Республикӑра
![]() ok.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чтуай районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна кӗҫех суд тӑвӗҫ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ачана хур кӑтартнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав варринчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпан 26-мӗшӗччен вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ачине хӗненӗ. Ача вӑл хур кӑтартма пуҫланӑ самантра 11 ҫулта пулнӑ. Мӗн хистенӗ-ха ӑна ун ҫине алӑ ҫӗклеме? Ача уншӑн «йывӑр тиев» пулнӑ-мӗн. Ӑна пӑхма укҫа кирлӗ-ҫке. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Хӗрлӗ Чутай районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ. Вӑл куншӑн тӗрмене 7 ҫуллӑха ларма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tvtambov.ru сайтри сӑн Арҫын ун патне банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравланине ӗненнӗ те 400 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнарта арҫын полицие пынӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланине, хайӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнине пӗлтернӗ вӑл. Хайхискер лайӑх мар каланӑ: ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Капла ан пултӑр тесе палламан ҫын тӗрлӗ операци пурнӑҫалма ыйтнӑ. Вӑл каланине туса пырса арҫын тӗрлӗ счет ҫине 449 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru тунӑ видео скринӗ Чантӑрта сарайӗнче хир сыснисем пурӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть вӗсене вӑрмана хӑваласа янӑ. Хир сыснисем Чантӑра епле майпа лекнӗ-ха? Сунарҫӑсем амӑшне вӗлерсен ҫурисем вӑрмантан тахнӑ та сарайӗнче пурӑнма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9-ӑн пулнӑ. Кил хуҫи вӗсене тырӑ ҫитеркеленӗ. Сарайӗнчи хир сыснисем пирки вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Пушӑн 11-мӗшӗнче ведомствӑн специалисчӗсем тискер чӗрчунсене вӑрмана хӑваласа янӑ. Хир сыснисем Атӑл еннелле чупнӑ. Ҫапла вӗсем хӑйсен вырӑнӗнче, вӑрманта, пурӑнӗҫ. Пӗр специалист вӗсен йӗрӗпе кайнӑ. Хир сыснисем ҫырма таран ҫитнӗ, унта вӗсене ҫимелли вырӑн кӗтнӗ. Ӑна вӗсем каялла ан таврӑнччӑр тесе ятарласа хунӑ. Ҫитес вӑхӑтра унта ҫимелли хурсах тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() poisknews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи ҫула Раҫҫейре Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ӑна йӗркелессипе ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ тӑрӑшӗ. Кун пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма Денис Спирина, экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен минситрӗн ҫумне, ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти ачасем Кубань тӑрӑхне канма тухса кайӗҫ. Унти «Термы» сиплев ҫурчӗ Чӑваш Енри ачасене ыркӑмӑллӑх шучӗпе сиплет. Кубань тӑрӑхӗ 25 ҫемьене йышӑнӗ. Унта сусӑр ачасене илсе кайӗҫ. Организаци ыр кӑмӑллӑхҫӑсем пулӑшнипе ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри – Александр Удодов усламҫӑ. Проекта Мускаври «Ҫветтуй Лука» фонд, Вырӑс православи чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗ йӗркеленӗ. Улатӑрта сусӑр 200-е яхӑн ача пурӑнать. Вӗсемпе тӗллевлӗӗҫлекен чи ҫывӑх учреждени те 200 километрта, Шупашкарта, вырнаҫнӑ. Улатӑрти епархи ҫумӗнче йӗркеленӗ центр 25 сусӑр ачашӑн тӑван кил евӗр пулса тӑнӑ. Унта ачасемпе логопед, психолог, дефектолог, массажист, физкультура инструкторӗ ӗҫлеҫҫӗ. Арт-терапи тата хореографи енӗпе занятисем иртеҫҫӗ, театр тата хор кружокӗсем пур. Улатӑрти виҫӗ ҫемье Краснодар тӑрӑхӗнчен канса килнӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() professionali.ru сайтри сӑн Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫын тӑванӗсенчен, банкран кивҫен илсе тултарнӑ. Пӗтӗмпе 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Унӑн халӗ явап тытма тивӗ. 2018 ҫулта 66-ри арҫын тӑванӗсенчен 800 пин ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Тӗрлӗ сӑлтав шутласа тупнӑ вӑл, ҫав шутра – ӗне ферми уҫассине те. Кредит организацийӗнчен те ҫак сӑлтавпа 375 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӑйӗн татман кредитсем пуррине каламан, уйӑхсерен тӳлеме пултарассине ӗнентернӗ. Анчах арҫын укҫана тавӑрса пама васкаман. Вӑл нимӗнле услам та уҫман, нухрата урӑх тӗллевпе пӗтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. Вӑл паян ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: 14 сехетре вӑл шкултан тухнӑ, Кадыков урамӗ еннелле утнӑ, анчах киле ҫитеймен. Хӗрача кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 130 сантиметр ҫӳллӗн, ҫурӑм хыҫне хӗрлӗ-кӑвак рюкзак ҫакнӑ. Унӑн телефонӗ пӗрле пулман. Хӗрача ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫсӗррисене регистрацилемелли вӑхӑтлӑх правилӑсене тӑсасшӑн. Кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫсӗр ҫынсене онлайн-мелпе регистрацилерӗҫ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ҫӗнӗ йышӑну проектне хатӗрленӗ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, онлайн-регистрацие регионсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсма пултарӗҫ. Ӗҫсӗррисене ӗҫсӗрлӗх центрӗсене пымасӑрах регистрацилес йӗркене пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑнчӗҫ. Кирлӗ мӗнпур документа ӗҫсӗрлӗх служби патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсенчен хӑй тӗллӗн пухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре саниатри вертолетне тара илес енӗпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак 46 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Республикӑри катастрофа тата васкавлӑ медпулӑшу медицинин центрӗ аукицион ирттересси пирки пушӑн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн, вертолетӑн ҫулталӑкра 53 хутчен вӗҫмелле. Пӗр сехет вӗҫевӗн 191 пин тенкӗрен ытларах пулмалла мар. Ӑшӑ ҫанталӑкра шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑн вертолетӑн ҫур сехетрен кая мар вырӑна кайма тухмалла. Хӗлле ку вӑхӑт 1 сехетпе танлашать. Аукциона пушӑн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Мари Элпе пӗрле санитари вертолетне тара илнӗ. Ун чухне 1 сехет вӗҫев 231 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче Щербаков урамӗнче пурӑнакансем кӗрт йыттисен тискер хӑтланӑвне курнӑ. Вӗсем йытта туласа тӑкнӑ. Ҫакӑ йӑлтах ҫынсен куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. «Эпир кӑшкӑрнине, алӑпа сулкалашнине вӗсем шута хумарӗҫ те. Ку йытӑсем ҫынна, уйрӑмах ачасене, тапӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем стадион хыҫӗнчи юхӑннӑ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ», - тенӗ вӗсем. Ҫынсене пӗр ыйту канӑҫ памасть: мӗншӗн мӗнле те пулин мера йышӑнмаҫҫӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |