Политика
![]() Шупашкарта тӗп архитектора суйланӑ. Ӑна иккӗмӗш хут конкурс ирттерсен палӑртнӑ. Ку вырӑна Сергей Стройков йышӑннӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче Шупашкар архитекторӗ пулнӑ. Ун чухне «Волгастройгрупп» организаципе шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Вӑл «Финская долина» микрорйонта пая кӗрсе хваттерсем туяннӑ ҫынсене улталанӑ, «Сувар-отеле» туса пӗтермен. Юлашкинчен Сергей Александрович Чӑваш патшалӑх драма театрӗнгче директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис суйлавра ҫӗнтернӗ. ЦИК пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсен 41 проценчӗ сасӑланӑ, 73,99 проценчӗ Андрей Чибисшӑн сасӑ панӑ. Сувлава «Пӗрлӗхле Раҫҫей» партирен хутшӑннӑ. Андрей Владимирович - Чӑваш Енрен. Вӑл 1979 ҫулта Шупшкарта ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑнать. Унччен вӑл РФ строительство тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртӗ. Патшалӑхӑн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Игорь Михайлова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николоаев паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Игорь Викторович — юридици пӗлӗвӗллӗ ҫын. Вӑл 2004 ҫулта Мускаври Ҫар университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл юриспруденци енӗпе вӗреннӗ, специализацийӗ — «Прокурорпа тӗпчев ӗҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ предприятие Евгений Куксов гендиректор пулс аертсе пынӑ. Ӑна ҫав пукана пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшнче шанса панӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшнченпе вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ. «Фармаци» предприяти эмел тата медицина тӗллевӗллӗ изделисене ваккӑн сутать. Пӗрремӗш аптекӑна 1871 ҫултах уҫнӑ. Паян пердприятин – аптека бази, 130 аптека тата аптека пункчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ «тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Хальхинче вӑл ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре иртӗ. «Тӳрӗ линие» халӑхпа «Ковалев разберется» ятарлӑ проект формачӗ евӗр ирттерме палӑртнӑ. Ку программа Наци телекуравӗнче пур, унта автор ҫивӗч ыйтусене хускатать. Ыйтусене маларах Элтеперӗн халӑх тетелӗсенчи страницисене яма пулать. Ҫавӑн пекех ыйтӑва МФЦ сечӗн видеокамерисем ҫине ҫыртарма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксакова тепӗр награда панӑ. Физкультурниксен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра ӑна юбилейлӑ медаль панӑ. Вӑл – физкультура тата спорт тытӑмӗнче патшалӑх органӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер. Ҫак наградӑнах спорт министрӗ Василий Павлов та тивӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Анатолий Аксакова «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. 2022 ҫулта вара вӑл «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑва алӑ пусса Сергей Лекарева промышленноҫ министрне ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе, ҫак ведомство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Паянтан вара - официаллӑ майпа министр. Сергей Лекарев малтан патшалӑх службинче ӗҫленӗ, унтан усламҫӑ пулнӑ, каярахпа «Чӑвашавтодор» тӗп директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче вӑл тин кӑна йӗркеленӗ Промышленноҫ министерствине ӗҫлеме килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "На связи" форумри сӑн Ҫитес вӑхӑтра патшалӑх служащийӗсем валли ҫӗнӗ награда пулӗ. «За безупречную государственную гражданскую службу Чувашской Республики» ятлӑ вӑл вырӑсла. Ӑна кӗҫех патшалӑх наградисен йышне кӗртӗҫ. Ку наградӑна патшалӑх службинче 10 ҫултан сахал мар ӗҫлекенсем илме пултарӗҫ. Ун ҫинче тӑватӑ вӗҫлӗ ҫӑлтӑр пулӗ, ун ҫине «Служить во благо»/«Ырлӑхшӑн ӗҫленӗшӗн» тесе ҫырӗҫ. Тепӗр енче «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан службинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» и «За безупречную государственную гражданскую службу Чувашской Республики» тени пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР строительство министрне Михаил Коледана тытса чарнӑ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Строительство министерствинче шырав иртнӗ. Паян Михаил Коледа ӗҫ вырӑнӗнче пулман-мӗн. Министра тытса чарни пирки хальлӗхе официаллӑ информаци ҫук. Ӑна мӗншӗн тытса чарнине те пӗлтермен. Аса илтерер: нумаях пулмасть строительство министрӗ пулнӑ Павел Данилова тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн валли улттӑмӗш пулӑшуҫа ӗҫе илнӗ. Вӑл Александр Шкредов. Александр Васильевич 1986 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл - политика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Халӗ Олег Николаевӑн ултӑ пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |