Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, республикӑра 8-13 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле тата сивӗтӗ: Шупашкарта 17 градус пулӗ.

Паян ҫил-тӑман ҫӗрлесӗр те чарӑнмӗ. Ыран уяртӗ-ха, анчах ҫил лӑпланмӗ. Ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

Вырсарникун юр ҫӑвӗ, ӑшӑ сывлӑш килме тытӑнӗ. Тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑр округсенче ӑшӑтма пултарӗ. Юр кӗҫнерникунччен ҫукалӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ 10-15 сантиметр таран ӳсӗ.

 

РАШ
09

Юр ҫӑвӗ, сивӗтӗ
 Софья Савнеш | 09.12.2024 14:29 |

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр республикӑра юр ҫума тытӑннӑ. Вӑл ыранччен ҫӑвӗ. Ҫӗрле ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, талӑкра 7-12 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ.

Ытларикун юр ҫумӗ. Кӗҫнерникун каллех юр ҫӑвӗ. Эрнекун та чарӑнмӗ, ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнӗ те ҫанталӑк сивӗтӗ.

Эрне тӑршшӗпе 1-6 градус сивӗ пулӗ, канмалли кунсенче 5-10 градус таран сивӗтӗ, каҫхине 11-13 градус сивӗ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере кӑштах ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра 12 градус таран сивӗтӗ. Айлӑмсенче тата сивӗрех пулӗ.

Ыран, шӑматкун, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланма тытӑнӗ. Ҫавна май 13-18 градус сивӗ пек, туйӑнӗ.

Вырсарникун ҫурҫӗр хӗвелтухӑҫ районӗсенче кӑштах юр ӳкӗ. Шупашкара та ҫитӗ. Тунтикун та чарӑнмӗ. Гидрометцентр пӗлӗрнӗ тӑрӑх, хулара 3 кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Анчах юрпа пӗрлӗ ӑшӑ ҫанталӑк килӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 20-мӗшӗсенче 30 градуслӑ сивӗ ҫитӗ.

 

РАШ
04

Хӗл мӗнле пулӗ?
 Софья Савнеш | 04.12.2024 17:35 |

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӗл сивӗ пулӗ, юр сахал ҫӑвӗ. Раштав климат нормипе килӗшсе тӑрӗ, 8 градус сивӗпе танлашӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче сивӗ пулма пултарӗ.

Кӑрлачра тата нарӑсра шартлама сивӗсем пулӗҫ. Сывлӑш температури 2-3 градус сивӗрех тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 30 градус таран сивӗтӗ. Кӑрлачра шартлама сивӗ пулас хӑрушлӑх 80 процентпа танлашать.

Ҫапах ӑшӑ ҫанталӑк та пулӗ. Уйрӑмах – раштавра.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлиернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк юнкунччен тӑрӗ: термометр 0 градус кӑтартӗ. Ытларикун сивӗ ҫумӑр ҫуса иртӗ. Юнкун каҫхине сивӗтӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ.

Кӗҫнерникун антициклон хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Анчах сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче 8-13 градус таран сивӗтӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ.

Анчах ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ӑшӑтӗ – йӗпе юр кӑна мар, ҫумӑр та ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗн мӗнле килӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ытти чухнехи норма чухлӗ е кӑшт сахалрах ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 2-3 градус сивӗрех пулӗ /норма – 8 градус сивӗ/.

Пӗрремӗш икӗ декадӑра юр ҫукалӗ. Ытларах – 8-мӗшӗнче. Юлашки декада типӗ тата сивӗ килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑна шторм циклонӗ ҫывхарать. Кӗҫӗр ҫил вӑланӗ, ҫеккунтра 12-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран каҫ енне ҫеккунтра 20 метр таран вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле вара ҫеккунтра 23 метр таран вӗрӗ.

Шӑматкун каллех ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Тунтикун кӑна лӑпланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тунтикунран пуҫласа юнкунччен республикӑра малтан – ҫумӑр, унтан юр ҫӑвӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӗр шуралма пултарать.

Ытларикунпа юнкун ҫил лӑпланӗ. Анчах эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Шӑматкун ӑшӑтӗ, термометр 9 градус таран кӑтартӗ. Шупашкарта 2008 ҫулти рекорд ҫӗнелме пултарӗ: ун чухне ҫав кун 7 градус ӑшӑ пулнӑ.

Вырсарникун ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, хушӑран – йӗпе юр. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ. Ҫавна май раштав ҫитиччен юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине тата ҫӗрле юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ыран ир тӗлне ҫӗр шурӑ юрпа хупланӗ.

Анчах хальхинче юр нумай выртмӗ. Вырсарникун термометр 0-рен ӑшӑрах кӑтартӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк ҫитес эрне тӑршшӗпех тӑрӗ. Кӑнтӑрласерен 5-7 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинче кӑна 0-рен сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере республикӑра ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Паян ирхине кӑштах юр ҫунӑ. Ыран ҫанталӑк уяртӗ.

Юнкун тата эрнекун юр ҫукалӗ. Канмалли кунсем тӗлне ҫил вӑйланӗ. Эрне тӑршшӗпех термометр 0 градус патнелле кӑтартӗ. Кӑнтӑрласерен 0-рен кӑшт ӑшӑрах пулӗ, ҫӗрлесерен – кӑшт сивӗрех.

Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи сивӗсем курӑнмаҫҫӗ. Гидрометцентр палӑртнӑ тӑрӑх, чӳкӗн иккӗмӗш декади нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...89
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗншӗн чӑн-чӑн экспериментсен уйӗ пулӗ. Вӑй-хал тапса тӑрӗ, шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри суралӗҫ. Ку вӑхӑта харпӑр пурнӑҫа улӑштарас тесе тӑрӑшӑр. Пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнӑр, кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тытӑр.

Кӑрлач, 29

1967
58
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та