Политика
![]() chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере тата тепӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче райадминистраци пуҫлӑхӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. Депутатсем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татассине тишкернӗ. Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николава пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ скриншот Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитета ертсе пыма пӑрахнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Райадминистрацин ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине паян республика шайӗнче палӑртнӑ та. Йыша «Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, ГКЧСӑн республикӑри комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Надежда Столярова, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Администрацийӗн Шалти полтика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков кӗнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхне суйлама та паян конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак эрнере республикӑри муниципалитетсенчен пӗринче пуҫлӑх ӗҫрен кайнӑ. Хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ростислав Тимофеев заявлени ҫырса панӑ. Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Каяс текен ҫынна чараймӑн. Депутатсем Ростислав Тимофеевӑн заявленине пӗр шухӑшлӑн тивӗҫтернӗ. Хальлӗхе илсен, Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне никам та йышӑнман. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс иртӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерне чӑваш депутачӗ Антарктидӑра е Ҫурҫӗр полюсра вырнаҫтарма сӗннӗ. Кун пирки «СР — Патриоты России — За правду» (чӑв. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Раҫҫей патриочӗсем — Тӗрӗслӗхшӗн») партин Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Владислав Солдатов «REGNUM» информаци агентствин корреспондентне каланӑ. Политик палӑртнӑ тӑрӑх, ООН хӑйӗн функцине йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыраймасть, унӑн ролӗ те ҫавна май чакнӑ. Ҫавӑнта Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хӑйсен тӳпине хывнӑ. Сӑмах май каласан, Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн штаб-хваттерӗ шӑпах АПШра вырнаҫнӑ та. Асӑннӑ организацин шучӗпе никама та пӑхӑнмалла мар. Анчах хальлӗхе апла мар. Штаб-хваттере нейтралитет-территорие вырнаҫтарсан ҫеҫ вӑл никама пӑхӑнмасса шанма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф службинче нумаях пулмасть кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн ертӳҫин заместителӗ пулма Татьяна Копеевӑна шаннӑ. Ку йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Татьяна Александровна, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унччен те ЧР Конкурентлӑ политика тата тариф службинче ӗҫленӗ. Унта вӑл пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑма яваплӑрах вырӑнта ӗҫлеме шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пӗлтӗр Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем муниципалитет округӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти 19 район та ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫак статуса илме хатӗррине пӗлтернӗ. Ҫакна влаҫ органӗсене централизацилес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ҫак статуса илсен ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пулмӗҫ, муниципалитет шайӗнчисем ҫеҫ юлӗҫ. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсӗ. Управлени ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ, яваплӑх тата финанс ресурсӗсем пӗр алӑра пулӗҫ. Аса илтерер: республикӑри районсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттармалла тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енри тӳре-шара халӑха район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене суйлама май туса парасшӑн. Кун пирки республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ. Анчах тӳре-шаран малтан ку ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явмалла. "Эпӗ район-хула пуҫлӑхӗсене халӑх суйланине ырлатӑп. Анчах малтан йӑлтах виҫмелле, сӳтсе явмалла", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Аса илтерер: республикӑра районсем майӗпен муниципалитет округӗ пулса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне Донбасс ҫыннисем валли уйӑрса пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Патшалӑх Канашӗнче политика партийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулсан каланӑ. "Пӗрле" фонд Донбасс валли укҫа пухма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӗҫ укҫин пӗр пайне фонда хывӗ. Олег Николаев хальхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура салтаксене, Луганск тата Донецк облаҫӗсенче пурӑнакансене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Александр Ефремова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх органӗсенче ҫитес 2 ҫулта ӗҫлеме юрамӗ. Вӑл патшалӑха тӑкак кӳнӗ тесе ӑна 21 миллион тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Ефремов министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче 3,6 гектар ҫинче вӑрман касма ирӗк панӑ. Вӑл вӑрман ҫӗр ҫийӗннинчен сыхлаканскер пулнӑ, ҫав лаптӑкри йывӑҫсене калӑпӑшӗпех касма юраман. Сӑр юханшывӗ хӗрринче хӑйӑр кӑларма та вӑлах ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |