Политика
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Пӗлтӗрхи тата 2020 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви грант уйӑрса панӑ. 2020 ҫулшӑн - 465 миллион тенкӗ, пӗлтӗрхишӗн 524 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа ял хаҫалӑхне, сывлӑх сыхлавне тата ҫурт-йӗр тытӑмне пулӑшӗҫ. 300 миллион тенки ял хуҫалӑх техникине туяннӑшӑн паракан субсидие саплаштарма кайӗ. 25 миллион тенкипе 4 фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвӗҫ. Ҫурт-йӗр туянакансене палӑшма 199,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Светалана Енилина. t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулса ӗҫленӗ Светлана Енилина Питӗр хулинче тӑрӑшнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Аса илтерер: Светлана Енилина Питӗрте Финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тытӑннӑччӗ. Халӗ ӑна Финанс комитечӗн председателӗн должноҫне шанса панӑ. Хушӑва Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Алексей Кизилов министерствӑра унччен те ӗҫленӗччӗ. Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() alikov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн. Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ. Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗ ҫырӑнса илнӗ хаҫатсем Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем мӗнле хаҫат-журнал вулаҫҫӗ? Хальхи вӑхӑтра вӗсем "Советская Чувашия", "Республика", "Чебоксарские новости", "Российская газета" хаҫатсене, "Кадровик", "Советник бухгалтера бюджетной сферы" журналсене ҫырӑнса илеҫҫӗ. Ҫитес ҫур ҫула 6 хаҫат-журнал ҫырӑнса илме палӑртнӑ. Куншӑн 46243,7 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Хальлӗхе аукциона хутшӑнакансем тупӑнман. Шупашкар хула администрацийӗнче 10 хаҫат-журнал вулаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче "Хыпар", "Грани", "Российская газета", " Аргументы и факты", "Вести Чувашии", "Чебоксарские новости", "Коммерсанть","Комсомольская правда"хаҫатсем, " Наука и жизнь", "Цифровой океан" журналсем пур. Ҫитес ҫур ҫулта администраци хаҫат-журнал илсе ҫитернӗшӗн 35198,9 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн икӗ ҫӗнӗ заместителӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Республика ертӳҫин Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн министрӑн ҫумӗсем пулса Наталья Поздеева тата Надежда Никандрова ӗҫлӗҫ. Наталья Поздеева Шупашкар хулин вӗренӳ управленийӗнче пай пуҫлӑхӗн заместителӗ пулнӑ. Надежда Никандрова вара 2016-2018 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Юлашки уйӑхра республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче министрӑн икӗ заместителӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӗсем — Алексей Иванов тата Ольга Хлебникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Полный контакт» стримран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫейри паллӑ журналист Владимир Соловьёв Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пысӑка хурса хакланӑ. Ун пирки вӑл профессионаллӑ экономист тесе каланӑ. Сӑмах май каласан, Олег Николаев, чӑн та, экономист пӗлӗвне илнӗ. Олег Алексеевич 1998 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, аслӑ шкулта пулас Элтепер экономика теорине ӑша хывнӑ. «Полный контакт» стрим ертӳҫи Владимир Соловьев нумаях пулмасть Чӑваш Ен ертӳҫинчен мини-интервью илнӗ. Сумлӑ журналист ҫавӑн чухне Олег Николаев пирки ҫапла каланӑ: «Эсир профессилле тата пӗлӳ енчен экономист пулни курӑнать. Уҫӑмлӑ тата татӑклӑ калатӑр. Апла пулсан, эсир палӑртса хунӑ программӑсем вӑхӑтра пурнӑҫа кӗрессе шанма пулать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Хлебникова. fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен полтикин министрӗн ҫумне Ольга Хлебниковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ольга Апполоновнӑна министр ҫумӗ пулма 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче малтан директорӑн вӗренӳпе производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен директор пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Ладыков пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине кӑтартса деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер: халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи. Ку должноҫсене вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Алексей Ладыков пӗлтӗр 1 миллион та 971 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина, хваттер ҫук. 38 тата 34 тӑваткал метрлӑ хваттерсемпе усӑ курать. Экс-сити-менеджерӑн ывӑлӗн 135 тӑваткал метрлӑ хваттер пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Кортунов архивӗнчи сӑн Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов хӗрле диплом илни пирки хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл унта куҫӑн мар майпа «Парламентская деятельность и обеспечение межпарламентского сотрудничества» направленипе 3 ҫул ӑс пухнӑ. Олег Кортунов курс старости те пулнӑ. Ку - унӑн пӗрремӗш аслӑ пӗлӗвӗ мар. Малтан вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна 2007 ҫулта пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |