Политика
![]() politsib.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур. Алтай крайӗнче Юлия Алешина хӗрарӑм-трансгендер «Гражданская инициатива» (чӑв. Граждан пуҫарӑвӗ) партин регионти уйрӑмне ертсе пырать. Раҫҫейри политикӑна трансгендер лекнине «МК на Алтае» кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх «Рамблер» пӗлтернӗ. «Манӑн пурнӑҫ — хампа, патшалӑхпа, обществӑпа кӗрешӳ. Мӗншӗн хӑвна ҫавӑн пек тытатӑн? Мӗншӗн манерленетӗн? Мӗншӗн хӗрарӑм пек? Ҫакӑн пек ыйтусем час-часах пулнӑ. Ҫапла, эпӗ улакурак пек пулнӑ», — тенӗ Алешина «Московский комсомолец» хаҫат журналистне. Арлӑха ылмаштариччен Алёшина Роман ятлӑ пулнӑ. Политикӑпа вӑл 2004 ҫта кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() центрцен.рф сайтран илнӗ скриншот «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центр» автономи учрежденийӗн ертӳҫине Алексей Иванова паян ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Алексей Игоревича ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кӑларни паллӑ мар. Ӗҫлӗ документра ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман. Автономи учрежденийӗн сайтӗнчи структурӑра ҫак самант тӗлне Алексей Игоревича директор тесе кӑтартнине хуратса ӗлкӗрейменччӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Захаров. chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ку вырӑн Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Паян вара Дмитрий Захарова министр дрлжноҫӗнче ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Дмитрий Анатольевич унччен Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» тата gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем пулма тивӗҫ ҫынсене суйласа илме конкурс ирттерӗҫ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатурӑсене суйламалли конкурс комиссине республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш заместителӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов, ЧР Элтепер Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тытакан пайӗн консультанчӗ Александр Юрков кӗнӗ. Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатурӑсене Чӑваш Енӗн Общество палатин социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Ирина Булыгина, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Мельников, ЧР Элтепер Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн экспертпа аналитика пайӗн консультанчӗ Сергей Мясников суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Дорофеевский. company.rzd.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин «Горькинчи чукун ҫулӗсем» филиалӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Паллаштарӑва видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Унта Горькинчи чукун ҫулсем тытса тӑракан зонӑна кӗрекен регионсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Горькинчи чукун ҫула Сергей Дорофеевский ертсе пырӗ. Унчченхи ертӳҫӗ Анатолий Лесун РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнне улӑштарнӑ. Сергей Дорофеевский Октябрьскинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫе пуҫӑннӑ. Унта вӑл станци дежурнӑйӗнчен тытӑнса пуҫлӑхӑн пӗрремӗш заместителӗ таран ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫавна май Олег Алексеевич ун валли сӗнӳсем пухма тытӑннӑ. Ҫырӑва вӑл кӑрлач вӗҫӗнче е нарӑс пуҫламӑшӗнче вулӗ. Унччен ҫынсем Патшалӑх Канашне ямалли Ҫыру валли сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ. Вӗсене poslanie@cap.ru электронлӑ почтӑна «Ҫыру валли – 2022» тесе палӑртса ямалла. Аса илтерер: Олег Николаев пӗрремӗш Ҫырӑвне пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кам пулӗ? Ыран Шупашкарти депутатсен пухӑвӗнче ку тӗлӗшпе конкурс иртесси пирки пӗлтерӗҫ. Хальлӗхе кандидатсем кам пулни паллӑ мар. Ҫапах калаҫусем пур: ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Элтепер администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Каргин, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗсем Андрей Петров тата Иван Кучерявый, хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Алексей Ладыков, 10 ҫул ҫак должноҫре ӗҫленӗскер, РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи тата вице-премьер пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Черкесовпа Пётр Краснов. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Виҫӗмкун Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созыври депутачӗсем иккӗмӗш сессие пуҫтарӑннӑ. Ӑна ҫак йӗркесен авторӗ итлемен-ха, анчах Андрей Иванов журналист пӗлтерни тӑрӑх хакласан, сесси лӑпкӑ иртнӗ, ҫапах та кулӑшларах самантсем тупӑннӑ. Игорь Моляков депутат, сӑмахран, Петр Краснов депутатран (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) кӗтмен ҫӗртен ҫапларах ыйтнӑ: «Петр Степанович, эпӗ сире итлетӗп те ӑнланмастӑп: эсир Олега Алексеевича Николаева пӗрмаях хисеплӗ тетӗр, Леонида Ильича Черкесова – хаклӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек?» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ епле хуравланине, шел те, пӗлместпӗр. Ҫав вӑхӑтра сессин онлайн-трансляцийӗ чӑхӑмласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() colta.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн тивӗҫӗсене Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Ӗнертенпе вӑл чӑн-чӑн директор пулса тӑнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Светлана Губанова НТВ журналисчӗ пулнӑ, 2014 ҫулта «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн икӗ документлӑ фильм кӑларнӑ: «13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты». Палӑртмалла: унччен ку должноҫре Вадим Ефимов пулнӑ. Вӑл унта 2 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Удмурт Республикинче ӗҫленӗ Сергей Тоцкий. rgvv.udmmed.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма Сергей Тоцкие шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сергей Иванович пирки ҫак самантра нимӗн те пӗлместпӗр. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар шыранӑ май ҫакӑн пек информацие асӑрхама тӳр килчӗ. Сергей Иванович Тоцкий ятлӑ ҫынна (сӑнӳкерчӗкре) 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗ пулма шаннӑ. Ҫав ҫын унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ. Вӑл 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Сӑмах май каласан, Удмурт Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин тытӑмӗнче хальхи вӑхӑтра Тоцкий хушамачӗ курӑнмарӗ. ХУШСА КАЛАНИ Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Сергей Тоцкий, чӑн та, Удмурт Республикинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |