Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхн ҫумӗ пулса 53 ҫулти Ольга Чепрасова ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл вӗрентӳпе тата социаллӑ ӗҫпе ҫыхӑнну ыйтусемшӗн явапли пулӗ. Вӑл хӗрарӑм 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе Шупашкар мэрӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ, 2017-2020 ҫулсенче — Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин «Чӑваш транспорт управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗндиректорӗ пулма Евгений Мореполавцева ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк шайри икӗ ҫынна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Иккӗшӗ те министр ҫумӗсемпе ҫыхӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Ольга Россановӑна шаннине эпир кӑшт маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне те ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак тилхепене Лариса Рафиковӑна тыттарнӑ. Хӗрарӑм унччен те ҫав министерствӑрах тӑрӑшнӑ, вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Рассановӑна ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗнчи управине Геннадий Маслов ертсе пыма тытӑннӑ. Геннадий Маслов 1966 ҫулта Елчӗк районӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта Хусанти ракета ҫарӗсен аслӑ ҫар команда инженери училищичнен вӗренсе тухнӑ. 6 ҫул ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри Куславкка районӗнче шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 1994-2001 ҫулсенче тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Етӗрне районӗнче шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма шаннӑ, кӑштахран Шупашкарта ҫав тытӑмра тимленӗ. 2011-2021 ҫулсенче Елчӗк чӑвашӗ Норильскра Шалти ӗҫсен пайне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрйи Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Ӗнер ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каҫхи 10 сехет иртсен телеграм-каналӗнче мунча кӗме юратни пирки пост кӑларнӑ. Сӑнӳкерчӗкре вӑл Шупашкарти 8-мӗш мунча умӗнче костюмпа милӗк тытса тӑрать – селфи ку. «Вӑт эсир кулатӑр. Эпӗ вара 11 ҫул ӗнтӗ тунтикунсерен мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑп. Маншӑн тунтикун мунча кӗресси – йӑла», - тесе ҫырнӑ вӑл. Сӑмах май, вӑл телеграм-каналне хастар тытса пырать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче юлашки 5 ҫулта пӗрремӗш хут Атӑл тӑрӑх килнӗ теплохода кӗтсе илни пирки пост лартнӑ. «Пирӗн министр мӗншӗн питӗ кӑмӑлла? Мӗншӗн тесен теплоход кӗтсе илнӗ», - тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ. Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера. Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫи пулма Сергей Егорова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Лекарев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Лекарева шаннӑ. Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Сергей Николаевич унччен Чӑваш Енӗн Промышлненоҫпа энергетика министерствинче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхенчен пуҫласа 01 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл министрӑн ҫумӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Промышленноҫа аталантарассипе ӗслекен фондра тӑрӑшнӑ, унта «Тухӑҫлӑ регион» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, Патшалӑх Канашӗн 30 ҫулхи юбилейӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ҫак сумлӑ ята И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов тивӗҫнӗ. Иккӗшӗ те – Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Андрей Александров депутата 2016 ҫулта суйланнӑ, икӗ созывра пулнӑ. Владимир Викторов та ҫав ҫулах депутат пулнӑ, анчах ҫулталӑкран сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулта депутата каллех суйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |