Республикӑра
![]() Республикӑра планетари тӑвасси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. 2016 ҫулта ЧР Элтеперӗ «А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Ӑна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра хута яма, унпа пӗрлех парка та ҫӗнетме палӑртнӑччӗ. Планетари 2018 ҫулта уҫӑлмаллаччӗ. Халӗ планетарие тепӗр 2 ҫултан тума тытӑнасса шантарнӑ. Ку тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ун валли 4 пин тӑваткал метр лаптӑк хатӗрлеме палӑртнӑ. Проектпа смета документацийӗ хатӗр. Федераци хыснинчен – 641,2 млн, Чӑваш Ен хыснинчен 160,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Планетарие 2025 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() roeselienraimond.com сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ҫырла пуҫтарма кайнӑ. Вӑл ҫӗлен сӑхнине те сисмен. Кӑштахран ывӑннине, пуҫ ҫаврӑннине, хырӑм ыратнине туйнӑ, хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑна илсе ҫитерсен унӑн артери юн пусӑмне те виҫеймен, вӑл анса ларнӑ. Чӗри минутра 120 хутчен тапнӑ, хӗрарӑм аран сывланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлма пултарнӑ. Хӗрарӑмӑн анафилактика шокӗ ҫӗлен наркӑмӑшне пула аталанни палӑрнӑ. Унӑн шалти органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анестезиологсемпе реаниматологсем интенсивлӑ терапи ирттернӗ. Пӗр талӑкран пациентӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тӗслӗх юлашки хутчен 2017 ҫулта пулнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() neftegaz.press сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ шутланакан ашшӗ-амӑшне, ача усрава илнисене, опекунсене ачисене шкула яма республика хыснинчен пулӑшӗҫ. «Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, укҫана кашни ача пуҫне 5-шер пин тенкӗ памалла. Ҫав йышӑнӑва кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва кура тунӑ. Анчах укҫа пур ҫемьене те тивӗҫмӗ. Ҫемьери кашни ҫын пуҫне тивекен тупӑш Чӑваш Енре пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалтарах пулсан ҫеҫ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Nazaccent.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Элӗк тата Вӑрнар районӗсенче археологи япалисем шыранӑ, вӗсене тупнӑ. Анчах ҫакна тума вӗсен ирӗк пулман. Куншӑн халӗ арҫынсен суд сакки ҫине ларма тивӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче вӗсем ҫӳлерех асӑннӑ районсенче тенкӗсем, йӑлара усӑ курмалли япаласем чакаласа тупнӑ. Арҫынсем ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курнӑ: металлодетекторпа тата металлошыравҫӑсемпе. Арҫынсем ҫӗр сийне сиенлетнӗ. Вӗсем тупнӑ япаласем – 18-мӗш ӗмӗрти, истори, ӑслӑлӑх тата культура пӗлтерӗшлисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ. «Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра. Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ... Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Етӗрне хулинче пулнӑ. Унта вӑл «Полимерстрой» предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ организаци халӑхран полиэтилен юлашкине пухса тирпейлеме хатӗр. Ҫутҫанталӑкра пластмасса темиҫе ҫӗр ҫул ирӗлет. Ӑна пуҫтарса тирпейлени ҫутҫанталӑкшӑн та усӑллӑ пулӗ, производительсемшӗн те вӑл – йӳнӗ чӗртавар. Полиэтилена тӗрлӗ мелпе усӑ курма май пур. Эпир маларах асӑннӑ «Полимерстрой» предприяти пластмассӑран стрейч пленка хатӗрлет. Ӳлӗмрен предприяти производствӑна тата аталантарасшӑн. Производство валли хӑйӗн оборудованине хута яма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ. Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район ертӳҫисем хӑйсем патӗнче туризма аталантарасшӑн, агропромышленность паркӗ йӗркелесшӗн тата тимӗр-бетон изделийӗсене ҫӗнӗлле меслетпе кӑларакан производство уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки район администрацине нумаях пулмасть ертсе пыма тытӑннӑ Сергей Беккер ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулсан каланӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ. Района аталанма кансӗрлекен ыйтусен шутӗнче Сергей Беккер хальхи вӑхӑтри тасатмалли сооружени ҫуккине тата йӑлари хытӑ каяш вырӑнне рекультивацилессине палӑртнӑ. Олег Николаев сооружени тӑвассипе муниципалитета хастар пулма чӗнсе каланӑ. Вырӑнтисем проект хатӗрлесен республика та пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Хальлӗхе кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Анчах шупашкарсем Атӑл леш енче ҫакна пӑхмасӑрах электронлӑ кӗвӗ фестивалӗсем, ташӑ каҫӗсем, вип-каҫссем ирттереҫҫӗ. Вӗсене 500 ҫын таранах пухӑнать-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те массӑллӑ мероприяти пулнӑ. Унта тӳлевсӗрех е ыркӑмӑллах валли укҫа парсан кӗртнӗ. Унта чӑваш ди-джейӗсем пулнӑ. Салют та янӑ. Ирхине унта канакансем ҫутҫанталӑкпа киленнӗ, апатланнӑ, кальян туртнӑ. Республикӑра вара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине йышӑннӑ. Массӑллӑ мероприятисене ирттернине «Про Город» тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри сӑн Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов ашшӗпе пӗрле Етӗрне районӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варрине ишсе ҫитсен пуҫӗпех шыва путнӑ хӗрачана курнӑ та ӑна пӗр тӑхтамасӑр пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан хӗрачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак хӗрача яла тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ-мӗн, шӑрӑх ҫанталӑкра шыва кӗме шутланӑ. Юрать, вӑл путнине 8-мӗш класс пӗтернӗ Сергей курнӑ. Арҫын ача ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать. Вӑл программист пуласшӑн. Хӗрачан тӑванӗсем Сергея тав тӑваҫҫӗ. Арҫын ачан шухӑшӗпе вара, вӑл паттӑрла ӗҫ туман, ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |