Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче дамбӑра трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ те пӗвене чӑмнӑ. Ҫакна ҫынсем курнӑ, пулӑшма пынӑ. Анчах кабинӑра тракторист пулман. Вӑл ӑҫта? Ӑна шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсем шырама пуҫланӑ. Водолазсем пӗве тӗпне йӑлтах тӗрӗслесе тухнӑ. Анчах арҫынна тупайман. Вӑл вара инкек вырӑнӗнчен тарнӑ иккен. Трактор ҫаврӑнса ӳксен арҫын кабинӑран хӑй тӗллӗн тухнӑ та вырӑнтан ҫухалнӑ. Трактора ял ҫыннисем тепӗр трактор пулӑшнипе туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Тискер чӗр чунсенчен урнӑ чире сараканнисем чи малтанах – тилӗсем. Пӗлтӗр 2275 тилле шута илнӗ. Чӑваш Енре вӑрмансенче урнӑ чиртен пулӑшакан вакцинӑсем хурса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 26 пин доза. Тискер чӗрчунсене ҫулталӑкра икӗ хутчен вакцинацилеҫҫӗ: ҫуркунне тата кӗркунне. Ҫуркунне валли 26 пин доза килнӗ. Вакцинӑсене чӗрчунсен шӑтӑкӗ тӗлне хурса хӑвараҫҫӗ. Брикет шӑрши чӗрчунсене илӗртет. 1 тӑваткал километр ҫине 20-25 брикет хураҫҫӗ. Чӗрчун вакцинӑна ҫисен 21 кунран ҫулталӑклӑха иммунитет пулать. Чӑваш Енре вакцинӑсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хурса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() petvesti.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канашри пӗр кафене палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе прокурор тесе паллаштарнӑ. Вӑл 4 ҫын валли апат саккас панӑ, 9 сехет валли илсе килме ыйтнӑ. Кафе ертӳҫи саккаса илсе ҫитерме хӑйӗн ӗҫченне шаннӑ. Ҫул ҫинче ун патне ҫав арҫын шӑнкӑравланӑ, темиҫе телефон счечӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 17 пин тенкӗ хунӑ. Саккаспа вырӑна ҫитсен йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: прокурорсенчен нихӑшӗ те апат саккас туман. Ҫав ултавҫа шырама пуҫланӑ. Ку ӗҫе Краснодар крайӗнчи 44 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ун ҫумӗнче темиҫе телефон, банк карттисем пулнӑ. Ҫак арҫын ытти ҫавнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн хыснаран уйӑрнӑ укҫа виҫи икӗ хут ӳснӗ. Ку тӗллевпе тепӗр 9,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешме 8,3 миллион тенкӗ пайласа панӑ. Шупашкара 1,5 миллион ытла тенкӗ лекнӗ. Ытти муниципалитет 1-шер миллион илнӗ. Халӗ хуласемпе районсене тепӗр 9,6 миллион тенкӗ панӑ. Шупашкара – 3,2 млн, Ҫӗнӗ Шупашкара – 1,6 млн, Шупашкар районне – 1,4 млн, Канаша 1 млн тенкӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра шыва кӗмелли вӑхӑт пуҫланман. Тӗрӗссипе, пляжсене официаллӑ майпа уҫман. Апла пулин те пляжсене шыва кӗме хатӗрлеҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен Чӑваш Ен Гражданла хӳтӗлев ӗҫӗсен тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн шыравпа ҫӑлав служби республикӑри 13 пляжа хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Етӗрнере, Улатӑрта тата Улатӑр районӗнче. Пӗлтӗр ялсенче шыва кӗме 108 вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал вӗсене 68 пӗвепе кӳлӗ тата юханшывсем хӗрринче хатӗрлӗҫ. Шел те, путакансем халех пур. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Йӗпреҫ районӗнчи 63-ри арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ялти пӗвере пулӑ тытнӑ чух шыва кӗме шухӑшлани инкекпе вӗҫленнӗ. Атӑлта вара 15-ри ача путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енре руль умне ӳсӗрле ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер «Форд» машинӑпа хӑйӗн туйӗнчен таврӑннӑ иккен. Салонра вара ача кӗтекен арӑмӗ ларнӑ. Ку Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Машинине вара штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май, ҪҪХПИ инспекторӗсем 4 кунра кӑна руль умне эрех ӗҫсе ларнӑ 70 водителе чарнӑ. Тепӗр 26 ҫыннӑн руль умне лармашкӑн права пулман. ҪҪХПИ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене курсан кун пирки ведомствӑна пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫутӑ укҫи хакланӗ. Хаксем ҫулла хӑпарние хӑнӑхма ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ҫутӑ хакӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ тарифсене унчченех, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех, йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ. Ялта пурӑнакансен ҫитес уйӑхран пӗр киловат сехетшӗн 2 тенкӗ те 44 пус тӳлеме тивӗ. Хулара пурӑнакансен хакӗ мӗнле ҫуртра пурӑннинчен килет. Ҫутӑ плитисемлӗ (нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫавӑн пеккисене час-часах вырнаҫтараҫҫӗ) ҫуртсенче хак 2 тенкӗ те 44 пуспа танлашӗ, ун пек плиталлӑ мар ҫуртсенче пурӑнакансене пӗр киловат сехетшӗн 3 тенкӗ те 48 пус тӳлеттерӗҫ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ ҫутӑ укҫин парӑмне утӑ уйӑхӗччен тӳлеме сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() leto-tc.ru сайтри сӑн Республикӑра ача-пӑча уйлӑхӗсем кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑштах улшӑнусем пулӗҫ: сменӑсем кӗскелӗҫ, ашшӗ-амӑшне ачасем патне килсе курма чарӗҫ. Уйлӑхри ачасене кӑшӑлвирусран хӳтӗлеме республикӑн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенке Спорт министерствине тата Вӗренӳ министерствине пайласа парӗҫ: пӗрремӗшне – 5,1 миллион тенкӗ, теприне 21,4 миллион тенкӗ лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ялсене укҫа парасшӑн. Паян республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр муниципалитет Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хушма укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Олег Николаев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ. «Сирӗн умӑртах Ял хуҫалӑх тата Финанс министерствисене ку укҫана епле уйӑрасси пирки шухӑшласа пӑхма хушатӑп. Кашни яла 100-шер пин тенкӗ уйӑрассине ырлатӑп. Ку цифра 100 ҫулхи юбилейпе ҫыхӑнӗ», – ҫак шухӑша пвлӑртнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Район центрӗсемпе хуласем валли укҫа виҫине урӑхларах шутласа памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tass.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм упӑшкине сыватас тесе ултавҫӑсене 800 ытла тенкӗ яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Упӑшки вилнӗ. Кун хыҫҫӑн та хӗрарӑм тепӗр 35 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Укҫа-тенке каялла куҫарса панӑшӑн «комисси» илеҫҫӗ-мӗн. Паллах, ултавҫӑ экстрасенс нимӗн те куҫарса паман. Шар курнӑ хӗрарӑм 65 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулта телевизорпа чир-чӗртен сыватакан экстрасенссем пирки курнӑ. Упӑшкине сыватма вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем ҫулталӑкӗпех «сеанссем» ирттернӗ. Упӑшкин сывлахӗпе кӑсӑклансах тӑнӑ, амулетсем ярса панӑ, куншӑн, паллах, укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм 800 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Анчах экстрасенссем пулӑшман – упӑшки 2018 ҫулта вилнӗ. Кун хыҫҫӑн экстрасенссем тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама сӗннӗ, анчах куншӑн патшалӑх пошлине тӳлемелле-мӗн. Малтан вӑл вӗсене ӗненмен. Каярахпа «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, укҫа счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ. Ӑна илес тесен 30 пин тенкӗ анчах памалла имӗш. Унтан комисси – 5 пин тенкӗ. Анчах хӗрарӑма нимӗнле укҫа та тавӑрса паман. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |