Политика
![]() Дмитрий Колчин «Химпромӑн» тӗп директорӗ Дмитрий Колчин тата «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Наталия Колыванова РФ Президенчӗн суйлавне хутшӑнакан Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисем пулса тӑнӑ. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Тӗп суйлав комиссийӗ Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен списокӗн иккӗмӗш пайне регистрациленӗ. Унта 198 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра - Надежда Бабкина, Олег Газманов, Сергей Гармаш, Дмитрий Губерниев, Диана Гурцкая, Аскольд и Эдгар Запашныйсем, Федор Конюхов, Александр Масляков, Игорь Матвиенко, Алексей Миллер, Станислав Михайлов, Иван Охлобыстин, Михаил Пореченков, Виктор Сухоруков, Игорь Угольников, Юлия Чичерина. Дмитрий Колчин списокра - 73-мӗш, Наталия Колыванова - 74-мӗш. Тӗп суйлав комиссийӗ пӗтӗмпе Путинӑн 544 шаннӑ ҫыннине регистрациленӗ. Виҫҫӗшӗ - Чӑваш Енрен. Колчинпа Колывановӑсӑр пуҫне унта Трактор савучӗсен тӗп директорӗ Андрей Водопьянов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() krasnoarmeyskoe.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫне-хӗлне кам ҫутатасси паллӑ. Маларах унтисем аккредитаци тухма заявкӑсем йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун пеккисем пурӗ 148 массӑллӑ информаци хатӗрӗнчен ҫитнӗ. Суйласа илнисем — 22 пичет кӑларӑмӗ, 2 радио. Телевидение илсен ку списокра — «ОТР», «Алатырь-ТВ», «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «Новая реальность», «ВАТ-Студия» (вӑл Канашран). Интернет-МИХсенчен — «Наша версия» тата «Правда ПФО». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gkchs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче. Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ. Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РИА Новости сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Ене РФ Президенчӗ Владимир Путин килме палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт хыпарлать. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович Чӑваш Ен кӑна мар, Тутарстана та Мари Эле те ҫитӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха нарӑс уйӑхӗн юлашки декадинче килме палӑртнӑ Аса илтерер: Владимир Путин юлашки хутчен пирӗн республикӑра 2014 ҫулхи кӗркунне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарать. Пӗлтӗр Олег Николаев Ҫырӑва кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вуланӑ. Кӑҫал вара унпа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллаштарӗ. Халӗ ҫынсенчен сӗнӳсем пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫырура Элтепер ҫитес малашлӑх валли тӗллевсем лартать. Хальлӗхе Элтепер Ҫырӑва ӑҫта вуласси паллӑ мар. Унччен ку мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Голубев. minprom.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе улшӑну пулса иртнӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумне ҫирӗплетни пирки эпир унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Республика ертӳҫи Олег Николаев промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Александр Голубева ҫирӗплетнӗ. Александр Голубев 2015 – 2017 ҫулсенче Омск облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ертӳҫӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2017-2019 ҫулсенче вӑл унти бюджет учрежденийӗсенчен пӗринче директорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2019-2021 ҫулсенче Ставрополь крайӗнче «Россети Северный Кавказ» обществӑра ятарлӑ проектсен дирекцине ертсе пынӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаз» предприятире директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Светлана Скочилова. «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ҫемҫе пукана йышӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Светлана Скочиловӑна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав тилхепене тытса пынӑ Надежда Никандрова пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун хыҫҫӑн пукан пушанса юлнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫуралнӑ Светлана Скочилова Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Алла Салаева вӗренӳ министрӗ пулнӑ чухне вӑл асӑннӑ ведомствӑра тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Александр Фадеева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика етӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Пӗр предложенирен тӑракан кӗске документра министр ҫумне ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Элтепер кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ. Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ. Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() autopronews.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Пашалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин Патшалӑх Думин гаражӗ хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильсемпе пуянланни ҫинчен пӗлтернӗ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӳреме тытӑнӗҫ. «Патшалӑх Думин гаражне «Lada Vesta» машинӑсем килсе ҫитрӗҫ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑ ҫӳреме тытӑнӗҫ. Автопарк кивелсе пынӑҫемӗн ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнисемпе ылмаштарса пырӑпӑр. Кунсӑр пуҫне суйлав округӗсенче кашни депутата хамӑр ҫӗршыври машинӑсене ҫирӗплетсе парӑпӑр», — тенӗ Володин. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсене «Москвич», «Лада», «Аурус» маркӑллӑ машинӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |