Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине декларацире кӑтартнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Алексеевич 2021 ҫулта 5 миллион та 896 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан 350 пин тенкӗ ытларах. Олег Николаевӑн харпӑрлӑхӗнче 1200 тӑваткал метр ҫӗр пур. Элтеперӗн мӑшӑрӗ декларацире 418 пин те 937 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ ҫӗр лаптӑкӗ, 240 тӑваткал метрлӑ ҫурт пур. Кунсӑр пуҫне Николаевсем декларацире пӗр машина, Хендай, кӑтартнӑ. Вӑл - Наталья Николаевӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министрӗн ҫумне Алексей Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Министр ҫумӗ пулма Алексей Славовича кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шаннӑ. Унӑн тивӗҫӗсен шутӗнче бухгалтер учечӗпе тӗрӗслевӗн, финанспа экономика, ресурссемпе тивӗҫтерекен пайсен тата проект ӗҫӗ-хӗлӗн секторне тӗрӗслесе тӑрасси пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ. Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Евстифеев. Kremlin.ru сайтран илнӗ сӑн Паян харӑсах тӑватӑ регион пуҫлӑхӗ — Мари Эл Пуҫлӑхӗ, Томск облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ, Киров облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ, Сарӑту облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ — отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех тепӗр кӗпернаттӑр, Кисан облаҫӗн ертӳҫи Николай Любимов малашнехи суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑранманни пирки пӗлтернӗ. Мари Эл Пуҫлӑхӗ Александр Евстифеев кӳршӗллӗ республикӑн ертӳҫӗ пуканне 2017 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне вӑл республика ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Суйлав иртнӗ хыҫҫӑн, авӑнӑн 21-мӗшӗнче, вӑл ҫак вырӑна туллин йышӑннӑ. Томск облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ Сергей Жвачкин ҫак пукана 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йышӑннӑ, ҫапла май облаҫе вӑл 10 ҫул ытла ертсе пынӑ. Сарӑту облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ Валерий Радеев та хӑйӗн тӑрӑхне 10 ҫул ытла ертсе пынӑ: 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче ӑна вӑхӑтлӑха лартнӑ, ака уйӑхйӗн 5-мӗшӗнче Сарӑту Облаҫ Думи ӑна ҫак вырӑнта ҫирӗплетнӗ. 2017 ҫулта вӑл облаҫӗн Кӗпернаттӑр тивӗҫне пӗр хушӑ вӑхӑтлӑр туса пынӑ: пушӑн 17-мӗшӗнче отставкӑна кайса аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче суйлавра ҫӗнтериччен. Киров облаҫӗн ертӳҫи 2017 ҫултанпа Кӗпернаттӑр. Кунта ӑна Никита Белыха сӗтев илнӗшӗн арестленӗ хыҫҫӑн лартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем. Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() agro.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ольга Кудрявцевӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайчӗн тытӑмӗнче Ольга Кудрявцева хушамачӗ ҫукчӗ. Сергей Артамонов министрӗн ҫумӗсем паянхи куна иккӗн: Сергей Фролов — пӗрремӗш ҫум тата Инна Волкова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ. Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн ассоциацийӗ Шупашкар мэрӗ пулнӑ Алексей Ладыкова Раҫҫейри чи лайӑх мэр тесе палӑртнӑ. Мускавра Пӗтӗм Раҫсейри муниципалитет форумӗ иртнӗ. Унта Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин элчисем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, сенаторсем, муниципалитет ертӳҫисем хутшӑннӑ. Форумра тӗрлӗ номинаципе чысланӑ. Алексей Ладыкова "Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ертӳҫӗ" номинацире палӑртнӑ. Палӑртмалла: Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацине 10 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Республикинчи тулли праваллӑ элчи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() checko.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 230-мӗш хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫлӑх пулмалли кадр резервне ҫӗнӗ ҫынна кӗртнӗ. Вӑл — «Барарус» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ Валерий Григорьев. Валерий Юрьевич муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен должноҫне йышӑнмалли кадр резервӗнче пулӗ. Сӑмах май каласан, Валерий Григорьев директор пулса ертсе пыракан предприяти учредителӗсем иккӗн: вӑл хӑй тата тепӗр ҫын. Асӑннӑ пӗчӗк организаци тӗрлӗ машинӑпа оборудовани, электротехника оборудовани сутать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() bos21.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Биологилле тасатмалли сооруженисем» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ пулма Максим Иванова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ предприяти республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать. Ҫак саманта илсен, предприятин сайтӗнче предприяти тытӑмӗпе паллаштаракан ярӑмра хыпара ҫӗнетсе ӗлкӗреймен – Максим Иванова директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан тесе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |