Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Етӗрне районӗнче тискер чӗрчунпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. М-7 ҫулӑн 595-мӗш ҫухрӑмӗнче «Фольксваген» ҫул ҫине тухса кайнӑ пӑшие ҫапса кайнӑ. Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл Кемӗр облаҫӗнчен. Аварире машина та арканнӑ. Водитель те, пӑши те вырӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ют регион арҫынни пирӗн республика урлӑ таҫталла кайнӑ. Шел те, Етӗрне районӗнче пӑши пула унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pinterest.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем Китайран таврӑннӑ. Вӗсене унтан ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитернӗ. Ентешӗмӗрсем халӗ – Муркаш районӗнчи обсерваторта икӗ эрнелӗх карантинта. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне илсен, Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнисем – 246 ҫын. Чикӗ леш енчен кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри 161 ентеше таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫав шутра 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 9 – Китайран, 8 – Италирен, 7 – Узбекистанран, 6-шар ҫынна – Испанирен, Израильтен, Индонезирен, Велокобританирен, Турцирен, 5 – Германирен, 4 – Францирен, 2-шер ҫынна – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Таджикистанран, Аргентинӑраны, 1-ер ҫынна – Кӑркӑстанрани, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисене министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Волгоград тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын, шалти службӑн полковникӗ Сергей Белоконь йышӑннӑ. ЧР шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-майорӗ Виктор Шметков хӑйӗн ҫумне пултаруллӑ ӗҫчен тесе хакланӑ. Белоконе пирӗн республикӑра пысӑк тивӗҫ шанасси ҫинчен калакан приказа РФ шалти ӗҫсен министрӗ алӑ пуснӑ. Сергей Викторович 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗрлӗ должность йышӑннӑ вӑл: криминалпа кӗрешнӗ, патшалӑх автоинспекцийӗнче тӑрӑшнӑ, кадр енӗпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Волгоград облаҫӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унти культурӑпа кану центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан «Полес чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Годовикова кӑларӑма парнепе кайнӑ. Ӑна, сӑмах май, хӑйне те парне секторӗ лекнӗ, анчах вӑл ӑна суйламан, малалла выляс тенӗ. Ентешӗмӗр, шел те, хӑйӗн ушкӑнӗнче ҫӗнтереймен. «Эсир кунта килессине пӗтӗм Ҫӗмӗрле пӗлнӗ-и?» — сӑмахланнӑ телекӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович. «Ҫапла... чылайӑшӗ», — хуравланӑ хӗрарӑм. «Ӑсатрӗҫ-и?» – калаҫтарнӑ кӑларӑм хӑнине Якубович. «Ҫапла, хаваслӑн ӑсатрӗҫ. Виҫӗ баян каласа», – ҫӗтсе кайман хӗрарӑм. Наталья Годовикова хӑйӗн ҫемйи ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Унӑн хӗрӗ, мӑшӑрӗ, упӑшкин амӑшӗ ҫуралнӑ кунӗсене пӗр кунта уявлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачисемпе пӗрле Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫыӑхне ҫырла татма кайнӑ. Кӗҫех шӑпӑрлансем ывӑнса ҫитнӗ, ҫемье киле кайнӑ. Киле ҫитсен хӗрарӑм калаҫман ывӑлӗ ҫуккине асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӑванӗсемпе пӗрле ӑна шырама кайнӑ. Каҫ пулнӑ – ача тупӑнман. Вара вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисемпе пӗрле вырӑнти ҫынсем те ачана шыранӑ. Полицин аслӑ лейтенанчӗ Владимир Андреев, Дмитрий Фелин лейтенант, полици капитанӗ Дмитрий Павлов хӑраса кайнӑ ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын уй тӑрӑх вӑрӑм курӑк хушшипе утнӑ. Ачана киле илсе ҫитернӗ, вӑл хӑйне чиперех туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ptoday.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе пособи илсе пурӑннӑ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 83 пин тенкӗ кӗнӗ. Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫак 55 ҫулти хӗрарӑм ӗҫсӗррисен йышне тӑнӑ. Паллах, куншӑн ӑна уйӑхсерен пособи панӑ. Янтӑ укҫа унӑн енчӗкне кӗнӗ. Анчах ҫак хӗрарӑм пӗлтӗр ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче Улатӑрти пӗр коммерци организацийӗнче килӗшӳпе ӗҫленӗ. Организацире вӑл шалу илсе тӑнӑ. Анчах кун пирки ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтермен. Ҫапла майпа вӑл пособие саккуна пӑсса илсе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑкра пӗрре лекекен кану вӑхӑтне пирӗнтен кашниех тивӗҫлипе ирттерме ӗмӗтленет. Ют ҫӗре кайса ҫӳреме юратакансем вӑл вӑхӑтра аякри ҫула васкаҫҫӗ. Чикӗ леш енне кӑмӑллакансенчен хӑшӗсем Турцие кӑмӑллаҫҫӗ. Турпакетри «all-inclusive» текен пулӑшушӑн ҫеҫ мар, Шупашкартан чартер самолетсем хутланипе те илӗртет ҫав ҫӗршыв Чӑваш Ен ҫыннисене. Шупашкарти аэропортра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкартан Антали хулине «Nordwindairlines» авиакомпани эрнере пӗр рейс йӗркелеме палӑртнӑ. Авиакомпанире рейссем утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулмассине хыпарланӑ. Анчах, шел те, Росиавиаци чикӗ леш енне каймалли рейссене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗсӗр те уҫассине шантармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() amp.politeka.net сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман. Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар. Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |