Республикӑра
![]() pinterest.es сайтри сӑн Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫынна вӑкӑр шар кӑтартнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫынна вӑкӑр тӗкнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, алли суранланнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Унта вара тухтӑрсем вӑкӑр унӑн ӳпкине шӑтарнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ryazan.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӳршӗ регионта пурӑнакан икӗ ҫын Чӑваш Енри лавккасенчен япаласем вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Улатӑрта лавккасенчен хаклӑ йышши эрех, парфюм ҫухални пирки полицие пӗлтерме тытӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – Мӑкшӑ Республикинчи гастролерсем. Арҫынпа хӗрарӑм машинӑпа ҫӳренӗ, икӗ сехет хушшинче виҫӗ лавккана кӗрсе 9 кӗленче виски, 5 мартини, 13 дезодорант, 6 шӑл пасти, боритва станокӗ вӑрттӑн йӑтса тухнӑ. Улатӑрти полицейскисем Мӑкшӑ Республикине кайса 30 ҫулти арҫынна тата 42 хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те вӑрланӑшӑн айӑпланнӑ-мӗн. Арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ӗлӗкхи кинжала халӑх тетелӗнче сутма пуҫланӑ. Анчах вӑл йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗлӗкхи кинжал унӑн упӑшкине аслашшӗнчен лекнӗ. Оперативниксем хӗҫ-пӑшал сутнине асӑрханӑ, халӗ ҫав хӗрарӑма явап тыттарнӑ ӗнтӗ. Хӗрарӑм кинжала 14 пин тенкӗпе сутнӑ. Ҫак хатӗре 1914 ҫулта хатӗрленӗ. Анчах вӑл упрама, сутма юраман хӗҫ-пӑшал йышне кӗрет. Хӗрарӑм вара ҫакна чухламан та. Анчах ку яваплӑхран хӑтармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑна хӑнана килнӗ Елена чӑваш арҫыннисене тек ӗненмессине халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Мӗншӗн шанманнине те уҫӑмлатнӑ. «Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи Кӑпас ялне кӗрсен ял тӑрӑх утса тухас терӗм. Ҫул клуб патне илсе ҫитерчӗ. Эпӗ ун умӗнче уткалатӑп, территорине кӗме хӑратӑп. Кӑштах кӑтрарах ҫӳҫлӗ, ҫырӑ, яштака, илемлӗ сасӑллӑ арҫынна куртӑм. Ӑна сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн клуб пирки ыйтса пӗлтӗм. Ҫурт кивӗ. 1945 ҫулсенчи пек. Арҫын клуб ҫинчен каласа кӑтартрӗ, вӑхӑтлӑха вӑл ӗҫлеменнине пӗлтерчӗ. Хӑй вара клуб территорине пӑрӑнчӗ. Мӗншӗн унта кӗни пирки ыйтрӑм. Клуб хыҫӗнчи пӳртре пурӑнатӑп, унтан киле ҫитме ҫывӑх тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ ӗнентӗм. Клуба кӗме май килмерӗ пулин те ӑна урам енчен хӑть ӳкерес терӗм. Анчах клубра сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Арҫын кайнӑ сукмакпа утрӑм. Пӑхатӑп та – ҫуртра пӗр 6–7 ҫын, ял ҫыннисем, эрех ӗҫсе яраҫҫӗ. Вӑт сана, киле каякан чӑваш. Нимле ҫурт та ҫук унта. Ну, чӑвашсем, чее тата!», – пӗтӗмлетнӗ хӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан арҫын кӳршине бензопӑчкӑпа суранлатнӑ. Халӗ вӑл суд сакки ҫине ларӗ. Ҫав арҫын 34 ҫулта. Ӑна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, килӗнче, Напольное салинче, картишре ҫӳренӗ. Кӳршӗ хӗрарӑмӗ каҫса вӗсем тем пайлайман, хирӗҫсе кайнӑ. Тарӑхса кайнӑ арҫын бензопӑчкине тапратнӑ та хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратма тытӑннӑ. Бензопӑчкӑ кӳршин икӗ аллине те амантнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Тарасов архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан Александр Тарасов пичке ӑшне кӗрсе ларнӑ та алебастр янӑ. Хӑрушӑ эксперимента вӑл тӗнче тетелӗнче те кӑтартнӑ, видео вырнаҫтарнӑ. Асӑрханӑр: ун пек тума юрамасть. Малтан вӑл хӑйне полиэтилен хутаҫпа тата фольгапа ҫавӑрса ҫыхнӑ. Эксперимент валли 6 михӗ алебастр кирлӗ пулнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларнӑ. Александр хӑй те тунмасть: ку питӗ хӑрушӑ пулнӑ, хӑй те хӑранӑ. Алебастр 15-20 минут хытнӑ. Унтан вӑл каялла тухма тытӑннӑ. Пӗр самантра Александр хӑрасах ӳкнӗ, ҫапах алебастр тыткӑнӗнчен хӑтӑлайнӑ. Кун валли ӑна 45 минут кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси пирӗн республикӑра малалла пырать. «Ростелеком» предприяти специалисчӗсем ҫак енӗпе халӗ виҫӗ районта ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар районӗнчи Толик Хураски тата Мӑнал, Элӗк районӗнчи Вутлан, Муркаш районӗнчи Тойкилтӗ ялӗсенче ӗҫлесе кайӗ. Асӑннӑ ялсенчи шкулсем ун чухне тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах тухайӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Мӑналти фельдшерпа акушер пунктне тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 14 сехетре «Приора» машина Шупашкартан Муркаша кайма тухнӑ. Унта ларса пынӑ хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑ, унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Водитель пулӑшу ыйтса ҫул-йӗрпе патруль службин посчӗ патӗнче чарӑннӑ. Инспекторсем малтан хӗрарӑма хӑйсен машинине лартса пульницӑна леҫме шутланӑ, анчах пассажирӑн вӑйлах ыратнӑ. Вара вӗсем «Приорӑна» мигалка ҫутсах Шупашкара ӑсатса янӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ, кайран Хулари клиника пульницине ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнчи свалка. око21.рф сайтри сӑн Улатӑрта санкцилемен ҫӳп-ҫап куписем тупнӑ. Прокуратура йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтерме хушнӑ, район судне тавӑҫ тӑратнӑ. Ведомство хулари тӳре-шарана Энгельс, Савут, Пионер урамӗсенче тупса палӑртнӑ санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтерме ыйтнӑ. Халӗ прокуратура тӑратнӑ тавӑҫа пӑхса тухаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчен те кунашкал свалка тупнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальлӗхе Явӑш ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап купине пӗтернӗ, ыттисен тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнче те ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |