Республикӑра
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ. Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tambov.bezformata.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра шутра тӑракан ҫемьесенчи 22 ачана пульницӑна е социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Канмалли кунсенче полиципе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем республикӑри шутра тӑракан 1890 ҫемьене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче – 3340. Тӗреслев вӑхӑтӗнче 71 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кусем – ашшӗ-амӑшӗ тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламан тӗлӗшпе. Канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ ача килтен е интернатран тухса тарнӑ, вӗсене шыраса тупнӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче Канашра тата Шупашкарта икӗ ачана 3 сехет шыранӑ. Вӗсем Пӑрачкаври шкул-интернатран тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() old-rkd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Республикӑн СПИД профилактики тата унпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен центрӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоконференци мелӗпе паллаштарнӑ. Пукана Ирина Ефимова йышӑннӑ. Ирина Ефимова сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра вӑл Республикӑн кардиологи диспансерне ертсе пынӑччӗ. 60 ҫулти Ирина Петровна — «Кардиологи» енӗпе аслӑ категориллӗ специалист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ. 2018 ҫулта вӑл «XXI ӗмӗрти хӗрарӑм-ертӳҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, кӑнтӑр енчен циклон килнӗ май республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр ҫӗрлех ҫума тытӑнӗ, кунӗпе те чарӑнмӗ. Уйрӑмах кӑнтӑрлаччен вӑйлӑ вӗҫтерӗ. Пӗр талӑкра Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарӗ. Ыран ҫул ҫинче хӳсе лартӗ, 500 метртан аяккарах курӑнмӗ, ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Тунтикун Ҫӗпӗр енчен сивӗ сывлӑш килме тытӑнӗ. Кун каҫа термометр 20 градус таран анӗ. Ҫил майӗпен лӑпланӗ, ытларикун 25 градус таран сивӗтӗ. Ҫитес эрнере сывлӑш температури ирсерен тата каҫсерен 30-35 градус таран анӗ. Ҫулсем пӑрлак пулӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн юр выртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗрремӗш канал Чӑваш Енри вӑрман касакан хӗрарӑма кӑтартӗ. «Доброе утро»(чӑв. Ырӑ ир) телекӑларӑмра Галина Житовӑпа паллаштарӗҫ. Репортажа Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳкернӗ. Сюжет эфира кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче тухмалла. Маларах ку професси хӗрарӑмсен шутланман. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн темиҫе профессие хӗрарӑмсем те алла илейӗҫ. Галина Житова — Чӑваш Енри вӑрман касакан пӗрремӗш хӗрарӑм. Вӑл икӗ ҫул ӗнтӗ вӑрман касать. Ун валли ятарлӑ пӗлӳ тата удостоверени илнӗ. Хӗрарӑмӑн ашшӗ те ӗмӗрӗпех вӑрман каснӑ. Галина журналистсене каланӑ тӑрӑх, профессие вӑл ашшӗне кура суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗнче Элтепере суйларӑмӑр. Раштав уйӑхӗнче следовательсем Патӑрьел районӗнчи 303-мӗш суйлав участокӗн экс-председателӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫын суйлавҫӑсен списокне тата бюллетеньсене суя хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех суйлавҫӑсен шутне тӗрӗс мар шутланӑ. Сӑмах май, 303-мӗш суйлав участокӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вырнаҫнӑ. Палӑртмалла: суйлав иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енре Тӗп суйлав комиссийӗ йӗрке хуралҫисене пулӑшса пынине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fondrp.ru сайтри сӑн 4 ҫулти Кира Ҫӗнӗ ҫулта пукане ҫуртне парнелессе кӗтнӗ. Унӑн ӗмӗтне ЧР строительство министрӗ Александр Героев пурнӑҫланӑ. Ҫемьере 5 ача ӳсет – тӑватӑ арҫын ача тата пӗр хӗрача. Кира хӑйӗн ӗмӗтне «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» сайтра ҫырса пӗлтернӗ. Чӑрӑш ҫинчи теттене строительство министрӗ Александр Героев уҫнӑ – Кирӑна Ҫӗнӗ ҫулпа пукане ҫуртне парнеленӗ. Министр ачан куҫӗ телейпе ҫиҫнине курса савӑннине пӗлтернӗ. «Ку чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫулхи тӗлӗнтермӗш», - тенӗ вӑл. Палӑртмалла: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акципе килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьенчи тата йывӑрлӑха лекнӗ ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" сайтри сӑн «Мускав – Шупашкар» рейспа вӗҫекен самолетӑн Шупашкарта 10 сехет те 25 минутра анса лармалла. Анчах «тимӗр кайӑк» ҫӗр ҫине 11 сехет те 4 минутра ларнӑ. Йӑлтах – юр ҫунине пула. Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Самолет анса лармалли меллӗ самант кӗтсе сывлӑшра ҫаврӑм тунӑ. «Победа» авиакомпанин «тимӗр кайӑкӗ» каялла Мускава 12 сехет те 8 минутра вӗҫсе кайнӑ. Расписанипе вара 12 сехет те 25 минутра унӑн Мускаври Внуково аэропортӗнче пулмалла. Анчах ҫанталӑка пула самолет паян вырӑна 13 сехет ҫурӑсенче ҫеҫ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21.xn--b1aew.xn--p1ai сайтри сӑн Полицейски Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса службӑра вилнӗ ӗҫтешӗн ачи патне Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама килнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ Андрей Макаров 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче службӑра вилнӗ. Унӑн хӗрӗ ҫурма тӑлӑха юлнӑ. Валерия халӗ 3-мӗш класра вӗренет. Вӑл Хӗл Мучи килсен хаваспах сӑвӑ каласа кӑтартнӑ, шкулта лайӑх вӗреннине пӗлтернӗ. Хӗл Мучи хӗрачана пылак ҫимӗҫ парнеленӗ. Валерия куншӑн питӗ савӑннӑ. Пакунлисем леш тӗнчене куҫнӑ ӗҫтешӗсене, вӗсен ҫемйисене манмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чиркӳ ирттерекен пысӑк уявсенчи кӗлӗсене Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартасси юлашки ҫулсенче йӑлана кӗчӗ. Кӑҫалхи Раштавра та ҫаплах пулӗ. Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий Раштав кӗллине Шупашкарти Ведени соборӗнче ирттерӗ. Тӳрӗ трансляцие Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче тата «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Православная Чувашия» (чӑв. Православиллӗ Чӑваш Ен) ушкӑнра кӑтартӗҫ. Раштав кӗлли кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пуҫланса кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |