Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ – ЧР строительство министрӗ ҫумӗ Алена Протасевич ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ӗҫрен кайни пирки хушӑва паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ку должноҫре вӑл виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. Алена Протасевич Строительство министерствине 2021 ҫулхи ҫӗрте уйӑхӗнче килнӗ. Уннчен вӑл Шупашкарти «Классика» тулли мар яваплӑ обществӑра архитекторта ӗҫленӗ. Халӗ строительство министрӗ виҫӗ ҫум юлнӑ: Владимир Максимов, Екатерина Филиппова тата Алена Александрина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Шупашкар пуҫлӑхне суйланӑ. Депутатсем Владимир Доброхотова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Аса илтерер: конкурс иртессине пӗлтерсен пилӗк кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ тӑватӑ кандидата хӑварнӑ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче собеседовани ирттерсен икӗ кандидат финала тухнӑ: Владимир Добрхотов тата ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов. Ҫак икӗ кандидатурӑран паян депутатсем Владимир Доброхотова суйланӑ. Ҫапла вӑл присяга тытса должноҫре ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Павлова «Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Россельхозцентрӑн филиалне ертсе пырать. Сергей Павлов 2010-2015 ҫулсенче вице премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2015-2106 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗнче ӗҫленӗ. 2016 ҫулта ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Россельхозцентрӑн регионти филиалӗн ертӳҫинче вӑл 2021 ҫултанпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хулин пуҫлӑхне кӗҫех, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, суйлӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче комисси суйланӑ 4 кандидат хула аталанӑвӗн планӗпе паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн пуҫлӑх пуканӗшӗн 2 ҫын кӗрешӗ: халӗ пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов тата ЕДДС ертӳҫи Александр Малов. Сӑмах май, конкурса 5 кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче комисси вӗсен докуменчӗсене тишкернӗ те чӗрчунсене хӳтӗлекен Яна Николаевӑна конкурса хутшӑнма ирӗк паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Петров архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров ӗнер отставкӑна каясси пирки пӗлтернӗ. Ӗнер унӑн ку должноҫре юлашки ӗҫ кунӗ пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паянтан урӑх ӗҫре тӑрӑшма пуҫлать. Ӑҫтине хальлӗхе пӗлтермен. Вӑл хула депутачӗсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Владимир Иванович Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Кам йышӑнӗ-ха ку пукана? Ҫакна ыран палӑртӗҫ. Малтан кандидатсене 12 ҫынран тӑракан комисси пӑхса тухӗ. Унтан темиҫешне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ. Конкурса 5 заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче – халӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов, ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев, Яна Николаева тата Владимир Кириллов. Комисси тӑватӑ кандидатурӑна конкурса хутшӑнма суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Кирилл Мухин ӗҫрен кайнӑ. «Чеб.ру» сайт хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районӗн администрацине ертсе пыма пуҫлӗ. Халӗ вӑл унта-мӗн. Кирилл Мухин – 30 ҫулта. Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн канашҫи пулнӑ. Кирилл Сергеевич И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухсан Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ҫарӗнче контрактпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Контактри" сӑн Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай округӗн ҫӗнӗ прокурорӗпе паллаштарнӑ. Ку вырӑна юстицин аслӑ канашҫи Денис Антонов йышӑннӑ. Денис Витальевич Шупашкарта 1983 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокуратурин следователӗнче ӗҫленӗ. Унтан прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи те пулнӑ. 2020 ҫултанпа пуҫласа паянхи кунччен Шупашкарта юсанмалли учрежденисенче саккунасене епле пӑхӑннине тӗрӗслекен прокурорта вӑй хунӑ. Паянтан вӑл – Хӗрлӗ Чутай округӗн прокурорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулмашкӑн Михаил Шпакова ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Михаил Шпаков – Ростов облаҫӗнчен, вӑл Вешенская станцӑра 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Питерти ШӖМ университетне пӗтернӗ. Прокуратура органӗсенче вӑл 2008 ҫултанпа ӗҫлет. Михаи Шпаков юлашки икӗ ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Тихвин хула прокурорӗнче ӗҫленӗ. Сӑмах май, унччен ЧР прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Илья Жилин пулнӑ. Вӑл пӗлтӗр кӗркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян ЧР промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Голубева ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ку вырӑнта 4 уйӑх ӗҫленӗ. Александр – 35 ҫулта. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче вӑл кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаза» ертсе пынӑ. Хӑй вӑл Казахстанра ҫуралнӑ, Омск облаҫӗнче ӗҫленӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть министр пулнӑ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ, халӗ министерствӑра Дмитрий Гринев ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |