Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус саманинче ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче учетра тӑракансем йышланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Ӗҫлӗх центрне каякансен йышӗ ӳсни кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе вӑйлӑ сисӗннӗ. Пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫавӑн пеккисенчен 28,8 пин ытла заявлени йышӑннӑ. Унччен официаллӑ майпа тӑрӑшманнисем те ку саманара ӗҫлӗх центрӗсене кайма тытӑннӑ. Унччен ӗҫлеменнисемпе чылайранпа ӗҫсӗр ларнисем те ҫавӑнта учета тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗх центрӗсенче 22,9 пин ҫын шутра тӑнӑ. Ку вӑл вӑйпиттисен 3,8 проценчӗ пулать. Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри 1,5 пин ытла ӗҫе вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shumerlya.bezformata.com сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Унта 110 ҫын инфекциленнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе оперштаб ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ района ҫитнӗ. Вырӑнти халӑха лару-тӑру пирки ытларах хыпарласа тӑма йышӑннӑ, вырӑнтисем вара общество вырӑнӗсене дезинфекцилӗҫ. Тепӗр тесен, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ку ӗҫе пуш уйӑхӗнчех тума пуҫланӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа чирлӗ ҫынпа хутшаннӑ 19 ҫын режима 29 хутчен пӑснӑ. Маска тӑхӑнмасӑр ҫӳрекенсем те пулнӑ. Оперштаб ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ палӑртнӑ тӑрӑх, района инфекцие ют регионта вахта мелӗпе ӗҫлекенсем, ют тӑрӑхран ҫитнисем ытларах илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧР ШӖМӗн ертӳҫине ҫумне – полици пуҫлӑхне Александр Смирнова савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Вӑл урӑх ҫӗрте тӑрӑшӗ. 41 ҫути Александр Смирнов РФ ШӖМӗн Чукотка автономи округӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулӗ. Вӑл Чӑваш Енре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ, пирӗн пата Мари Элтен килнӗ. Унччен Орлов тата Новгород облаҫӗсенче тӑрӑшнӑ. Халӗ ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн Виктор Шмаковӑн пӗр ҫум Александр Арапов тӑрса юлнӑ.Тепӗр ҫумӗ Леонид Вакс ака уйӑхӗнче Краснодар крайне ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме юрать. Ача ҫуртӗнче темле лайӑх пулсан та килтине нимӗн те ҫитмест. Унта ачасем ҫемьери хутшӑнусене кураҫҫӗ, пӗр-пӗринпе епле тытмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Ку ҫеҫ те мар. Ялан ача ҫуртӗнче пурӑнни йӑлӑхтарать-ывӑнтарать. Ҫемьере пурӑнни вӗсемшӗн уяв пекех. Унта йӑлтах урӑхла. Каникул вӑхӑтӗнче тӑлӑхсене пӗр-пӗр ҫемьене илес тесен ача ҫурчӗсене ҫитсе заявлени ҫырмалла. Ачана иличчен ҫемьесен ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлеменнине тата чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнманнине справкӑпа ӗнентермелле. Ҫав справкӑна вӗсен ачана киле илсе кайиччен виҫ кун маларах илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ. «Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Ҫимӗк уявне кӑмӑлтан хатӗрленнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Бардасов пуринчен малтан тӑрса кил-ҫурта тирпейленӗ, кил картине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Паян Ҫимӗк мунчи кӗрессине асра тытса 77 тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухнӑ, ҫамрӑк хурӑн милӗкӗ хатӗрленӗ. Эльза Кетмелева каҫхи вӑййа тухас тесе пуҫ кӑшӑлӗ тунӑ, курӑк пуҫтарнӑ, ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ курӑк тутанса пӑхӗӑ, тутлӑ икерчӗ пӗҫернӗ. Халапсинсем ҫемйипех Ҫимӗке хатӗрленнӗ. 77 тӗрлӗ курӑка пухнӑ хыҫҫӑн Вова пиччӗшӗпе, амӑшӗпе кукӑль-пӳремеч пӗҫернӗ. Ытти ача та Ҫимӗк ҫӗннине юратать, тасалӑха ырлать тесе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Вӑрманти юмах» санатори вырӑнне обсерватор йӗркеленӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑннисене, ют ҫӗршывран таврӑннисене ике эрнелӗхе карантина вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Вӑрманти юмах обсерватортан юлашки пациентсем киле кайнӑ. Ӗнер унта дезинфекци тунӑ. Санаторие ачасене йышӑнма хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта ачасем канма пуҫлӗҫ. Тепӗр обсерватор «Кӗрен парӑс» санаторире йӗркеленӗ. Хальлӗхе вӑл ҫаплипех йышӑнӗ. Унта халӗ 12 ҫын карантинра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() m.fishki.net сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата икӗ ҫынна чикӗ леш енчен таврӑнма патшалӑх пулӑшнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗш каҫхине ятарлӑ авиарейссемпе Мускава Корейӑран тата Израильтен хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене илсе килнӗ. Чӑваш Енри ҫынсем те пулнӑ. Пурӗ иккӗн. «Шереметьево» аэропортран вӗсене Мускав облаҫӗнчи «Пушкино» санаторири обсерватора илсе кайнӑ. Ыран вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие илсе килӗҫ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 284 ҫын чикӗ леш енче тӑоса юлнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри 92 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 22 – Индирен, 15 – Таиландран, 11 – АПШран, 5 – Узбекистанран, 5 – Испанирен, 5 – Германирен, 5 – Турцирен, 5 – Индонезирен, 4 – Италирен, 2 – Грецирен, 2 – Кипртан, 2 – Великобританирен, 1 – Латвирен, 1 – Португалирен, 1 – Таджикистанран, 1 – Шри-Ланкӑран, 1 – Иорданирен, 1 – Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенчен, 1 – Кӑнтӑр Африкӑран, 1 – Корейӑран, 1 – Израильтен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикари пушарпа кӗрешекен служба тунӑ сӑншдд Ҫӑлавҫӑсен темӗн тума та тивет . Нумаях пулмасть ав санчӑрпа яваланса ларнӑ йытта ҫӑлма тӳр килнӗ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнче хуҫисем сӑнчӑрпа яваланнӑ йытта хӑйсем тӗллӗн пулӑшайман – ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Дружок ятлӑскер сӑнчӑр капкӑнне лекнӗ. Тӑватӑ ураллӑ тус хускалнӑҫемӗн сӑнчӑр тата хытӑрах явакланса пынӑ, кӗлеткине хӗстернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен гидравлика инстуменчӗсемпе усӑ курса йытта капкӑнран хӑтарнӑ. Чӗрчуна хуҫине тӗрӗс-тӗкелех панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |