Ҫутҫанталӑк
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫанталӑк ӑшӑтсах ячӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкарта термометр 2,1 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. Ку – ҫӗнӗ рекорд. 2007 ҫулта та ҫапла ӑшӑ пулнӑ. Ун чухне хӗллехи ҫанталӑк кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш декадинче кӑна хуҫаланма тытӑннӑ. Кӑҫал та кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи районсенче юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Кӗҫӗр термометр 4-9 градус «минус» кӑтартма пуҫлӗ. Ҫил лӑпланӗ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ округсенче юр ҫӑвӗ. Ыран чылай округра юр ҫӑвӗ. Кӑрлачӑн 5-6-мӗшӗченче те юр пулӗ, ҫил-тӑман та вӗтерӗ. Тунтикун 4-9 градус сивӗ пулӗ, 13-18 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Раштав умӗн ҫӗрле 7-12 градус таран сивӗтӗ. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил вӑйланӗ. Каллех ӑшӑтӗ – шӑматкунччен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна юр ҫӑвӗ, шартлама сивӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Раштав уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗ мӗнлерех килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач варринче сивӗтӗ. Уйӑх варринче нормӑпа килӗшӳллӗн ӑшӑтӗ, юр самай ҫӑвӗ. Юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитӗ. Кӑрлачӑн пӗрремӗш декадинче ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, ҫавна май ҫул ҫинче пӑрлак пулӗ, пӑрлӑ ҫумӑр та ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки 245 ҫула илсен иртнӗ ҫул Мускавра чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ. Кун пирки метеорологсем пӗлтернӗ. Пӗлтӗр кӑрлачпа ҫу уйӑхӗ ҫеҫ питӗ сивӗ тӑнӑ. Ытти 10 уйӑх Мускавра ытти ҫулхинчен ӑшӑрах пулнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Мускаври патшалӑх университечӗн пресс-службинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫӗрле хӑш-пӗр округра 15 градус таран сивӗтнӗ. Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Юр хулӑнӑшӗ 4-9 сантиметр анчах. Ҫапах Ҫӗнӗ ҫула кӑпӑшка юрпа кӗтсе илӗпӗр. Кӗҫӗр юр ҫукалӗ. Ыран, раштавӑн 31-мӗшӗнче, хӗвел тухӗ. Каҫ енне вара юр вӑйлах ҫума тытӑнӗ. Ҫӗрле чарӑнӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 0-5 градус сивӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче хӗвел пӑхӗ. Каҫ енне каллех юр ҫума пуҫлӗ. Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсӗнче те ҫаплах пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче юр ҫума чарӑнӗ, сивӗтме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн пӗрремӗш декади климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Юр ахаль чухнехинчен 20-40 процент ытларах ӳкӗ. Кӑҫал раштавра юр сахал ҫурӗ. Ку – 2013 ҫулти пекрех. Ун чухне те юр сахал пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 1-мӗшӗнче кӑна юр ҫӑвасса кӗтмелле. Ҫӗнӗ ҫулти каникулӑн иккӗмӗш ҫурринче те юр сахал мар пулӗ. Эппин, йӗлтӗр хатӗрлӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫанталӑк ӑшӑ. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юрсӑр юлмӑпӑр. Анчах уйӑх вӗҫӗччен юр нумаях ҫумӗ. Ҫитес кунсенче кӑштах юр ӳкес шанчӑк пур. Паян каҫхине сивӗтме тытӑнать. Ыран ирхине 5-10 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун юр ӳкме чарӑнӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Ҫил тӳлев вӗрӗ. Ҫӗрлесерен тата ирсерен тӗтре карса илӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 1-6 градус сивӗ тӑрӗ. Хальлӗхе шартлама сивӗ пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта – 16 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен. Унтан термометр «плюс» кӑтартма тытӑнӗ. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ыран сывлӑш температури 2-4 градус ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӗпе юр ҫӑвӗ. Шупашкарта – каҫхине тата ҫӗрле. Тунтикун хӗвел тухма пултарать. Ҫитес эрнере 0-5 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра ҫанталӑк климат норминчен 5 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 20-мӗшӗнче, ирхине хӗвеланӑҫ округсенче юр ҫума тытӑнӗ. Шупашкара вара кӑнтӑрла иртсен ҫитӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ыран каҫ енне пӑрлӑ ҫумӑр та ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 сехетре пуҫланать те ҫур ҫӗрчченех чарӑнмӗ. Кайран йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, термометр «плюс» кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем малтанлӑха пӑлӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Юр ҫумӗ, юр хулӑнӑшӗ ҫав вӑхӑталла 10 сантиметра яхӑн пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫанталӑк нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Вӑл вара кӑрлачӑн пӗрремӗш декадинче 9-10 градус сивӗпе танлашать. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта юрлӑ, питех сивӗ мар ҫанталӑк хуҫаланӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр кӑрлачӑн пӗрремӗш ҫурри сивӗ пулнӑ, ҫӗрлесерен 22-27 градус таран сивӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере юр юнкунччен ҫӑвӗ. Атмосфера пусӑмӗ 723 мм таран анӗ. Виҫӗ кунра юр хулӑнӑшӗ 5-10 сантиметр ӳсӗ. Кӗҫнерникун сивӗтӗ. Эрнекун ир тӗлне 15-20 градус таран сивӗтӗ. Анчах нумайлӑха мар, кӗҫех ӑшӑтӗ. Эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ. Ку эрнере сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ кӑна мар, ҫил те вӑйланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |