Политика
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Депутатсене курас тесен... вулавӑша каймалла. Республикӑн Культура министерстви депутатсемпе тӗл пулмашкӑн ятарлӑ пӳлӗм уйӑрса парасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ, ӑна республика Правительстви ырланӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлавҫӑсемпе тӗл пулма унччен Чӑваш Республикин киностудийӗнче вырӑн уйӑрса панӑ пулнӑ. «Чӑвашкинона» реорганизациленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑн тупса пама тивнӗ. Ун валли Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ. Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() соцпомощник.рф сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче тӑрӑшнӑ Александра Бочкарёвӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Сергеевна Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ йышӑнура хӗрарӑма ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Иван Филиппова ҫирӗплетнӗ. Иван Михайлович унччен Элтепер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ. Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ. Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() tver24.com сӑнӳкерчӗкӗ Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иреҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Леонид Черкесов хыпарланӑ тӑрӑх, сенаторсем Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи тата Комсомольски районӗнчи кӑнтӑр пайӗнчи 90 ялта шывпа тивӗҫтерекен сете тӑвассине ырланӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре канализаци коллекторӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ адреслӑ инвестици программине ырланӑ. 2024-2026 ҫулсенче лифтсене юсаса ҫӗнетессипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсемпе блок пӳлӗмӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин кирлӗ документсене хатӗрлесе Мускава ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Ермолаева. galatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Улатӑр хула администрацийӗнче пӗр уйӑха яхӑн ӗнтӗ пуҫлӑх ҫук. Ертӳҫӗ тилхепине хальхи вӑхӑтра Елена Ермолаева вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырать. Унчченхи пуҫлӑх Д.В. Трифонов ҫемҫе пукана ирнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче пушатнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хула администрацийӗ валли пуҫлӑха суйламалли конкурс комиссине республика шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ. Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски район администрацине урӑх ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Ку пукана Павел Юрьевич Семенов йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутсем пухура унӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ. Павел Семенов - 34 ҫулта. Унччен вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ку должноҫе вӑл 27 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра малтисен йышне кӗнӗ. Палӑртмалла: Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ унччен Борис Клементьев пулнӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта хула администрацине реорганизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫапла хула администрацийӗ ҫумне Калинин, Мускав, Ленин районӗсен администрацийӗсене, Атӑл леш енчи территори управленине, хула пурӑхӗн комитетне пӗрлештерме йышӑннӑ. Депутатсем пурте тенӗ пекех, тӑваттӑшӗсӗр пуҫне, килӗшсе сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Фадеев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Фадеева ҫирӗплетнӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен спорт министрӗн Василий Петровӑн виҫӗ заместитель: Татьяна Рябнина пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшать, унсӑр пуҫне Ольга Смирновӑпа Александр Фадеев. Александр Игоревич — спортпа вӗренӳ ӗҫӗн, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |