Республикӑра
![]() «Мой бизнес» (чӑв. Манӑн услам) центр усламҫӑсем валли тӳлевсӗр онлайн-марафон ирттерӗ. Усламҫӑ ӗҫне аталантарас, тавара сутассине тата пулӑшу кӳрессине тӗнче тетелӗ урлӑ сарас йӗркепе паллаштарӗҫ. Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ теҫҫӗ те, ҫакӑ услам ӗҫӗнче те тӗрӗс. Апла пулсан брендинг мӗнне те ӑнлантарӗҫ. Марафон утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пырӗ. Усламҫӑсене тӗрлӗ темӑпа вӗрентӗҫ: ваккӑн сутасси, курттӑм сутасси, строительство ӗҫӗ тата ҫурт-йӗре илемлетесси, илем сфери, аграри секторӗ тата ытти те. Ӗҫе пуҫӑнакансемпе усламҫӑсем вебинарсене хутшӑнайӗҫ. Пӗлменнине бизнес-тренерсемпе экспертсенчен уҫӑмлатма май килӗ. Тӳлевсӗр онлайн-марафона хутшӑнас тесен hot-event.ru сайтра регистрациленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура асӑннӑ хулари хуҫасӑр йытӑсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ муниципалитетра хуҫасӑр чӗрчунсене тытас, вӗсене ятарлӑ вырӑнта усрас ыйтусене татса паман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ ятарлӑ тӗрӗслев хыҫҫӑн. Хуҫасӑр чӗрчунсемпе ӗҫлессишӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Ку йӗркене федераци саккунӗнче ҫырса хунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ку ыйтупа пачах ӗҫлемен теме юрать. Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассишӗн яваплисене унтисем ҫирӗплетмен. Хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫине тӑманран прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине яваплӑха хӑй ҫине илме хистенӗ. Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта халӑхран тата предприяти-организацисенчен йӑлари хытӑ каяш пухас ыйтӑва хускатнӑ. Каяша турттарассипе регионти оператор шутланакан «Экоцентр» предприяти валли пӗр тариф ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара йӑлари хытӑ каяшӑн пӗр куб метрӗ 382 тенкӗ те 30 пуспа танлашӗ. Асӑннӑ тариф вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн хулара пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 62 тенкӗ те 76 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, ялта пурӑнакансем – 50 тенкӗ те 2 пус. Тепӗр майлӑ каласан, хуларисемшӗн хак чакӗ, ялтисемшӗн кӑштах ӳсӗ. Анчах малтан пӗлтернӗ пек 20 процент мар, самай сахал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() volsklife.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене уявпа саламланӑ. Раҫҫей почтин кунне утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. «Коронавирус инфекцине сарӑлма чарас тӗллевпе йышӑннӑ чарусем вӑйра тӑнине пӑхмасӑр, хӑйсен ӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан тата республикӑри халӑха почта пулӑшӑвӗпе сервисӗн мӗнпур тӗсӗпе туллин тивӗҫтерекен почтальонсемпе операторсене, сортировщиксемпе водительсене чунтан тав тӑватӑп. Эсир ҫине тӑрса тӑрӑшнипе республикӑра хаҫатсемпе журналсен тиражӗсем сыхланса юлаҫҫӗ, ҫырӑнса илекен кӑларӑмсен шучӗпе Чӑваш Ен тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑнать», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗнче чутах ача путса вилмен. Ӑна хӗрачапа арҫын ача пулӑшнӑ. 14-ри арҫын ача пӗвере матрас ҫинче ишнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен ушкӑнӗ шыва кӗнӗ. Матрас ҫинчи Семен шыва ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. 17-ри Ксения Афанасьева чи асли пулнӑ май пулӑшма васканӑ. Ун патне ишсе пынӑ, анчах Семен ӑна ярса тытнӑ, хӗрача шывпа чыхӑнма пуҫланӑ. Ксения пӗччен туртса кӑлараймассине ӑнланса пулӑшу ыйтма чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ та Семен патне васканӑ. Анчах жилет иккӗшне чӑтайман. Алексей ҫыран хӗрринче тӑракан шӑллӗне тепӗр жилет персе пама кӑшкӑрнӑ. Вӑл ӑна путакан ачан хырӑмӗ айне хунӑ та ҫыран хӗррине ишме пуҫланӑ. Ксюша аслисемпе пӗве хӗррине ҫитнӗ. Семенӑн амӑшӗ, тухтӑрта ӗҫлекенскер, вӑйсӑрланнӑ арҫын ачана медпулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novorossiysk.vita-travel.com сайтри сӑн Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче ачасен парӑс регати пӗрремӗш хут иртӗ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халаллӗҫ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче иртӗ. Ачасем Шупашкарти кӳлмеке тата Мускав районӗнчи Атӑл ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. «Оптимист» тӗнче класлӑ яхта штурвалӗсен умне 9-13 ҫулсенчи спортсменсем тӑрӗҫ. 13-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем «Луч», «Ракета» наци класлӑ шверботсемпе пулӗҫ. Тупӑшӑва 20-е яхӑн яхта хутшӑнмалла. Хусанти тата Чулхулари ҫамрӑк яхтсменсем те ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kidsvisitor.com сайтри сӑн ЧР Правительстви харпӑр ача пахчисенче шӑпӑрлансем валли вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫапла майпа влаҫ харпӑр ача пахчисене укҫа енчен пулӑшӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство субсиди памалли тата вӗсене тивӗҫмешкӗн суйлав конкурсне ирттермелли йӗркене хатӗрленӗ. Кӑҫал харпӑр ача пахчисенче 64 вырӑнлӑх 7 ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ. Республика хыснинчен 7,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, пӗр вырӑна 122,14 пин тенкӗ тӑкакланӗ. 2022 ҫулччен 110 вырӑнлӑх 12 ушкӑн йӗркелесшӗн. Чӑваш Енре лицензи илнӗ 4 харпӑр ача пахчи пур. Вӗсем пурте – Шупашкарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри тутарсен наци автономийӗн председателӗ Фарит Гибатдинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «Татар-информ» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Шупашкарти пульницӑна ӳпке шыҫҫипе илсе ҫитернӗ. Кун пирки Фарит Гибатдинов халӑх тетелӗнчи страницинче те пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унӑн инфаркт пулни пирки хыпарланӑ. Фарит Гибатдинов 1959 ҫулта Комсомольски районӗнчи Урмаелте ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе республикӑра тутар юррисен «Урмай моны» ҫамрӑксен фестивалӗ 25 ҫул иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн «Суор» директорӗ Владимир Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Владимир Ермолаев, «Суор» тӗп директорӗ пулнӑ чух, налуксем тӳлемен. Вӑл налук декларацине суя сведенисем кӗртнӗ. Ҫак тапхӑрта Ермолаев 107 ытла миллион тенкӗ налук тӳлемен. Унӑн компанийӗпе унӑн керменӗнче ӗҫленӗ стройфирма хушшинче те йӗркене пӑсни пулнӑ. Халӗ Ермолаевӑн Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче йывӑҫсен хушшинче вырнаҫнӑ пысӑк керменне арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() info-rm.com сайтри сӑн Чӑваш Енре Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. 27-ри арҫын суя документпа усӑ курнӑ-мӗн. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра 25 пин тенкӗпе руль умне ларма ирӗк паракан суя удостоверени илнӗ. Хайхискер унпа кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех усӑ курнӑ. Мускав ҫыннине Куславкка районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне унӑн водитель прави суя пулнине палӑртнӑ. Мускав арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 1 ҫул ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |