Статистика
Чӑваш Енӗн статистика органӗсенче тӑрӑшакансем пирӗн республикӑра пурӑнакансем епле ӗҫлесе илнине черетлӗ хутчен пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче — кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхрине. Тӳрех палӑртар: иртни ҫулхи кӑрлач—утӑ уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу 7,9 процент ӳссе 23 пин те 661 тенкӗ те 90 пуспа танлашнӑ. Ӑслӑлӑхра тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи вӑтамран 50234,9 тенке ларнӑ. Ҫапла, ку вӑл республикӑри вӑтам кӑтартуран 2,1 хут пысӑкрах. Йывӑҫ-чус производствинче тӑрӑшакансем вара пуринчен сахал илеҫҫӗ — вӗсен уйӑзсеренхи укҫи пӗтӗмпе те 12500,0 тенкӗ. Тирпейлекен производствӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ вӑтамран 26481,1 тенке ларнӑ, ял хуҫалӑхӗнче — 16393,9 тенке, строительсен — 22555,3 тенкӗ, курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансем — 20127,0 тенке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхри статистика лӑплантармасть: Шупашкарти ҫулсем ҫинче 57 ача суранланнӑ. Вӗсенчен 29-шӗ транспортра пассажир пек пынӑ чухне аманнӑ. 7-шне ашшӗ-амӑшӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхмасӑр илсе ҫӳренӗ. Полици даннӑйӗсене ӗненес тӗк, 27 ача ҫул ҫинче ҫуран ҫӳренӗ чухне аманнӑ. 10 авари шӑпӑрлансене пула сиксе тухнӑ. Ачасем юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. 9 ача вара «зебра» урлӑ каҫнӑ чухне суранланнӑ. Тепӗр 5 ача ҫуртсен картишӗнче машина кустӑрми айне лекнӗ. Иккӗшӗ тротуар ҫинче тӑнӑ чухнех шар курнӑ. Суранланнисен йышӗнче велосипедҫӑ та пур. Ӑна машина водителӗ ирттерсе яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енрӗ халӑх йышӗ чакса пырать. Ҫакна Чӑвашстат пӗлтерет. Ведомство шутланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкри ҫын вилеслӗхӗ ҫавнашкалах юлӗ: 16 пин ҫын. Ача ҫураласлӑх вара 16 пинрен 11 пине ҫитӗ. Чӑвашстат 2036 ҫул тӗлне республикӑра 1 миллион та 143 пин ҫын пурӑннине шутласа кӑларнӑ. Ку, хальхипе танлаштарсан, 100 пин ҫын сахалрах. Халӗ 1 миллион та 236 пин ҫын пурӑнать. Халӑх йышӗ чакнине миграци те витӗм кӳрет. Ҫулсерен Чӑваш Енре ҫын нумай каять, килекенсем вара сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
MediaGun дата-журналистикӑн агентстви Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи урамсен ячӗсене тишкернӗ. Ун валли вӑл Федерацин информаципе адрес тытӑмӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хунӑ. Раҫҫейӗн кашни регионӗнчех Совет саманин сӗмӗ сисӗнет: ҫав вӑхӑт ыйтнине тӗпе хурса панӑ ятсем пур ҫӗрте те чылай. Чӑваш Енре совет саманипе ҫыхӑннӑ урамсем — 22,4 процент. Мӑкшӑ Республикинче ун пеккисем — 28,45 процент, иккӗмӗш вырӑнта — Воронеж облаҫӗ (25,41%). Ҫав вӑхӑтрах кашни регион хӑй паттӑрне сума суни сисӗнет иккен. Пирӗн республикӑра вӑл, паллах, — чӑвашсенчен пуҫласа тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ ентешӗмӗр, Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ Андриян Николаев. Ун ячӗллӗ урамсене пирӗн тӑрӑхра та журналистика 158 таран шутласа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫал 25 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ ҫеҫ урӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ. Кӑҫал 14 пляж, шыва кӗмелли тата канмалли ятарлӑ 14 вырӑн ӗҫленӗ. Шыва кӗмелли тапхӑрта 34 пӑтӑрмах пулнӑ. Вӗсенче 25 ҫын путса вилнӗ. 17 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Палӑртмалла: инкексенчен ытларахӑшӗ ҫурла уйӑхӗнче пулнӑ. Пӗтӗмпе – 13 тӗслӗх. Шыва кӗмелли тапхӑрта 1 ача путнӑ. Пӗтӗмпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 3 ачан пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Пур тӗслӗхре те ачасем шыв хӗрринче аслисемсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре пурнӑҫ пахалӑхне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсем регионсенчи ҫурт-йӗре, инфратытӑма, ешӗллӗхе, урамсене, общество инфратытӑмне тата ыттине тишкернӗ. Танлаштарӑмра Мускав пӗрремӗш вырӑн йышӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар ӗнтӗ. Вӑл 221 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр (196 балл). Чулхула виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 172 балл пухнӑ. Танлаштарӑмра хуласене унта пурӑнакансен йышӗпе пайлас мар-тӑк Шупашкар Чулхуларан маларахри йӗркене вырнаҫӗччӗ. Вӑл 172 балл пухнӑ. Чулхула пысӑк хуласен списокне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат вӑтам ӗҫ укҫи мӗн чухлӗпе танлашнине шутланӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче ку кӑтарту 23749,3 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 7,9 процент ӳснӗ. Камсем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Пӗчӗк услама кӗмен организацисен ӗҫченӗсем ытларах шалу илеҫҫӗ. Ку 29441,6 тенкӗпе танлашать. Республикӑри хӑш районта чи пӗчӗк шалу пулни те паллӑ: Канаш районӗнче. Кӑтарту 17907,4 тенкӗпе танлашать. Шупашкар районӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 21105,8 тенке ҫитнӗ. Сӑмах май, прокуратура ӗҫ укҫин парӑмӗсене тӗплӗн тӗрӗслесе тӑрать. Аса илтерер: Чӑваш Енре парӑм 102 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсенчен 81 миллионӑшне панкрута тухнӑ предприятисем ӗҫченӗсене тӳлемен. Унашкал предприяти пирӗн республикӑра – 6. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ мӗн чухлӗ? Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви вӗсен йышне шутланӑ. Статистикӑна ӗненес тӗк, паянхи кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 4489 ҫын ӗҫсӗррине официаллӑ майпа регистрациленӗ. Экономика тӗлӗшӗнчен хастар халӑхпа ӗҫсӗррисен йышӗн кӑтартӑвӗ 0,68 процентпа танлашать. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче ӗҫӗррисен хисепӗ пӗчӗкрех. Республикӑра пурӑнакан 1025 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлет. ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун тӗлне 17245 ваканси пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Утӑ уйӑхӗнче «Медиалогия» кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта аялти йӗркене аннӑ. Вӑл 85 субъект пуҫлӑхӗсен хушшинче 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Яланхи пекех танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан — Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров. Атӑлҫи федераци округӗнче Тутарстан ертӳҫи Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Радаев, Удмурт Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Бречалов малта пулнӑ. Михаил Игнатьев ҫак списокра юлашки йӗркене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Раҫҫейри ТОП-25 мэрсен йышне кӗнӗ. Вӑл 17-мӗш йӗркерен 16-мӗшне хӑпарнӑ. Танлаштарӑма информаци коммуникацийӗсен «Рейтинг» центрӗ хатӗрленӗ. Экспертсем Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайне уҫнине палӑртнӑ. Ӑна, сӑмах май, республика тата федераци хыснисенчи укҫа-тенкӗпе хута яраҫҫӗ. Алексей Ладыков танлаштарӑмра чи лайӑххисен йышне кӗнине Шупашкар экономика кӑтартӑвӗ тӗлӗшпе ӳсни те витӗм кӳнӗ. «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн хулара 27 ҫула юсаҫҫӗ. Хулан туризм аталанӑвне лайӑхлатакан мероприятисене те экспертсем лайӑх енчен хакланӑ. Танлаштарӑм кӑтартӑвне кадет корпусӗ хута кайни, Республика кунӗ тӗлне ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ объектсем уҫӑлни те витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |