Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Тӑвай муниципалитет округне ертсе пыма Владимир Михайлова шаннӑ. Ку хыпара Владимир Борисович «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ должноҫре Владимир Михайлов 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗ. Владимир Михайлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче асӑннӑ районти Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районне ертсе пырать. Унччен вӑл «ПКФ Электросбыт» предприятире директорӑн коммерци енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ. «Родина» парти членӗ пулнӑ, 2016 ҫулта ӑна партин регионти уйрӑмӗн канашне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗн пуканне урӑх ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Станислав Трофимов. Унччен Станислав Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксен тата общество аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра ЧР Патшалӑх Канашӗн Общество канашӗн председателӗнче вӑй хунӑ. 29 ҫулти ҫамрӑка депутатсем пӗр саслӑн пулса суйланӑ. Станислав Трофимов Красноармейски ялӗнче 1992 ҫулта ҫуралнӑ. Тӑван тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чухнех общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Вӑл - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗ, регионти политканашӗн президиумне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ку должноҫе йышӑннӑранпа тӳрӗ линие пушӑн 24-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Унтанпа вӑл тӳрӗ лини ирттермен. Ҫитес эрнере вӑл ҫак утӑма тума шутланӑ: чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӳрӗ лини ирттерӗ. Вӑл 10 сехет ҫурӑра пуҫланса 13 сехетре вӗҫленӗ. Унта 23-50-06 номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Е сити-менеджерӑн халӑх тетелӗсенчи посчӗсен айне комментари хӑварма юрать. Тӳрӗ линие «Контактра» халӑх тетелӗнче «Уҫӑ хула» («Открытый город») ушкӑнра курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулма 53 ҫулти Николай Хорасева суйланӑ. Николай Евгеньевич 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫартан таврӑнсан «Химпром» предприятире, 1993-2008 ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. 2010-2015 ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн администрацине ертсе пынӑ, унтан Депутатсен районти пухӑвне суйланнӑ. 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна Депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулма суйланӑ, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ. Икӗ ҫуллӑха пынӑ контракт вӑхӑчӗ вӗҫленсен 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна каллех районӑн сити-менеджерӗ пулма шаннӑ. Халӗ вӑл муниципалитет округне ертсе пырӗ. Аса илтерер: ҫулталӑк вӗҫлениччен 19 районта муниципалитет округӗсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() av.digis.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем РФ Президентне тата ЧР Элтеперне мӗнле шаннине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа ятарласа соцыйтӑм ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме 620 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Кунсӑр пуҫне урӑх ыйтусене те уҫӑмлатасшӑн: Олег Николаевӑн лайӑх тата япӑх енӗсем, Элтепер мӗнле йышӑнусемпе тата пуҫарусемпе асра юлать, суйлав кампанийӗнче шантарнисене мӗнле пурнӑҫласа пырать… Тӳре-шара мӗнле ӗҫленине хак памалли ыйтусем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумай функциллӗ центр директорӗнче ӗҫленӗ Михаил Анисимов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл мӗнле должноҫе йышӑнни паллӑ. Михаил Анисимов РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн ҫумӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Аса илтерер: вӑл 2018-2021 ҫулсенче информаци политикин министрӗ пулнӑ. Нумай функциллӗ центрӗн директорӗнче кӑҫал юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gkchs.cap.ru сайтран илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн заместительне ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. ГКЧС комитетӗнчи сумлӑ должноҫе Александр Степанов йышӑннӑ. Александр Васильевич председателӗн ҫумӗн тивӗҫне тата территори хӳтӗлевӗпе мобилизаци ӗҫне йӗркелекен сектор заведующийӗ пулса тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев. Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать. Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев суя документсемпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл депутат та. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе, ҫав шутра транспорт тӑкакӗ те, уйӑхра 18 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар. Ермолаев 2021 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче финанс отчечӗ тӑратнӑ. Пӗтӗмпе - 108 пин тенкӗлӗх. Касса чекӗсем пулнӑ, анчах тӑкаксем чӑннипе пулман. Ҫак документсемпе килӗшӳллӗн унӑн счечӗ ҫине укҫа куҫнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче тӗрӗслев пуҫлансан вӑл укҫан пӗр пайне тавӑрса панӑ. Тӗрӗслев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |