Ҫутҫанталӑк
Республикӑра ҫанталӑк ҫара ҫӗр ҫинче сивӗтрӗ. Ырантан вара хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӑ. Юпан 16-мӗшӗнче, юнкун, республикӑн кӑнтӑр енче йӗпе юр ҫума пултарать. Ытти районта ҫумӑр ӳкӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрласерен 2-4 градус кӑна ӑшӑ пулӑшӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех самаях сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ҫӑвиччен ҫанталӑк ылтӑн кӗркуннехи илемлӗ те уяр ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Каҫсерен сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, кӑнтӑрла вара 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫитес эрне варринче каллех пӗлӗтленӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Юпан 16-мӗшӗнчен термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Апла пӗрремӗш юр та ҫума пултарать. Водительсене вара кустӑрма шинисене хӗллехи ҫине улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑнтӑртан ӑшӑ сывлӑш килме пуҫланӑ. Ытларикун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, 17-22 градус пулӗ. Анчах ыран каҫхинех сивӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Аслати авӑтма та пултарать. Ҫавӑнтанпа сивӗтме пуҫлать: юнкун 5 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ, анчах 0 градус пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май пӗлӗтленӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникунран ҫурҫӗр енчен антициклон килме тытӑнать. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ. Ҫавна май юпа уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ, каҫсерен 4 градус таран сивӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чи ӑшӑ кун: термометр 20 градус пулӗ. Анчах ыранах сивӗрех пулнине туйӑпӑр. Шӑматкун пӗлӗтлӗ тата самай ҫиллӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун каллех уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Анчах ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килӗ, кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине тата тунтикун ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ытларикун 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах эрне варринче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ. Юпан 12-13-мӗшӗсенче те, канмалли кунсенче, ӑшӑ пулӗ: 17-19 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, паянхипе танлаштарсан, палӑрмаллах сивӗ пулӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫапах термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Юнкун тата кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен _ пушшех те. Эрне варринче ҫӗр кӑштах шӑнма та пултарать. Кӗҫнерникун 17-22 градус таран ӑшӑтӗ, пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек ҫанталӑк пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах каллех сивӗтӗ: 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сезона кура мар ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
kostroma.mk.ru сайтри сӑн Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче 18 градус таран ӑшӑ пулӗ. Юпан 2-мӗшӗнче 21 градус таран ӑшӑтӗ. Юпан 5-6-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, кӑшт сивӗтӗ, 13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Юпан 6-мӗшӗнче каҫхине шӑнтма пултарӗ. Малалла уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Юпан 11-мӗшӗнчен кӑна ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Юпан 14-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури 15 градус ӑшӑран пуҫласа 1 градус сивӗ таран пулӗ. Юпан 19-20-мӗшӗсенче пӗрремӗш юр ӳкме пултарать, анчах вӑл хӑвӑрт ирӗлӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-8 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Авӑнӑн 20-мӗшӗнче кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑннӑ – сывлӑш температури 15 градусран пӗчӗкрех. Каҫсерен те палӑрмаллах сивӗ. Ҫитес кунсенче ҫил лӑпланӗ. Ыран кӑнтӑрла уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ-ха. Эрне варринче вара ӑшӑ килме тытӑнӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ку –«карчӑк ӑшши». Канмалли кунсене термометр 25 градус таранах катартӗ, каҫхине 8-13 градус. Ҫил кӑнтӑр енчен ҫеккунтра 16-метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варричченех тӑма пултарать. Ҫумӑр тепӗр икӗ эрнерен кӑна пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк сивӗтет. Анчах кайран пирӗн пата «карчӑк ӑшши» килет. Паян хӗвеллӗ-ха. Ыран та, шӑматкун, ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара тӑрук сивӗтӗ, 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 1-6 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, тӑм ӳкме пултарӗ. Тунтикун каҫхине ҫил лӑпланӗ, термометр «минус» кӑтартӗ. Ку – чи сивӗ кун. Кайран ӑшӑтма тытӑнӗ. Авӑнӑн 25-мӗшӗнчен республикӑна ӑшӑ килме тытӑнать, кӑнтӑрласерен 20 градус ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» ҫитес эрнери шӑматкунччен тӑрӗ. Авӑнӑн юлашки 2 кунӗнче кӑна кӗрхи ҫанталӑк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тарӑх, ӑшӑ кунсем шутлӑ кӑна юлчӗҫ. Юнкунччен хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус. Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ. Ҫак кунран термометр 20 градусран ытларах хӑпармӗ. Вырсарникун сывлӑш температури климат норминчен пӗчӗкрех пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче шӑнтма тытӑнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑх вӗҫӗччен ҫанталӑк аван пек туйӑнӗ, кӗрхи ҫумӑрсем хальлӗхе ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян кӑшт сивӗрех, типӗ ҫанталӑк пирӗн пата килме тытӑнчӗ. Анчах синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла тепӗр эрнене яхӑн тытӑнса тӑрӗ – кӑнтӑрласерен 22-27 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫсерен вара кӑштах сивӗрех пулӗ: 8-13 градус. Ахӑртнех, ҫуллахи пек ҫанталӑк авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче вӗҫленӗ. Ҫитес эрнере кӗҫнерникун ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑштах сивӗтӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил ҫурҫӗр енне куҫӗ, 20 градусран ӑшӑрах пулмӗ, ҫӗрле – 6 градус кӑна. Ҫапах пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал авӑн уйӑхӗн ӑшӑ тата типӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |