшӗпе килӗшсе хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Вӑл ковид-госпиталь пек чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ юлашки пациентсене сывалса ҫитнӗ май киле ӑсатаҫҫӗ. Ҫӗннисене вара йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ хутлӑ корпусра 3 уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сипленӗ. Стационарта хирурги, терапи, педиатри, реанимаци уйрӑмӗсем кӑшӑлвирус режимӗнче ӗҫленӗ. 3,5 уйӑх ҫурӑра 800 пациента сыватнӑ. Пульницӑра дезинфекци тунӑ, анчах хальлӗхе тухтӑрсем унта хӳтӗлев костюмӗпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енре тата тепӗр автономи учрежденийӗ туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелессипе ӗҫлекен республика служби» ятлӑ пулӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» бюджет учрежденийӗ вырӑнне йӗркеленӗ. Автономи учрежденийӗ республикӑн патшалӑх органӗсем йышӑнакан административлӑ ҫуртсене тытса тӑнипе пӗрлех вӗсене транспортпа тивӗҫтерӗ. Чӑваш Ен Элтепрӗн Администрацийӗн автобазин харпӑрлӑхӗнче пулнӑ мӗнпур пурлӑх ҫӗнӗ учреждение куҫӗ. Аса илтерер: ӗнер Туризма аталантаракан агентство йӗркеленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри бизнес-инкубатор тата Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ яш-хӗр хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене республикӑри туризм брендне /логотипне/ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Конкурса шкул ачисем, студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем, автор коллективӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен mail@rbi21.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, 12-мӗш «Б» ҫурт, 4-мӗш хут. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 49-99-95. Конкурса пушӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финала тухнӑ 10 ҫын диплома, парнене тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Анастасия Трутнева. Кунта ӗҫлеме пуҫличчен вӑл Владимир облаҫӗнчи уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулнӑ. Банкӑн Атӑл-Волга банкӗн председателӗ, вице-президенчӗ Петр Колтыпин ҫӗнӗ управляющи пирки «тухӑҫлӑ ертӳҫӗ» тесе хакланӑ. Анастасия Трутнева Иркутскри патшалӑх экономика академийӗнчен 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл экономика факультетӗнчен «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Банк тытӑмӗнче 2001 ҫултанпа тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Улатӑр хулине килӗштернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукра пӗлтернӗ. «Улатӑр — пуян историллӗ, «купса предпринимательствин» йӑли-йӗркипе пуян, тӗлӗнмелле, хитре хула», — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер. Ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ экспоначӗсем тусанланни вара шухӑша путарнӑ. Лайӑх енчен министр ҫынсене: ырӑ кӑмӑллӑ та хӑнасене тараватскерсене — палӑртнӑ. Министр Улатӑрта канмалли кунсенче пулнӑ. Унта вӑл халиччен пулса курманнине пытарман. Дмитрий Краснов хулари чиркӳсенче те пулнӑ. ⠀ ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() activefisher.net сайтри сӑн Етӗрне районӗнче юханшывра тетел лартса пулӑ тытма хӑтланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пулӑҫа рейд ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын пӑр катмалли хатӗрпе, вӗренпе, пралукпа усӑ курса Вылӑ юханшывӗнче тетел карнӑ. Тетелӗ 30 метр тӑршшӗ пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 7 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Браконьер ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн арҫынна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑг Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тата кӑҫал вилнӗ хир сыснисен Африка мурӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май Хӗрлӗ Чутай районӗнче карантин пулнине пӗлтернӗ. Халӗ лару-тӑрӑва Россельхознадзор тӗрӗслесе тӑрать. Карлач уйӑхӗнче сунарҫӑсем 26 хир сысни тытнӑ. Тепӗр пиллӗкӗшне шутне чакарас тӗллевпе пенӗ. Улатӑр районӗнче вилнӗ 5 хир сысни тупнӑ. 36 чӗрчуна тӗпчеве янӑ – вӗсен Африка мурӗ ҫукки паллӑ. Персе вӗлернӗ тата хӑйсем вилнӗ чӗрчунсен те нимӗнле чир ҫук. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре 1081 хир сысни пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ивановсен архивӗнчи сӑн Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем. Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ. Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри олимп резервӗн спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсем уйӑхсерен вӑтамран 22 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ку вӑл хушма пӗлӳ паракан организацисенче илекенсен шалӑвӗнчен 25 процент пӗчӗкрех. Тренерсемшӗн ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, шалу виҫине тишкермеллех. Унтан та ытларах — ку ыйтӑва Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрле татса памалла тесе каланӑ. Тренерсен шалӑвӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки иккен. Раҫсейри вӑтам шалуран вара икӗ хут сахалрах. Республика Элтеперӗ тренерсен шалӑвне педагогсемпе пӗрле ӳстермелле саккун йышӑнсан тӗрӗс. Ҫавӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв шайӗнче тумалла. Хальлӗхе вара ыйтӑва республикӑн Финанс тата Спорт министерствисен пӗр шухӑшлӑн пулса татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |