Республикӑра
![]() sntrassvet.ucoz.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: дачӑра ҫын шӑнса вилме пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем Шупашкар районӗнчи «Унга» дачӑна ҫитнӗ. Унта вара 73 ҫулти арҫын выртнӑ, алли-ури шӑнса кӳтнӗ, тӑм илнӗ. Ун пирки ҫӑлавҫӑсене кӳрши, дачӑна йӗлтӗрпе ҫитнӗскер, пӗлтернӗ. Арҫын дачӑра пурӑннӑ-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем дачӑна юрҫӳренпе ҫитнӗ, ватӑ ҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем патне ҫитернӗ. Лешсем вара ӑна пульницӑна леҫнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем арҫын мӗншӗн дачӑра пурӑннине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра пӗр пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ. Сӑмах Канаш районӗнчи тӗп пульница пирки пырать. Вӑл Шӑхасан ялӗнче вырнаҫнӑ. Тек унта кӑшӑлвируспа чирлисене сиплемӗҫ. Унтан пациентсене кӑларнӑ, дезинфекци тунӑ хыҫҫӑн яланхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ, унчченхи пекех 120 койка пулӗ. Ҫапла майпа ҫынсем пульницӑра ытти профильпе те пулӑшу илме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() photosight.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ. Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ. Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ. Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "За рулем" сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашавтотрансӑн» Шупашкарти филиалне 82 миллион тенкӗпе сутасшӑн. «Вертэкс» техника бюровӗ» тулли мар яваплӑ общество предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне ҫак хакпа сутма лартнӑ. Куҫман пурлӑх йышӗнче гараж, стоянка валли лапам, транспорт развязки, автозаправка, икӗ ҫурт, 52,4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тара илмелли право пур. Сӑмах май, филиала унччен те сутма хӑтланнӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лот 79,4 миллион тенкӗ пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 138,9 миллион тенкӗпе сутма лартнӑ, ҫурла уйӑхӗнче – 99,2 миллион тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче пушар депоне хута янӑ. Вӗр ҫӗнӗскере нумаях пулмасть уҫнӑ. Депо Пӑчӑрлӑ Пашьел ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вырӑнти пуҫарулӑх проекчӗпе килӗшуллӗн хута янӑ. Проект 1 млн та 490 пин те 600 тенке кайса ларнӑ. Халӑхран 76900 тенкӗ пухнӑ, республика хыснинчен – 1 млн та 205 пин те 300 тенкӗ, вырӑнти хыснаран 224 пин тенкӗ ҫурӑ уйӑрнӑ. Депона кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов ытти ял тӑрӑхӗнче те пушар депоне уҫма палӑртнине каланӑ. Вӑл проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑ ял ҫыннисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fi.vnierkh.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса укҫа-тенке алла илесшӗн пулнӑ. Анчах унӑн хура ӗҫне чарса лартнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурт туянатӑп тесе суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ. Ҫурт вара пурӑнма та юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна сутакан ҫынпа вӗсем калаҫа татӑлнӑ. Пӳрте сутнӑ пекки туса Амӑшӗн капиталӗн укҫине алла илме тӗллевленнӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 54.mchs.gov.ru сайтри сӑн Шӑматкун Атӑл леш енче йӗлтӗрпе ярӑнакан хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» санатори ҫывӑхӗнче ярӑннӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳкнӗ те сылтӑм урине хуҫнӑ. Хайхискер хӑй тӗллӗн утайман та. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ун патне «Тайга» юрҫӳренпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма хӑйсен транспорчӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ хулапа виҫӗ район Шупашкарти аэродром ҫумӗнчи территорие кӗрӗ. Ку проекта хатӗрлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Аэродром ҫумӗнчи территорире 7 ҫум зона пулӗ. Вӗсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене хӑпартассипе хӑш-пӗр чару хуҫаланӗ. Раҫҫейӗн Сывлӑш кодексне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн аэропорт зонинче строительство ӗҫӗсене пуҫӑниччен строительсен хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет. Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, аэродром ҫумӗнчи территорие палӑртсан документсене хатӗрлесси тата строительство ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ. Аэродром ҫумӗнчи территорие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Сӗнтрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсем кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ. Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |