Республикӑра
![]() Анатолий Аксаковӑн халӑх тетелӗнчи страницинчи сӑн 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче шкул ҫунма тытӑннӑ. Инкекре 106 ача тата 4 вӗрентекен вилнӗ. Унтанпа нумай ҫул иртнӗ, ҫапах хуракассем ҫак хура кун алӑк умне пухӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Паян та Хуракассинче вилнисене асӑнса митинга пухӑннӑ. Ҫав кун, 1961 ҫулта, шкулта акт залӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Кӳршӗ пӳлӗмре физика вӗрентекенӗ аслӑ класра ӑс пухакан икӗ ачапа пӗрле кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Бензинпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран ҫулӑм тухнӑ. Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫине пытарнӑ. 1994 ҫулта инкек пулнӑ вырӑнта палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() krasota.pskovlive.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫавна май тухтӑрсен ӗҫӗ кунра-кун йывӑрланать. Йывӑр лару-тӑрура вӗсене пулас медиксем, студентсем, пулӑшӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсене аслӑ шкулта е колледжра аслӑ курссенче вӗренекен студент-медиксем пулӑшӗҫ. Халӗ республикӑра нимеҫӗсен штабӗсене те йӗркеленӗ. Нимеҫӗсем тухтӑрсем валли транспорт хатӑрлеҫҫӗ, пациентсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, эмелсем илсе ҫитереҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухакан 70-е яхӑн студент тухтӑрсене «хӗрлӗ зонӑра» пулӑшма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадисенче те ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти медицина колледжӗн 50-а яхӑн студенчӗ поликлиникӑсенче медсестрасене пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче онлайн йышӑну пӳлӗмӗсем ирттерессине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шкулсенче иккӗмӗш чӗрӗк пуҫланӗ. Ашшӗ-амӑшне тата ачасене темӗн те кӑсӑклантарать: шкулта епле графикпа вӗрентесси, ача пахчисем епле ӗҫлесси, техникумсен студенчӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентмӗҫ-и... Ҫак ыйтусене Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хуравлӗ. Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Виктор Кочетков ҫынсен ыйтӑвне хуравлӗ. Унпа ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ самантсене хускатма май килӗ. Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене тата чӗрепе юн тымарӗсен, ҫавӑн пекех сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе нушаланакансене килте ларма сӗнекен хушу кӑларчӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсен пульницӑна е аптекӑна каймалла, суд органӗсене е лавккана ҫитсе килмелле пулсан, йытӑ уҫӑлтарма, физкультурӑна тата зарядка тума ҫеҫ урама тухмалла. Ӗҫе каякан ватӑсене те ҫул ҫӳреме чармӗҫ. Ҫавна май пирӗн республикӑра «Эпир пӗрле» нимеҫӗсен штабӗ ӗҫе пуҫӑнассине пӗлтернӗ. Вӗсен йышне кӗме никама та чармаҫҫӗ. Ӳрӗклӗх тата ырӑ кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Павлов Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫипе Валерий Павловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем тӗплӗ калаҫу вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх таварӗсене халӑх патне илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра канашланӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине ҫак ятсемпе: анлӑ кӑларать: «Vкусная линия», «Чувашский сувенир, «Сетнер», «Сарпике», «Юлташ», «Хуняма» тата «Родная малиновка». Пирӗн республикӑра райпо лавккисем пин ытла. Кунсӑр пуҫне обществӑлла апатлану предприятийӗсем сахал мар. Чӑваш Ен Правительстви Чӑвашпотребсоюза шкулсенче ачасене апатлантарма таварпа тивӗҫтерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ӗҫсӗр ҫынсене ҫӗнӗ пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫлӗх служби хыпарлать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма пӗлӳ илме 1300 ҫынна янӑ, ҫав шутран 628-шӗ — Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсем. Хӑш енӗпе вӗренме ярасси рынокра паян епле специалистсем кирлинчен килет. Сӑмахран, ҫӗвӗҫе, парикмахера, интерьер дизайнерне, чӗрне хитре сӑрлама вӗрентеҫҫӗ. Бухгалтерсемпе «В» категориллӗ водитель пулма та вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Пӗлӳ илме ытларах чухне хӗрарӑмсем килӗшеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 628 ҫынран 394-шӗ — хӗрарӑмсем. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре «Росинка» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 240 ача валли вырӑн хатӗрленӗ. Палӑртмалла: ку ача пахчи Ҫӗрпӳ хулинче – чи пысӑкки. Унта ачасен 12 ушкӑнӗ пулӗ. Ача пахчинче бассейн, спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пулӑшӑвӗ паракан пӳлӗм, Лего-студи, мультипликаци студийӗ, агролаборатори, столяр мастерскойӗ пур. Ача пахчине хута яма 217 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тума тытӑннӑ, ҫав ҫулах раштаван 25-мӗшӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах срока каярах та каярах куҫарса пынӑ. Акӑ тинех ача пахчи официаллӑ майпа уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vfl.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Васанти шкулта ӗҫ саккунне пӑснӑ. Унта хуралҫа ӗҫрен кӑларса янӑ. Приказа шкул директорӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче шӑрҫаланӑ. Унта вӑл хуралҫӑ хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах рабочи ун пек заявлени ҫырман та. Ӗҫ саккунне пӑснине вырӑнти прокуратура асӑрханӑ. Вӑлах Шӑмӑршӑ район админстрацине ӗҫ саккунне пӑснине пӗтерме хушса хут ҫырнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ, хуралҫа ӗҫе илнӗ. Районтисем те директора явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nekouzcrb.ru сайтри сӑн Тутарстанра пурӑнакан арҫын хӑйӗнпе паллӑ юмӑҫ пек паллаштарса Чӑваш Енри ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33-ри хӗрарӑм полицие пынӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче опытлӑ юмӑҫӑн Виктория Железновӑн пӗлтерӗвне асӑрханӑ, унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна пӑснине каланӑ. Ӑна сирме 7 пин тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм укҫине куҫарсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине пӗлнӗ. Оперативниксем Зеленодольск хулинче пурӑнакан 25 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енри тепӗр ҫынна та улталани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун чухне ӑна 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ. Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |