Республикӑра
![]() yandex.com сӑӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Правительство пайташӗсем «Валдай 45Р» юханшыв трамвайӗпе Сӗнтӗрвӑррине ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Тӳре-шара хӑйсемпе пӗрле журналистсене те йыхравланӑ. Ҫӗнӗ йышши транспорта Чулхулари Р.Е. Алексеев ячӗллӗ Тӗп конструктор бюровӗнче шухӑшласа кӑларнӑ. 45 вырӑнлӑ трамвай сехетре 65 километр таран хӑвалама пултарать. Ӑна Чӑваш Ен ҫитес ҫул туянма ӗмӗтленет. Унпа пассажирсене тата туристсене Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине тата Куславккана турттарма палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, халӑх йышлӑ ҫӳресен пӗр трамвай туяннипех ҫырлахмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Варламова авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл – 36 ҫулта. Аппӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен нумайлӑха тухса кайман. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, анчах телефонӗ сӳннӗ. Настьӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тӑванӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ, Настя ҫӳренӗ кафесене кӗнӗ. Пульницӑсемпе моргсене те тӗрӗсленӗ. Тусӗсем те Настя ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Унӑн сулахай хулӗ ҫинче чӗрепе кинжал ӳкернӗ татурировка пур. Хӑй вӑл 175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм хура костюм, сӑрӑ футболка, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Сӑрҫи» заповедник туна видеори скрин «Сӑрҫи» заповедник пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнче упа фотоловушка камери ҫине лекнӗ. Ҫавна май кӑмпа пуҫтарма ҫӳрекенсене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Упана камера ӗнер, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 17 сехет те 6 минутра ӳкернӗ. Камерӑна малтан упа лекнӗ, тепӗр 20 минутран кадра кӑмпа пуҫтаракан хӗрарӑм кӗнӗ. Заповедникӑн хурал пайӗн патшалӑх инспекторӗсем кӑмпаҫӑсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере кӑмпаҫӑсен тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, тепӗр 5 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Вӗсем – вырӑнти ҫынсем кӑна мар, ытти районта тата хулара пурӑнакансем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ. Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ. «Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://kartarf.ru/subekty/chuvashiya сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче – карантин. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Dshalikov.livejournal.com сайтри сӑн ЧР Культура министерстви Роспотребнадзора архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк пама ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех театрсемпе концерт ӗҫӗ-хӗлне ҫӗнӗрен йӗркелеме ыйтнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кинотеатрсене уҫма тӑхтанӑ, музейсемпе архивсене вара Роспотребнадзор ӗҫлеме ирӗк панӑ. Артистсем репетицисем ирттерме пултараҫҫӗ – ирӗк панӑ, анчах куракансен пулмалла мар. Алла Салаева вице-премьер каланӑ тӑрӑх, хушӑвӑн проектне хатӗрленӗ, Роспотребнадзор ӑна ырланӑ. Паян документа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sterhluki.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне ултавҫӑ 50 хутран ытла шӑнкӑравланӑ. Ҫапах вӑл ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса яма пултарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑмӑн кредит пур, ӑна часрах тӳлесе татмалла имӗш. Лешӗ телефон ҫине сарӑм лартмаллине, онлайн майпа ссуда илмеллине пӗлтернӗ. Ку итленӗ, кайран хӑйех ҫав ҫынна 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа куҫсан тин хӗрарӑм йӑнӑш тунине ӑнланнӑ, полицие ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ. Ҫурлан 27-мӗшӗнче ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ултав мелӗпе 2 миллион ытла тенкӗ илнӗ. Пӗр хӗрарӑм патне ултавҫӑ пӗр кунра 50 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvashiya.livejournal.com сайтри сӑн Патӑрьел районӗнче санкцилемен ҫӳп-ҫап купи тупнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене 1 гектар лаптӑк ҫӗр ҫине пенӗ. Унта строительство, йӑлара усӑ курнӑ, ял хуҫалӑх ҫӳп-ҫапӗсем пур. Ҫӳп-ҫап купи епле майпа пухӑннӑ? Ҫак ҫӗр камӑн харпӑрлӑхӗ шутланать. Патӑрьел районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Семен Солодянкин «СТС» телеканалпа пыракан «Русские не смеются» (чӑв. Вырӑссем кулмаҫҫӗ) кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Унта хутшӑнассишӗн вӑл темиҫе хут та заявка ӑсатнӑ. Семен патне утӑ уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫамрӑк арҫын хӑйӗн ҫинчен видеоролик ӳкерсе ярса панӑ. Кайран ӑна шоун тӳри пулма йыхравланӑ. Кӑларӑма Сергей Светлаков, Михаил Галустян тата Александр Незлобин ертсе пыраҫҫӗ. Шоу валли виҫӗ сехете яхӑн ӳкернӗ. Семен ӳкерӗннӗ кӑларӑм авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче эфира тухӗ. Телекӑларӑмра ҫӗнтерекенсем 1 миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |