Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн Ситуаци центрӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Сергей Иванов йышӑннӑ. Сергей Игоревич 2008 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжне пӗтернӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Професси карьерине 2001 ҫулта электромонтер пек пуҫланӑ. Кайран информаци технологисен тытӑмӗнче ӗҫленӗ – программист пулнӑ. Харпӑр усламҫӑ пек те ӗҫленӗ вӑл. Хальччен Сергей Иванов Нумай функциллӗ центрта директор ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов. Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ. Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев асӑрханма ыйтать: телеграмра унӑн ячӗпе суя страница уҫнӑ. «Ман ятран ҫырусем килеҫҫӗ. Ку суя. Вӗсене ан хуравлӑр, блокировка тӑвӑр. Ҫырусем мӗнле профильтен килнине тӗрӗслӗр. Асӑрханӑр, ултавҫӑсене ан ӗненӗр», - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич. Ун ҫумне суя страницӑран килнӗ ҫыру скринне ҫирӗплетнӗ. Суя аккаунтра Элтеперӗн чӑн-чӑн страници ҫинчи евӗр сӑнӳкерчӗкех ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк. Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ Денис Церфус ҫӗнӗ ӗҫре вӑй хума тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Управлений пуҫлӑхӗн вакансийӗ хальлӗхе пушӑ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗнче управлени ертӳҫин ҫумӗнче Сергей Стройков ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче хулан архитекторӗ пулнӑ. Каласа хӑварар: Денис Церфус 2022-2024 ҫулсенче Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян икӗ министра награда панӑ. Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена панӑ. Вӑл ку должноҫре 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен ӗҫлет. ЧР культура министрне Светлана Каликовӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне панӑ. Вӑл культура министрӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн администрацийнче коррупципе кӗрешме чӗнсе калакан курав уҫӑлнӑ. Ӳкерчӗксене Шупашкаррти ӳнер училищин студӗнчӗсем РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Толстов ертсе пынипе хатӗрленӗ. Куравра – ҫамрӑк дизайнерӑн 31 ӗҫӗ. Плакатсене ятарласа Коррупципе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун тӗлне хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксенче ҫамрӑксем ҫак ҫивӗч ыйтӑва мӗнле хакланине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑвашинформ тунӑ сӑн Ку эрнерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев отпускра пулӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, вӑл отпуска яланхи пекех Раҫҫейре ирттерӗ. Ҫапах вӑл республикӑри пулӑмсене сӑнасах тӑрассине, ҫыхӑнурах пулассине пӗлтернӗ. Олег Николаев юлашки хутчен отпускра пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Федоров сенаторӑн, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн, «Контактра» халӑх тетелӗнче страница пур. Анчах ӑна хӑй сенатор тытса пымасть иккен. Ӑна кам уҫнине, постсене кам лартса пынине Николай Васильевич хӑй те пӗлмест. Кун пирки вӑл «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра каланӑ. Сенатор Роскомнадзор урлӑ страницӑна блокировка тума палӑртман. Страница ӑна нимле сиен те кӳмест-мӗн. «Ҫак интервью хыҫҫӑн ятсӑр автор туйӑнать, манпа тӗл пулма кӑмӑл тӑвать пулсан ӑна чейпе хӑналӑп, чунран «Тавах» тейӗп», – тенӗ Николай Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Цифра министрӗн виҫҫӗмӗш ҫум тупӑннӑ. Ку пукана Игорь Спиридонов йышӑннӑ. Игорь Михайлович – 35 ҫулта, вӑл МФЦра ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, унтан директорӑн филиалсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Палӑртмалла: халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн виҫӗ ҫум: Екатерина Грабко, Алексей Гурьянов тата Игорь Спиридонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «РИА Новости» реклама агентствине интервью панӑ. Унта вӑл халӑхшӑн уҫӑ пулнине палартнӑ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кунсерен лавккасенче пулать, урамра ҫӳрет, ун чухне ҫынсем ун патне пырса калаҫаҫҫӗ. «Ку савӑнтарать», – тенӗ Элтепер. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ чухне ун патне ыйтусемпе ытларах пынӑ. Халӗ вара – ӗҫшӗн тав тума е пӗрле сӑн ӳкерӗнме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |