Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР промышленноҫ министрӗ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче отпуска кайнӑ. Ӗнер вара ӗҫе тухсан хӑйӗн ирӗкӗпе каймашкӑн заявлени ҫырнӑ. Ырантан министр тивӗҫӗсене Дмитрий Гринев пурнӑҫлӗ. Вӑл - министр ҫумӗ. Борис Марковцев ЧР Промышленноҫ министерствине пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче килнӗ. Вӑл 1978 ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ, 2016-2021 ҫулсенче РФ Промышленноҫ министерствинче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Наци телерадиокомпанийӗн директорне Алексей Гурьянова ӗҫрен кӑларни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ тепӗр хушӑва алӑ пуснӑ – Алексей Гурьянов ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл массӑллӑ коммуникацисен тата МИХ тытӑмӗнче патшалӑх политикишӗн яваплӑ пулӗ. Халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алексей Гурьянов. Аса илтерер: унччен Алина Федорова министр ҫумӗ пулнӑ. Вӑл унта 4 уйӑх ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ (экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника) пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Документсене паянтан, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтан Алексей Гурьянов Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ мар. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Алексей Гурьянов ку должноҫре 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен 7 ҫул вӑл Шупашкар хула администрацийӗн ҫыхӑну тата информаципе аналитика ӗҫӗн пайӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ Юрий Гурьянов – ЮТВ телеканал директорӗ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 35 ҫулти Алексей Гурьянов ҫывӑх вӑхӑтра ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумне Надежда Столяровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарасси пирки кӑшт маларах пӗлтертӗмӗр. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн депутатсем Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 30 ҫӑка лартнӑ. Ҫапла унта аллея ӳсӗ. «Аллея республикӑпа пӗрле ӳсӗ, ҫирӗпленӗ, эпир вара тӑрӑшӑпӑр», - тенӗ чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов. Сӑмах май, Патшалӑх Кнашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа ун чухне республика Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа Правительство ҫурчӗ хыҫӗнчи велоҫул ҫинче Туслӑх аллейи пуҫарса янӑ. Ун чухне 33 вӗрене тата 9 чӑрӑш лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Телеграмри t.me/SergeyKolyasnikov каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ. Ку вӑл Владимир Путинӑн инаугурацийӗ хыҫҫӑн пулнӑ. Пӗлтерер: паян Владимир Путин черетлӗ 5 ҫуллӑха Президент тилхепине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тытрӗ. Ун хыҫҫӑн кивӗ Правительсьтвӑна отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша кӗмелли министрсен кандидатурисене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() flectone.ru сайтри сӑн ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарать. Ҫак ятпа банкет ирттересшӗн, унтан 500 ҫынна чӗнесшӗн. Ӑна ирттермешкӗн аукцион йӗркелеҫҫӗ. Малтан палӑртнӑ хак – 1 миллион та 314 пин те 200 тенкӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хака мӗн кӗрӗ-ха? 500 бейдж, чӗнӳ хучӗ, сувенир ручкӑсемпе блокнотсем, фотограф, концерт программине йӗркелесе ирттересси, меню. Хӑнасене виҫӗ тӗрлӗ ассортипе, чӑвашсен икӗ ҫимӗҫӗпе /шӑрттан тата чӑкӑт/, такаран пӗҫӗрнӗ шӳрпепе, соусри буженинӑпа, пӗҫернӗ ҫӗрулмипе, ҫырларан янтӑланӑ вӗтӗ кукӑльсемпе, хуплупа, шывпа, кваспа, чейпе, кофӗпе, ҫыртмӑшсемпе хӑналасшӑн. Хальлӗхе банкет хӑҫан иртессине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар пуҫлӑхӗ пулнӑ Денис Спирин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа унӑн тивӗҫӗсене Владимир Доброхотов пурнӑҫлать. Ҫӗнӗ мэра хӑҫан суйлӗҫ? Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ. Кандидатсенчен документсене ҫитес эрнерен йышӑнма пуҫлӗҫ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Паян конкурса ирттерекен комиссин пӗрремӗш ларӑвӗ пулнӑ. Унта 12 ҫын кӗнӗ. Председателе суйланӑ. Вӑл - Чӑваш Енӗн пӗрремӗш вице-премьерӗ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков. Комиссин иккӗмӗш ларӑвӗ ҫӗртмен 7-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Чӑваш Енре парламентари пирки кӗнеке кӑларасшӑн. Вӑл 324 страницӑллӑ пулмалла. Ҫавна май аукцион иртӗ. Малтанхи хак – 822 пин те 190 тенкӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче петӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн кӗнекен дизайнне те хатӗрлемелле пулӗ. Ӗҫе килӗшӳ алӑ пуснӑранпа 15 кунра вӗҫлемелле. Кӗнеке-альбом тӗрлӗ тӗслӗ, 324 страницӑллӑ пулӗ. Формачӗ – кӗнеке евӗрри. Вӑл 300 экземплярпа тухӗ, шуберӗ – 50. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |